Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнӗ çул сăввисем

МАРИНЕ ЧĂРĂШӖ Ян та ян паян шкулта, Çӗнӗ çул пырать кунта. Карталаннă ачасем - Вăйăсем выляç вӗсем! Тӗрлӗ-тӗрлӗ костюмпа, Пур пакша кунта, упа, Акăшпи те Кӗлпике, Юман-паттăр, Пӳрнеске. Тӗлӗнтермӗш пур вара - Икӗ чăрăш уявра! Пысăк чăрăш - варринче, Юнашар ав - Марине! Вăл та чăрăш, симӗсси, Пур енне кăнтать...

МАРИНЕ ЧĂРĂШӖ

Ян та ян паян шкулта,
Çӗнӗ çул пырать кунта.
Карталаннă ачасем -
Вăйăсем выляç вӗсем!

Тӗрлӗ-тӗрлӗ костюмпа,
Пур пакша кунта, упа,
Акăшпи те Кӗлпике,
Юман-паттăр, Пӳрнеске.

Тӗлӗнтермӗш пур вара -
Икӗ чăрăш уявра!
Пысăк чăрăш - варринче,
Юнашар ав - Марине!

Вăл та чăрăш, симӗсси,
Пур енне кăнтать лăсси.
Йăл çиçеççӗ теттесем -
Хӗрлисем те шуррисем…

ÇӖНӖ ÇУЛ ПАРНИ

Кивӗ çулăн вӗçӗнче
Пулчӗ Петӗршӗн парне.
Тӗлӗн класс тата тӗнче -
«Пиллӗк» çеç тупать тӗлне.

Дневникре пӗр паллă çеç,
«Тваттă» та пӗрре кӗмест.
Чăн маттур ача вăл теç,
Вӗренет, канма пӗлмест.

ПĂРАЛА

Эпир пӗчӗк пулнă чух,
Хатӗр ку чысраччӗ, ух!
Ăсталаттăмăр ансат,
Ярăнатпăр - çил асать.

Парăнатчӗ тăвайкки,
Никӗсре - хăма татки.
Пăр айра - анаталла,
Хăвалатпăр тăвăлла.

Çунашка та кирлӗ мар,
Пăрала çине çеç лар.
Йăлăнмасăр никама,
Йӳнӗ хатӗр - айăма.

ЙӖЛТӖРСЕМ

Пулса иртнӗччӗ ку пӗлтӗр,
Туянсаччӗ мăшăр йӗлтӗр.
Чӗнтӗм Игорь тусăма,
Сăрт çине эп ярăнма.

Сăрчӗ пулчӗ чăнкă питӗ,
Çав-çавах ман халăм çитӗ.
Çитеймест иккен ăсталăх,
Пӗр самант - айра хăвалăх.

Эп выртатăп юр çинче,
Тăватă йӗлтӗр çумӗнче.
Мӗншӗн йӗлтӗр нумайланнă?
Çурмалла вӗсем пайланнă.

ШЫВ ШУРИ
Вӗçсе пыратăп эп пăр тăрăх,
Çил шăхăрать хăлхасенче.
Хӗл варринче те маншăн шăрăх,
Тар пухăнать тумтир çинче.

Сасартăк пăрӗ шăтăрт! турӗ,
Самант - тăратăп эп шывра.
Юрать-ха, пулаймарӗ тарăн,
Пӗр ӳкӗнӳ çеç ăшăмра.

ТАНТĂШСЕМ

Танюкпа шкула чупатпăр,
Эпир иккӗн ирсерен.
Пӗр-пӗрне паллаштаратпăр,
Кил ӗçне йăлт çӗнӗрен.

Урокра та тупăшатпăр,
Аванрах вӗреннипе.
Кăмăлтан-çке мухтанатпăр,
Лайăх паллă илнипе.


ЮР ТАСАТАТĂП

Вӗçтерет паян ирех -
Кăтартасшăн хӗл хăйне.
Маншăн сивӗ мар пӗрех,
Тасатап куллен юрне.

Çутçанталăк шеллемест,
Тăкăнать юр пӗлӗтрен.
Тасатма ăна тивет,
Çӗнӗрен те çӗнӗрен,

Тӗттӗмле куллен тăрап -
Эп килте асли пӗччен.
Картишне хырса тухап,
Шкулалла чуптариччен.

КАМПУР
Манăн ăслă йытă пур,
Ячӗ те хитре -
Кампур.
Кам та кам кӗç килессе,
Систерет ялан вӗрсе!

Çăраççи те кирлӗ мар -
Ун сасси каять ян-ян.
Юрататăп йыттăма,
Çывăх тусăм вăл кăна.

ПĂШИ
Вăрмана пӗрре кайсан,
Хӗллехи уяр кунра.
Эп хăранăччӗ чунтан,
Аташсассăн чăтлăхра.

Йӗлтӗрпе пырап юхса -
Шатăртатрӗ тем çумра.
Чун çухалнăччӗ тарса,
Тупана çитсе тăрса.

«Ахăр самана ку-ши?» -
Шухăш вӗçнӗччӗ пуçра.
Асăрхарăм кӗç - пăши
Çӗмӗрет-мӗн чăтлăхра.

ХӖЛ МУЧИ ĂÇТАН СИСЕТ?
Вăрттăн аннене каларăм:
«Чăрăш капăрлатаймарăм».
Ирхине пăхап - çиçет,
Хӗл Мучи ăçтан сисет?
Шăллăма та вӗрентетӗп
Шăллăм манăн пиллӗкре,
Шутласа çитет çӗре.
«Çӗн çулта пӗрле вулар» -
Парнелеп ăна букварь.


ÇӖНӖ ÇУЛ УЯВӖНЧЕ

Çӗнӗ çул уявӗнче,
Хусан хулин варринче
Пухăнтăмăр юлташсем -
Пурте чăваш ачисем.

Сăвăсем кала-кала
Вӗренетпӗр чăвашла,
Хамăр тăван чӗлхене
Çук, манмастпăр ӗмӗрне!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев