Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çăлтăрсем мӗскер калаççӗ

ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта сире тем пек тарăх- тарсан та хăвăра алăра тытма тăрăшăр, çынсемпе вашават пулăр. Туйăмсене ирӗке ярсан йывăрлăхсем сик- се тухӗç. Декабрь пуçламăшӗнчи ӗçлӗ çулçӳревсем ăнаççӗ, отпуск та лайăх иртет. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере малашнехи плансене ту- малла, пурнăçланас шанчăк пысăк. Укçа-тенкӗпе çыхăннă...

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак тапхăрта сире тем пек тарăх-
тарсан та хăвăра алăра тытма
тăрăшăр, çынсемпе вашават пулăр.
Туйăмсене ирӗке ярсан йывăрлăхсем сик-
се тухӗç. Декабрь пуçламăшӗнчи ӗçлӗ
çулçӳревсем ăнаççӗ, отпуск та лайăх иртет.


ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере малашнехи плансене ту-
малла, пурнăçланас шанчăк пысăк.
Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсене вара
пуçламалла мар, усси пулмӗ. Пулăшу ыйта-
кансемпе тимлӗ пулăр, пулăшсан хăвăра та
кайран йывăрлăхра хăвармӗç.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Чун каниччен хăвăра савăнтар-
ма пултаратăр. Кирлӗ ӗçсене кая
хăварса çи-пуçа, сăн-пите илемлет-
се улăштарассипе аппаланăр. Ку кӗркуннехи
сӳрӗклӗхе çӗнтерме пулăшӗ. Хăш-пӗрисем
юратса пăрахма пултараççӗ, çӗнӗ хутшăну-
сем вăй парӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку эрнене пур енчен те çăмăллат-
ма тăрăшмалла: ытлашши ӗçрен те,
апат-çимӗçрен те. Вăхăтлăха таврари çын-
сем çинчен манса пӗччен пулма тăрăшăр.
Сывлăхшăн канни усăллă пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Эсир çемйӗре çав тери кирлӗ,
çавăнпа та ку эрнере ытларах кил-
тисемпе пулма тăрăшăр. Сывлăхăра упрăр,
шăнса пăсăлас е гриппа чирлес хăрушлăх
пур. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатас
тесен парăм та памалла мар, кивçене те
кӗмелле мар.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Канма вăхăт çук. Çăлтăрсем сире
ку эрнере нумай ӗçлеме сӗнеççӗ.
Çак тапхăрта лартнă тӗллевсем малашлăхра
пурнăçланма пултараççӗ. Укçа кивçен па-
малла мар, ăна тавăрса памӗç. Килтисемпе
тимлӗрех пулăр, ӗç çинчен кăна шутланипе
çилленме пултарӗç.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрне мӗн-тӗр туянас енӗпе
ăнăçлă пулӗ, вак-тӗвекрен пуçласа
куçман пурлăх таранах. Çăлтăрсем
хăш-пӗрисен шăпаллă тӗлпулу пуласса сис-
тереççӗ. Анчах çӗнӗ çынна пит çывăха ярич-
чен лайăх тӗрӗслӗр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Декабрь пуçламăшӗ хăш-пӗрин-
шӗн йывăртарах пулӗ, уйрăмах
декабрӗн 5-6-мӗшӗсем. Ыйтусене пӗччен
татса параймасан хăюллăнах юлташăрсе-
не пулăшма ыйтăр. Эрне вӗçӗнче лару-тăру
майлашăнать. Кӗтмен хыпар илме пулта-
ратăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çитес эрне сирӗншӗн ăнăçлă пулӗ,
анчах куншăн пурте савăнмӗç - ăм-
санакансем тупăнӗç. Çавсемпе асăрханул-
лăрах пулăр. Килтисене, уйрăмах ачасене,
тимлӗхсӗр ан хăварăр. Канмаллисенче
хăнана чӗнме пултараççӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта арлă-арăмлисем хăй-
сен хутшăнăвӗсен çирӗплӗхне
тӗрӗслӗç. Ку эрнере пулса иртекен ӗçсем
мăшăрланăва çирӗплетме те, аркатма та пул-
тараççӗ. Сăмахсене шутласа калăр. Çăлтăрсем
парăма кӗресрен асăрхаттараççӗ, уйрăмах
тăвансенчен укçа ыйтмалла мар.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак кунсенче пурнăçăра тӗпрен
улăштаракан пулăм пулса иртме
пултарать. Хуть те мӗнле йышăнусене те
чӗре хушнипе мар, пуçпа шутласа тăвăр.
Сывлăхăра упрăр, уйрăмах чӗре чирӗпе
аптраканнисем. Пур-çукшăн пăшăрханмал-
ла мар.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку таранччен ӗç вырăнне улăштар-
ма шутласа тăнă пулсан, халӗ хăюл-
лăнах çак утăма тума пултаратăр. Йăлт йӗр-
келлӗ пулӗ. Спортпа аппаланакансен трени-
ровкăсене пăрахас килӗ - ан парăнăр! Вăл
халӗ сире пуринчен те кирлӗрех, кӗлеткене
тирпейре тытма кăна мар, сывлăхшăн та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев