Сувар

Çитес эрне мӗнпе савăнтарать?

ТАКА 21.III-20.IV Ку эрнере тупăша ӳстерме е мӗн те пулин туянма пулмӗ. Карьерăшăн та эрне ăнăçлах мар. Ыркăмăллăх организацийӗсенче, тӗпчев центрӗсенче, медицина учрежденийӗсенче ӗçлекенсен ӗçӗ ăнать. Искусствăпа ӗçлекенсен те йӗркеллӗ. Хăшӗсем инçе çула тухӗç е ют çӗршывра ӗç тупӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене кӗçех татса паратăр. ВĂКĂР 21.IV-21.V Çак тапхăрта...

ТАКА 21.III-20.IV

Ку эрнере тупăша ӳстерме е мӗн те пулин туянма пулмӗ. Карьерăшăн та эрне ăнăçлах мар. Ыркăмăллăх организацийӗсенче, тӗпчев центрӗсенче, медицина учрежденийӗсенче ӗçлекенсен ӗçӗ ăнать. Искусствăпа ӗçлекенсен те йӗркеллӗ. Хăшӗсем инçе çула тухӗç е ют çӗршывра ӗç тупӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене кӗçех татса паратăр.

ВĂКĂР 21.IV-21.V

Çак тапхăрта тăванăрăн е çывăх çыннăрăн куçман пурлăхӗпе ӗçлеме тытăнатăр, кредит илме те шухăш пулӗ. Сывлăха тимлемелле, хумханнипе вăй-хал çуккине туятăр, юн пусăмӗ выляма пултарать. Хăшӗсем ӳксе сусăрланма та пултараççӗ. Малашнехи плансем тăватăр, вӗсем ăнăçлă пулаççӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 22.V-21.VI

Çитӗнӳсен тапхăрӗ, сире ăнать, уйрăмах карьерăпа çыхăннă ыйтусенче. Хăш-пӗрисене ӗçре должноçпа ӳстерӗç. Теприсене çӗнӗ çӗре ӗçлеме чӗнсе илӗç. Çӗнӗ проектсем ăнăçлă пулаççӗ. Харпăр хăрушсăрлăх çинчен ан манăр, çул çинче тирпейлӗ пулăр. Инфекциллӗ чирсенчен те асăрханмалла.

РАК 22.VI-22.VII

Хăвăр активлă пулсан тата талантăра кăтартма пӗлсен ку эрнере харпăр тупăша ӳстерме пултаратăр. Çӗнӗ ӗçе вырнаçма вăхăт ăнăçлах мар. Çак тапхăрта тӗпчев, тӗрӗслев, надзор е çырав ӗçӗсемпе аппалансан лайăхрах пулӗ. Авторитетăра çухатасран асăрханăр. Килте те, ӗçре те ӗçсем йышланса кайнă.

АРĂСЛАН 23.VII-23.VIII

Йывăр тапхăр, сывлăх та çирӗплӗхпе савăнтармасть. Эндокринпа лимфа системи айванрах. Тимлӗхе çухатнипе аманма та пултаратăр. Хăш-пӗрисене вăрттăн юрату илӗртме пуçлӗ, арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсене ачисем çирӗплетӗç. Нумайăшӗ çак тапхăрта тахçанхи пăшăрханусенчен хăтăлӗ.

ХӖР 24.VIII-22.IX

Ку эрне туслă хутшăнусене çирӗплетмешкӗн ăнăçлă, пӗр шухăшлисене хăвăр тавра пуçтаратăр. Мăшăрсен хутшăнăвӗсем вара кăткăсланма пултараççӗ, уйрăлас шухăш та пырса кӗрӗ. Çавăнпа шутласа калаçăр. Креативлă пулни хăш-пӗр ыйтусене çăмăллăн татса пама пулăшӗ.

ТАРАСА 23.IX-22.X

Информаципе (отчет, статистика, тӗпчевсем) ӗçлекенсен харпăр тупăша ӳстерме шанăç пулать. Коммуникативлă пултарулăх чакнипе çакăнпа çыхăннă ӗçсем ăнсах пымӗç. Çак тапхăрта командировкăсене час-час кайма тивӗ. Кивçен ыйтаççӗ пулсан - парăр. Канмаллисенче тăвансем килме пултараççӗ, хатӗрленӗр.

СКОРПИОН 23.X-21.XI

Хăвăра кăмăлăра кура туятăр, çавăнпа та савăнма пӗлӗр. Харпăр сăн-сăпата тимлӗх уйăрмалла, хăшӗсене косметолог пулăшăвӗ кирлӗ пулӗ. Ку эрнере наркăмăшланас инкек пур, çавăнпа ӗçкӗ-çикӗсене ан çӳрӗр, эмелсемпе те асăрхануллăрах пулăр. Ку эрнере кӗтмен тупăш тума е лотерейăпа выляса илме шанăç пур.

УХĂÇĂ 22.XI-21.XII

Ку эрнере канма кайма аван. Творчествăпа ӗçлекенсен хавхалану ӳсет. Хăвăра хăвăр хуçа пулманнипе ӗçре çитӗнӳ тума, тӗллевсене пурнăçлама йывăртарах пулӗ. Сывлăх аптратма пуçласан, тӳрех тухтăр патне кайма тăрăшăр. Килте ӗç мăй таран, çапах йăлт ӗлкӗретӗр, канмаллисенче тăванăрсем килме пултараççӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I

Çак тапхăрта тахçанхи ӗçсене вӗçлеме пултаратăр. Пӗр-пӗр проект питӗ те тупăшлă пулӗ, çавăнпа хăюллăрах пулăр. Çав вăхăтрах çитӗнӳ тăвас тесе пит васкамалла мар, хăй еккипе пыччăр ӗçсем. Хут ӗçӗсенче тимлӗ пулăр, темиçе хутчен тӗрӗслеме ан ӳркенӗр. Юлташсемпе, мăшăрпа хирӗçесрен асăрханăр.

ШЫВТĂКАН 21.I- 19.II

Ку эрнере сывлăх малти вырăнта, тӗрӗс апатланма тăрăшăр, çуллă ан çийӗр. Ытларах уçăлса çӳреме тăрăшăр. Ӗмӗтсемпе плансем йăлтах карьерăпа тата ӗçпе çыхăннă. Ӗç укçине ӳстерме е преми пама пултараççӗ. Хăшӗсем тахçанхи савнипе тӗл пулӗç, çӗнӗрен юратса пăрахӗç.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Çак тапхăрта илӗртӳлӗх ӳснипе нумайăшӗ хăй çине пăхтарма пултарӗ, хăвăр çинчен пӗлтермешкӗн ăнăçлă тапхăр. Уйрăмах ку ӗçӗ сценăпа е обществăлла яваплăхпа çыхăннисене пырса тивет. Харпăр хăрушсăрлăхпа тимлӗ пулăр. Ют çӗршыва командировкăна кайни, çӗнӗ проект пуçлани тупăша ӳстерӗ. Юратнă çын хăй çинчен аса илтерӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: