Сувар

Çӳллӗ ту çинче хӗрӳ ăмăртусем иртӗç

Май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Автомотоспорт Федерацийӗ «Высокая Гора» автодрома «ралли-кросспа» кăсăкланакансене йыхравлать. Кăçал Тутарстан Раççей Чемпионачӗн 2-мӗш тапхăрӗнчи «Супер 1600», «Национальный» зачет ушкăнӗсене, Раççей кубокӗн 1-мӗш тапхăрӗнчи «Суперавто» ушкăнне , Раççейри Автомобильсен Федерацийӗн 2-мӗш тапхăрӗнчи «Д2Н» зачет ушкăнне йышăнать. Ăмăртусене хутшăнакан гонщиксен шучӗ пысăк пулать. Хальлӗхе Мускав облаçӗнчен, Тутар Ресбуликинчен,...

Май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Автомотоспорт Федерацийӗ «Высокая Гора» автодрома «ралли-кросспа» кăсăкланакансене йыхравлать. Кăçал Тутарстан Раççей Чемпионачӗн 2-мӗш тапхăрӗнчи «Супер 1600», «Национальный» зачет ушкăнӗсене, Раççей кубокӗн 1-мӗш тапхăрӗнчи «Суперавто» ушкăнне , Раççейри Автомобильсен Федерацийӗн 2-мӗш тапхăрӗнчи «Д2Н» зачет ушкăнне йышăнать.

Ăмăртусене хутшăнакан гонщиксен шучӗ пысăк пулать. Хальлӗхе Мускав облаçӗнчен, Тутар Ресбуликинчен, Самара,Тольятти, Саратов, Ульяновск, Калуга, Смоленск, Воронеж, Екатеринбург, Ижевск, Нарофоминск, Шупашкар, Йошкар-Ола, Тверь, Рязань, Ярославль тата ытти хуласенчен 50 ытла пилот пулни паллă. Вӗсен шутӗнче спорт маcтерӗсем те, пӗрремӗш хут хутшăнакансем те, чемпионатсенчи призерсем те пулаççӗ.

Ăмăртусенчен чи пысăкки «Национальный» ятлă ушкăнра пулать. Унта хăйсен каварлăхӗсемпе хăйсен сюрпризӗсем пулаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: