Сувар

Çӗнӗ çула мӗнле кӗтсе илетӗн – çапла иртет

*Çӗнӗ çула чылай маларах хатӗрленме тытăнмалла. Пӗрремӗш утăм - çурт-йӗре тирпейлесси. Автан - тирпейлӗ кайăк-кӗшӗк. Ваннă-çӗмрӗлнӗ, çурăлнă савăт-сапана юратмасть, апла кун пеккисене пӗр шеллемесӗр кăларса пăрахмалла, унсăрăн килес çул ăнăçу пулмасть. Ан манăр, кил-çурта декабрӗн 31-мӗшӗччен тирпейлемелле. Çав кун питӗ хытă ывăнсан çулталăк йывăра килет. *Пурнăçра мӗн-тӗр çӗнни пултăр тесен...

*Çӗнӗ çула чылай маларах хатӗрленме тытăнмалла. Пӗрремӗш утăм - çурт-йӗре тирпейлесси. Автан - тирпейлӗ кайăк-кӗшӗк. Ваннă-çӗмрӗлнӗ, çурăлнă савăт-сапана юратмасть, апла кун пеккисене пӗр шеллемесӗр кăларса пăрахмалла, унсăрăн килес çул ăнăçу пулмасть. Ан манăр, кил-çурта декабрӗн 31-мӗшӗччен тирпейлемелле. Çав кун питӗ хытă ывăнсан çулталăк йывăра килет.
*Пурнăçра мӗн-тӗр çӗнни пултăр тесен уяв умӗн пӗр кун маларах хваттер, çурт-йӗр ăшне улăштармалла: сӗтел-пукана куçармалла е çӗннипе улăштармалла. Çӗнӗ сӗтел-пукан илме май çук-тăк, сӗтел çитти, салфетка та пулсан туянмаллах.
*Çӗнӗ çул каç хăна пуçтаракансене Автан çулталăкӗнче ăнать. Юта хăнана каякансем вара кил хуçисем валли лайăх парне туянма укçана шеллемелле мар, хуçана савăнтармасан çука юлма пулать. Асра тытăр, Автан кирлӗ япаласем парнеленине кăна юратать.
*Çулталăк укçа-тенкӗллӗ пултăр тесен Елка çине хут укçа мӗн чуль нумайрах çакатăр çавăн чуль лайăхрах.
*Декабрӗн 31-мӗшӗнче Елка теттине ăнсăртран çӗмӗрсен - çитес çул кӗтмен çӗртен укçа илетӗр. Енчен те чей курки е турилк­ке çӗмрӗлчӗ-тӗк - туя чӗнессе кӗтӗр. Çӗнӗ çул каç кам та пулсан хӗвелçаврăнăшпа сăйларӗ-тӗк, çитес çул лайăххи кăна пулать.
*Çӗнӗ çул каç кӗсьере мӗн чухлӗ те пулсан укçа пулмаллах, вăл 2017 çулта укçа-тенке киле илӗртет. Çӗнӗ çула пушă кӗсьепе кӗтсе илмеççӗ - çитес çул укçасăр нуша куратăр.
*Çӗнӗ çул умӗн мӗнпур парăма тӳлесе тат­малла, çитес çул парăмсăр иртет.
*Çӗнӗ çул умӗн никама та укçа кăна мар, вак-тӗвек япала та кивçен пама юрамасть - хăвăр аллăрпа телейӗре валеçетӗр.
*Курант сасси янăранă чух шампански бокалне маларах лайăх çуса тасатнă тимӗр укçа хумалла. Шампанские ӗçсе ямалла та укçине енчӗке хумалла, тустармасăр çулталăк упрамалла. Вăл Автан çулӗнче укçа-тенкӗ енчен тăнăçлăх кӳрет.
*Çӗнӗ çула кӗтсе илеймесӗр ăнсăртран çывăрса каякансене те çитес çул телей кӗтет.
*Çӗнӗ çула палăртнă плансене никама та калама юрамасть.
*Çӗнӗ çул умӗн татăлнă тӳмене çӗлесе хума та, пушмака юсама пама та юрамасть - çулталăкӗпех çӗнӗ япала туянаймастăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: