Сувар

Чӗлхе политика вăййи пулмалла мар

( Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран). РФ Президенчӗ Владимир Путин Йошкар-Олара иртнӗ Нацисен хутшăнăвӗсемпе канашӗн ларăвӗнче тăван мар чӗлхене вăйпа вӗрентме кирлӗ марри пирки асăрхаттарсан наци республикисенче пăлханусем пуçланчӗç. Вӗрентӳпе наука министерствисен компетенцийӗнче кăна пăхса тухмалли ыйтăва нумайăшӗ политизацилеме, ăна наци интересӗсемпе çыхăнтарма тăрăшать. Тутарстанра тутар чӗлхине вӗрентесси пирки кашни...

( Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран). РФ Президенчӗ Владимир Путин Йошкар-Олара иртнӗ Нацисен хутшăнăвӗсемпе канашӗн ларăвӗнче тăван мар чӗлхене вăйпа вӗрентме кирлӗ марри пирки асăрхаттарсан наци республикисенче пăлханусем пуçланчӗç. Вӗрентӳпе наука министерствисен компетенцийӗнче кăна пăхса тухмалли ыйтăва нумайăшӗ политизацилеме, ăна наци интересӗсемпе çыхăнтарма тăрăшать.

Тутарстанра тутар чӗлхине вӗрентесси пирки кашни кӗтесре шавлаççӗ, сӳтсе яваççӗ, шкулсенче прокурор трӗслевӗсемпе лару-тăрăва пăлхатаççӗ. Паян ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тутар чӗлхине вӗрентессине политизацилеме кирлӗ маррине асăрхаттарса, ку ыйтăва пăхса тухассине пуçарнă ӗçсем вӗçлениччен хăварма каларӗ.

«Ытлашши шала кӗрсе кайса 1990 çулсене таврăнтăмăр эпир. Мӗншӗн çакăн пек лару-тăру туса обществăна хумхантармаллаччӗ? Пирӗн наци хутшăнăвӗсемпе нихăçан та йывăрлăхсем пулман. Документ килсенех ӗçлӗ ушкăн йӗркелерӗмӗр, Правительство паян та ӗçлет. Ӗçе лăпкăн вӗçлемеллеччӗ», - терӗ вăл.

Шкулсенче пыракан тӗрӗслевсем çинче те уйрăммăн чарăнчӗ республика ертӳçи: «Эпӗ ТР прокурорӗпе, генеральнăй прокурорпа калаçрăм. РФ Вӗрентӳпе наука министерствипе пире ку ӗçе вӗçлесе халăха ăнлантарма вăхăт кирлӗ. Шел пулин те, кунта шкул директорӗсем айăплă пулса тухрӗç. Çакна тӗрӗс мар тесе шутлатăп. Айăп пур-тăк, вӗсен кăна мар, пирӗн пурин те пур. Вӗсем инструкцие пурнăçланă, çирӗпленнӗ системăпа ӗçленӗ. Шкул директорӗсем вӗсем - республикăн интеллектуаллă потенциалӗ. Тен, çакна Тутарстанра РФ Президенчӗ В.Путин çинчен япăх шутлаччăр тесе кам-тăр ятарласа йӗркелет?» - терӗ пусăм туса.

ТР Президенчӗ каланă тăрăх, РФ Вӗрентӳпе наука министерствипе конструктивлă диалог пырать: «Шанатăп, пӗрлехи йышăну патне килсе тухатпăрах. Анчах та çакна кам мӗнле пӗлет, çавăн пек ăнлантарма кирлӗ мар. Хăйсен ирӗкӗпе кăна вӗренмелли чӗлхе мар вăл патшалăх чӗлхи. Кун пекки тӗнчере ниçта та çук. Килӗшетӗп, пирӗн тутар чӗлхине вӗрентес риторикăпа тата сехетсен шучӗпе ӗçлемелле. Анчах та çак ыйтăва политизацилемелле мар. Оппозици структурисем тутарсемпе вырăссен хушшинче хирӗçӳ пултăр тесе тутар чӗлхи майлă пулма тытăнчӗç. Çакна тума ирӗк пама юрать-и вара?» - терӗ чӗлхе тавра пыракан тавлашусем пирки.

Çаплах вăл ТР прокурорне Илдус Нафикова тӗрӗслевсене пула шкул директорӗсен ӗçне йывăрлатмалла маррине те аса илтерчӗ: «Çынсемпе çакăн пек ӗçлеме юрать-и вара? Эсир пире предписани парăр, депутатсенчен, манран ыйтăр. Эпир ку ыйтăва уççăн сӳтсе яватпăр, никам та, нимӗн те пытармасть. Тутарстанра Раççей тата республика законӗсене пурне те пăхăнаççӗ». ТР Президенчӗ юлашкинчен лару-тăрăва çивӗчлетмелле маррине аса илтерчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн республика яланах стабильлӗхпе палăрса тăнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: