Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чир Тутарстана та çитме пултарать

Кăçал Раççее, çаплах Тутарстана та, инфекцилле чир килес хăрушлăх пысăк-мӗн. Сăмах кунта полиомиелитпа чирлетекен полиовирус çинчен пырать. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, полиовирус инфекцийӗ республикăра 1995 çултанпа палăрман. Анчах та кăçал Нигери, Инди, Пакистан, Афганистан, Таджикистан çыннисем ку чире республикăна...

Кăçал Раççее, çаплах Тутарстана та, инфекцилле чир килес хăрушлăх пысăк-мӗн. Сăмах кунта полиомиелитпа чирлетекен полиовирус çинчен пырать.

Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, полиовирус инфекцийӗ республикăра 1995 çултанпа палăрман. Анчах та кăçал Нигери, Инди, Пакистан, Афганистан, Таджикистан çыннисем ку чире республикăна илсе килме пултараççӗ. Паллах, вирус чи малтан прививка туман е тума килӗшмен çынсене (çав шутра ачасене те) ерме пултарать. Çавăнпа тутарстансене вăхăтра привика тумаллине асăрхаттаранă та Марина Патяшина. Кăçал çулла Хусанта тӗнче чемпионачӗ иртнине кура хăнасем тӗрлӗ çӗршывран килнине шута илсен, пушшех те. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев