Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çирĕм виçĕ çул каялла пирĕн хаçат çуралнă

Хрушев хушăвĕпе 1963 çулта ТАССР-та "Хĕрлĕ ялав" (Ленин ялавĕ) хаçата хупаççĕ. 30 çултан Тутарстанри чăвашсем çĕнĕрен хăйсен хаçачĕллĕ пулса тăраççĕ. 1993-мĕш çулта августăн 29-мĕшĕнче Тутарстанри чăвашсен "Сувар" ятлă хаçачĕн пĕрремĕш, сигналлă номерĕ Шупашкарта 20 пинлĕ тиражпа пичетленсе тухать. Хусанта ун чухне чăвашла шрифтсем пулман. Редакци çыннисем çĕнĕ хаçата республикăри районсенче...

Хрушев хушăвĕпе 1963 çулта ТАССР-та "Хĕрлĕ ялав" (Ленин ялавĕ) хаçата хупаççĕ. 30 çултан Тутарстанри чăвашсем çĕнĕрен хăйсен хаçачĕллĕ пулса тăраççĕ. 1993-мĕш çулта августăн 29-мĕшĕнче Тутарстанри чăвашсен "Сувар" ятлă хаçачĕн пĕрремĕш, сигналлă номерĕ Шупашкарта 20 пинлĕ тиражпа пичетленсе тухать. Хусанта ун чухне чăвашла шрифтсем пулман. Редакци çыннисем çĕнĕ хаçата республикăри районсенче салатма тытăнаççĕ. Пĕрремĕш редактор Владимир Данилов ТР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă май, "Сувара" сарас тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Хăй йĕри-тавра вăл пултаруллă чăвашсене - Виталий Елтова, Николай Степанцева, Василий Дедушкина, Александр Магарина, Николай Сорокина тата ыттисене пуçтарнă, Шупашкартан çамрăк журналистсене явăçтарнă. Анчах та сывлăхĕ редактора хăварнă. Иккĕмĕш номер тухмалла чухне вăл операци сĕтелĕ çинче вилсе каять. Питĕ йывăр пулнă вăл вăхăтра суварçăсене. Пÿлĕмсем пулман, оргтехника çителĕксĕр. Редакцие ертсе пыма ИТАР-ТАСС корреспондентне Николай Сорокина ыйтаççĕ. Вăл "Сувара" 5 çул ертсе пырать. Анчах авторитарлă политикăна илсе пыракан ертÿçĕн 1998 çулта редакцирен кайма тивет. Ун хыççăн редакцине Александр Иванов ертсе пыма тытăнать. Анчах унăн сывлăхĕ те 5 çула кăна çитет. Александр Кириллович редакторта ĕçленĕ вăхăтра редакцире ытларах çамрăксем ĕçлеме тытăнаççĕ. Шел пулин те хаçатшăн нумай лайăххине тума ĕлкĕрнĕ çыннăн пурнăçĕ 2003 çулхи август уйăхĕнче вăхăтсăр татăлать. Çак çулах редактора Константин Малышева лартаççĕ. Çамрăк коллектив тăрăшнипе 2008 çулта "Сувар" тĕрлĕ тĕспе тата 12 страницăпа тухма тытăнать. 2009 çулта январĕн 21-мĕшĕнче "Сувар" хаçат коллективĕ Чăваш Республикин журналистсен Союзĕн Н.В. Никольский ячĕллĕ премине илме тивĕçет. Паянхи кун хаçатăн тиражĕ 2700 экземпляр, ăна "Чăваш пичет" киоскĕсенче сутаççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев