Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнӗ çул уявне хутшăнчӗç

Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Новый век» телеканалта «Жырлыйк элэ» Çӗнӗ çул шоуне ӳкерчӗç. Унта Тутарстанри халăхсен Ассамблейин наципе культура автономийӗсем хутшăнчӗç. «Жырлыйк элэ» караоке-шоу наци телевиденийӗн историйӗнче чи ăнăçлă проект пулса тăчӗ. Тутарстансем ăна кӗтеççӗ, юратаççӗ. Ăна паян халăх кăларăмӗ теме те пулать. Куракансем тутарсен классика пулса тăнă юррисене кăна мар, хальхисене...

Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Новый век» телеканалта «Жырлыйк элэ» Çӗнӗ çул шоуне ӳкерчӗç. Унта Тутарстанри халăхсен Ассамблейин наципе культура автономийӗсем хутшăнчӗç. «Жырлыйк элэ» караоке-шоу наци телевиденийӗн историйӗнче чи ăнăçлă проект пулса тăчӗ. Тутарстансем ăна кӗтеççӗ, юратаççӗ. Ăна паян халăх кăларăмӗ теме те пулать. Куракансем тутарсен классика пулса тăнă юррисене кăна мар, хальхисене те итлеме пултараççӗ. Ку хутӗнче программа хăнисем Хусанти Туслăх Çурчӗн сотрудникӗсем тата артистсем - Рафина Камалова, Вадим Захаров, Эльвира Галимарданова пулчӗç. Вӗсем юрăсене палласа илсе очкосем пухрӗç. Тӗрлӗ диаспорăсен представителӗсем вара вӗсемпе пӗрле караокепе юрларӗç. Шоуна «Раççей чăваш пики», «Татар кызы», «Красна девица», «Питрау гузэле» илем конкурсӗсене хутшăннă пикесем те пычӗç, тӗрӗссипе, телеканал вӗсене ятарласах чӗннӗ. Пирӗн хӗрсем Ксения Романовăпа Марина Кудряшова яланхи пекех хăйсене питӗ те тивӗçлӗ тытрӗç. «Раççей чăваш пики-2016» Ксения Романова куракансене Çӗнӗ çулпа чăвашла саламларӗ, Марина Кудряшова вара акапелло майӗпе юрласа пачӗ.
- ТНВ шоуна ӳкернӗ çӗре наципе культура автономийӗсене хутшăнтарни питӗ те тӗрӗс. Малтанласа кăларăм тутарсемшӗн кăна пулнă. Халӗ вара ытти халăх çыннисене пуçтарса вӗсем, ман шутпа, телеканал илӗртӳлӗхне ӳстерчӗç кăна. Малашне те пирӗн çакăн пек проектсене чӗнессе шанас килет. Хамăр халăха Çӗнӗ çулпа телевидени урлă саламлама май пулни çав тери лайăх. Халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетекен проект вăл. Паянхи куншăн ку чи кирли, малашне çакăн пек проектсем йышлансах пыччăр, - терӗ «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев