Сувар

ЧНКАсем капитансăр та пултараççӗ

(Константин Малышев). Мӗнле кăна ятлă командăсем вылямаççӗ пулӗ Хусанти любительсен футбол лигинче. Евролигăри клубсен ячӗллисем те нумай, пирӗн çӗршыври пеккисем те пур. Сентябрӗн 17-мӗшӗнче «ЧНКА» хулари «Лайнер-эпп-2» командăпа тӗл пулчӗ. Вăйă пирӗннисемшӗн «килти» шутланакан «Динамо» стадионра 18.30 сехетре пуçланчӗ. Ак ӗнтӗ миçемӗш вăййа «ЧНКА» каçкӳлӗм ирттерет. Интернетра тӳрӗ эфир илсе...

(Константин Малышев). Мӗнле кăна ятлă командăсем вылямаççӗ пулӗ Хусанти любительсен футбол лигинче. Евролигăри клубсен ячӗллисем те нумай, пирӗн çӗршыври пеккисем те пур. Сентябрӗн 17-мӗшӗнче «ЧНКА» хулари «Лайнер-эпп-2» командăпа тӗл пулчӗ. Вăйă пирӗннисемшӗн «килти» шутланакан «Динамо» стадионра 18.30 сехетре пуçланчӗ. Ак ӗнтӗ миçемӗш вăййа «ЧНКА» каçкӳлӗм ирттерет. Интернетра тӳрӗ эфир илсе пымашкăн тӗттӗм кансӗрлет, стадионри прожекторсен çуттисем вылякансене те, уйрăмах хӳтӗленекенсене, çăмăллăх кӳмеççӗ.
Апла пулин те вылямалла. Çак режим хальхи вăхăра Çырчаллинче пурăнакан пирӗн футболистсемшӗн кăна меллӗ-тӗр. «ЧНКА» йышӗнче хальхинче Алексей Егоров тата Виктор Гудков тапăнакансем, Алмаз Зияров çурма хӳтӗлекен çукчӗ. Çавăнпа та капитан хăйăвне варринчи çурма хӳтӗлекен Кирилл Петров çыхрӗ. Палăртса хăвармалла, «ЧНКА» вылянине курма килекенсем çак лăпкă каç нихçанхинчен нумайччӗ. Хăшӗ-пӗрисем ятарлă футбол атрибутики - фанат шарфӗ те çӗлеттерсе килнӗ. Юрататпăр эпир хамăрăн командăна!

Турнир таблицинче 11-мӗш вырăнта пыракан «Лайнер-эпп-2» 15 вăйăран 6-шӗнче çӗнтернӗ, 7-шӗнче выляса янă, 2 ничья. Капла 3-мӗш вырăнта пыракан «ЧНКА» командишӗн хăрушă «тăшман» мар пек, çапах та вăйăра вăл хăйне, атакăсене йӗркелесех каяймасан та, лайăх хӳтӗленекен пек кăтартрӗ.

Пирӗннисем çак турнирта 33 гол кӗртнӗ Егоровсăр вылярӗç пулин те, «ЧНКА» тапăнăвне чарма йывăр пулчӗ хирӗç вылякансене. Вăйă пынă хушăра «Лайнер-эпп-2» выляканӗсем 2 сарă карточка илчӗç. Атакăра та вӗсене ăнсах каймарӗ. Пӗрремӗш таймра вӗсене пирӗн хапха енне те таптармарӗç хӳтӗлекенсем. Çав вăхăтра «Лайнер-эпп-2» голкиперӗн ӗçӗ йывăрланнăçем йывăрланса пычӗ. Хирӗç вылякансен хӳтӗлекенӗсем пирӗннисене офсайдра хăварса кăна хăтаркаларӗç хăйсен хапхине.

«ЧНКА» атакисем çивӗчленсе пычӗç пулин те пӗрремӗш таймра ăнăçу çитсех каймарӗ. Варринчи тапăнăва хăй çине Алексей Сунейкин илчӗ, сулахай флангра Денис Рыбаков вылярӗ. Сылтăм енче Романов нумай «уçăлчӗ» пулин те, ун патне мечӗк çитсех каяймарӗ. Пысăк хăвăртлăхлă çурма хӳтӗлекен Игорь Михайлов тапăнура пулăшать тесе шутланăччӗ, анчах та хирӗç вылякансенчен пӗри бутсыпе унăн ури çине пусса чутах амантмарӗ.

Иккӗмӗш таймра вăйă «Лайнер-эпп-2» çур пайӗнче иртрӗ. Çавăнпа та вăйă вӗçленме 15 минут юлсан, тапăну йӗркелейменнине кура пирӗннисене хирӗç выляканнисем матча 0:0 шутпа та пулин вӗçлес тесе вăхăта тăсма тытăнчӗç. Е вратарӗ мечӗке вăраххăн ывăтса парать, е улшăнакансем васкамасăр утаççӗ...

Пирӗннисем вара атака çине атака йӗркелерӗç. Мечӗке айккине тапса кăларассисӗр пуçне «Лайнер-эпп-2» командăра вылякансем нимӗн те шутласа кăлараймарӗç пире хирӗç. Матчăн юлашки минутӗнче аутран Игорь Михайлов Александр Петрова ывăтса пачӗ. Петров «Лайнер-эпп-2» командăн лутра пӳллӗ вратарьне мечӗке шăп перекладина айне тапса улталарӗ, леш, мала тухса тăнăскер, сиксе çитеймерӗ. Вырăсла çак меслете «плюха» теççӗ. Шут 1:0 пулса тăнă хыççăн судья нумай выляттармарӗ те, вăййа вӗçлерӗ.

Çак çӗнтерӳ пире питӗ кирлӗччӗ. Матч пынă хушăра тăтăшах прессинг йӗркеленӗ футболистсене ăнăçусăр юрамасть. Ку вăйă «ЧНКА» чăмăртанса çитнӗ, лидерсăр та выляякан команда пулнине çирӗплетрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: