Сувар

Çӗнӗ çула мӗн тăхăнмалла?

Çӗнӗ çула мӗн çулталăкӗ пулнине кура тум суйласан, сӗтел çине вăл кăмăллакан апат-çимӗç лартсан кил-çуртра çулталăкӗпех ăнăçу пулать теççӗ. 2017 çул Автан çулӗ, вăл вара вут-çулăм стихийине аса илтерекен тӗссене кăмăллать. Астрологсем кăçал Çӗнӗ çула хӗрлӗ, хăмăр, ылтăн, сарă, хӗрлӗрех сарă (оранжевый), хӗп-хӗрлӗ (алый), тӗксӗм хӗрлӗ (бордовый) тӗслӗ тум тăхăнма...

Çӗнӗ çула мӗн çулталăкӗ пулнине кура тум суйласан, сӗтел çине вăл кăмăллакан апат-çимӗç лартсан кил-çуртра çулталăкӗпех ăнăçу пулать теççӗ. 2017 çул Автан çулӗ, вăл вара вут-çулăм стихийине аса илтерекен тӗссене кăмăллать. Астрологсем кăçал Çӗнӗ çула хӗрлӗ, хăмăр, ылтăн, сарă, хӗрлӗрех сарă (оранжевый), хӗп-хӗрлӗ (алый), тӗксӗм хӗрлӗ (бордовый) тӗслӗ тум тăхăнма сӗнеççӗ.

Вут тӗслӗ тум Автана илӗртет, çакăн пек çынсене вăл асăрхамасăр хăвармасть, 2017 çулта телей кӳрет. Автана çаплах симӗс, кăвакрах симӗс (бирюзовый), кăвак тӗссем те савăнтараççӗ. Мӗнле тӗс суйласси çулталăкран мӗн кӗтнипе те çыхăннă.

1.Укçа-тенкӗллӗ пулма, çемьене çӗнӗ кайăк иленессе ӗмӗтленекенсене хӗрлӗ тум суйлама сӗнеççӗ.

2. Çемье çавăрас, юратăва тӗл пулас тесен кăвак тӗс çинче чарăнмалла.

3. Укçа-тенке сарă тата ылтăн тӗссем илӗртеççӗ. Сарăпа кăвак тӗс тăхăнсан 2017 çулта укçа-тенкӗ кӗрес шанăç темиçе хут ӳсет.

Астрологсем çулталăкри тӗп уява йăлтăр-ялтăр тӗслӗ тумпа кӗтме сӗнмеççӗ, мӗншӗн тесен Автан кӗвӗçекен чӗрчун, конкурента чăтма пултараймасть.

Хӗрарăмсен мӗнле тӗслӗ тум суйлассипе йывăрлăх çук-ха, арçынсен мӗн тумалла? Вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тум тăхăнмаççӗ-çке. Тӗрӗссипе, Автан вӗсенчен çакна кӗтмест те, çавăнпа арçынсем çăмăллăнах тӗттӗм тӗслӗ костюмпа Çӗнӗ çул кӗтме пултараççӗ. Анчах та мода хыççăн кайса кӗпе çухине тăратмалла мар, çакна Автан конкурент пек йышăнать. Хӗрарăмсене пулăшать пулсан, арçынсене пӗр çăмăллăх та памасть.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: