Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çитесси – Сарă Йытă çулӗ: мӗн тăхăнмалла, мӗн çимелле?..

2018 çулхи февралӗн 16-мӗшӗнче Вутлă Автан хăйӗн тилхепине Сарă Йытта парать. Йытă вăл - чи ырă чунлă, тӗрӗслӗхе юратакан, хуçине чунтан парăннă чӗрчун, вăл яланах пулăшма хатӗр, йывăрлăхра хуть хăçан та тӗрев парать. Йытă чапшăн та, хăтлăхшăн та çунмасть. Астрологсем каланă тăрăх, 2018 çул 2017-мӗшпе танлаштарсан чылай лăпкăрах пулать. Юлашки...

2018 çулхи февралӗн 16-мӗшӗнче Вутлă Автан хăйӗн тилхепине Сарă Йытта парать. Йытă вăл - чи ырă чунлă, тӗрӗслӗхе юратакан, хуçине чунтан парăннă чӗрчун, вăл яланах пулăшма хатӗр, йывăрлăхра хуть хăçан та тӗрев парать. Йытă чапшăн та, хăтлăхшăн та çунмасть.

Астрологсем каланă тăрăх, 2018 çул 2017-мӗшпе танлаштарсан чылай лăпкăрах пулать. Юлашки темиçе йывăр çул хыççăн тинех мир тата килӗшӳлӗх хуçаланма пуçлать тӗнчере.

«Çӗнӗ çула мӗнле кӗтсе илетӗн, çулталăкӗпех çапла ирттерен», - текен каларăша пурте илтнех ӗнтӗ. Йытă çулӗ ăнăçлă ирттӗр тесен ăна мӗнле кӗтсе илме сӗнеççӗ-ха астрологсем? Чи малтанах, пӳрт-çурта ытлашши япаларан, çӳп-çапран лайăх тасатмалла - электронлă почтăри кирлӗ мар çырусем таран. Хăш-пӗр сӗтел-пукана урăх вырăна куçарса лартса çурт ăш-чикне улăштармалла. Паллах, çулталăк хуçин кӗлетки - Сарă Йытă (çемçе тетте-и, статуэтка-и, ӳкерчӗк-и) - çуртра пулмаллах. Йытă аш юратнине шута илсе, сӗтел çинче какайран хатӗрленӗ апат тӗп вырăнта пулмалла. Тӗпрен илсен, йытă апата тиркекен чӗрчун мар, мӗн сӗнеççӗ, çавна çиет.

Уяв каçӗ валли тумтире хамăр Çӗнӗ çултан мӗн кӗтнине шута илсе суйламалла: укçа-тенкӗ çителӗклӗ пултăр тесен - сарă, ылтăн тӗслӗ тум тăхăнмалла; сывлăх çирӗпрех пултăр тесен - хӗрлӗрех сарă; çемьери хутшăнусем çирӗпленччӗр тесен - хăмăр; Йытă çулӗнче çуралнисен вара симӗс тӗслӗ тум тăхăнмалла, вӗсене шăпах çак тӗс телей кӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев