Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗнтерме вăй та, хăват та пур

(Ирина Трифонова). Апрелӗн 7-8-мӗшӗсенче Хусанти «Ак Барс» Кӗрешӳ керменӗнче каратэпе «Ак Барс Кубокӗ» Пӗтӗм Раççейри ăмăртусем пулаççӗ. Ăна ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерстви, ТР Çамрăксен правительстви, РСБИн регионри уйрăмӗ пулăшнипе Тутарстан Республикин каратэпе федерацийӗ йӗркеленӗ. Кăçал вăл республикăра 7-мӗш хут иртет. Кун пирки «Татар-информ» ИАра пулнă пресс-конференцире ТР каратэ...

(Ирина Трифонова). Апрелӗн 7-8-мӗшӗсенче Хусанти «Ак Барс» Кӗрешӳ керменӗнче каратэпе «Ак Барс Кубокӗ» Пӗтӗм Раççейри ăмăртусем пулаççӗ. Ăна ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерстви, ТР Çамрăксен правительстви, РСБИн регионри уйрăмӗ пулăшнипе Тутарстан Республикин каратэпе федерацийӗ йӗркеленӗ. Кăçал вăл республикăра 7-мӗш хут иртет. Кун пирки «Татар-информ» ИАра пулнă пресс-конференцире ТР каратэ федерацийӗн президенчӗ, аслă категориллӗ тренер тата вӗрентекен Искандер Шагин пӗлтерчӗ.

Журналистсемпе тӗлпулăва ТР обществăлла ӗçченӗсен союзӗн президиум председателӗ, РСБИ филиалӗн ӗçтăвком комитечӗн ертӳçи Александр Даренков, каратэпе «Ак Барс Кубокӗ» ăмăртусен призерӗ, икӗ хутчен чемпионӗ, РФ каратэ сборнăйӗн пайташӗ Марат Ахатов, каратэпе «Ак Барс Кубокӗ» ăмăртусен темиçе хутчен чемпионки Алина Шишканова хутшăнчӗç.

Искандер Шагин пӗлтернӗ тăрăх, каратэпе Пӗтӗм Раççейри ăмăртусене хутшăнма 35 Раççей регионӗнчен тата Казахстанран пурӗ 1800 заявка килнӗ. Иртнӗ çулта 1500 пулнă.

  • Çулран-çул каратэпе интересленекенсем йышланса пыраççӗ. Çавна май ăмăрту патне те интерес ӳсет. Ăнсăртран пулакан сăлтавсене шута илсен, кăçалхи турнира 1600 çынран кая мар пуçтарăнмалла. Ку-ха спортсменсем кăна, тренерсен йышне, ашшӗ-амăшӗсене шута илсен Хусана самай хăна килмелле, - терӗ федераци пуçлăхӗ.

Искандер Шагин палăртнă тăрăх, спортсменсемпе делегацисене хăна çурчӗсенче вырнаçтараççӗ. Ку ыйтăва ăмăртусем пуçланиччен самай маларах татса панă.

Хӗвел тухăç кӗрешӳ тӗсӗсем çав тери нумай, пӗлсе кайман çыншăн карате-сетокан та, шитоканӗ те, кекусинкай тата ытти те - пурте каратэ. Çак стильсене пӗрлештерес тесе ӗнтӗ Пӗтӗм тӗнчери Каратэ Федерацийӗ йӗркеленнӗ.

  • Каратэн ытти стилӗсем те аванах аталанса пыраççӗ. Çак тӗрлӗлӗхе пӗрлештерес тӗллевпе йӗркеленнӗ те тӗнче шайӗнчи федераци. Унăн ăмăртăвӗсенче спортсменсем самай çӳллӗ шайра хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççӗ. Ахальтен мар WKF (Пӗтӗм тӗнчери Каратэ Федерацийӗ) каратэне Олимпиадăна та кӗртнӗ. Акă мӗншӗн эпир ирттерекен «Ак Барс Кубокне» хапăл туса йышăнчӗç. Турнирта ытти çӗрти пекех спортсменсем кумите, ката енсемпе ăмăртӗç, - терӗ Марат Ахатов.

Каратэпе «Ак Барс Кубокӗ» Пӗтӗм Раççейри ăмăртусем уçăлнă кун Раççейпе Тутарстан сборнăйӗсен юлташла ăмăртăвӗ иртӗ - WKF-каратэн мӗнпур правилисене тӗпе хурса. Пӗлтӗр Тутарстан сборнăйӗ çӗнтернӗ. Алина Шишканова сăмахӗсемпе, тутарстансем кăçал та Кубока хăйсенчех хăварасшăн.

  • Пӗлтӗр тӗлпулу 2:1 шутпа вӗçленчӗ. Кăçал та çӗнтерме шутлатпăр. Уншăн пирӗн вăй та, хăват та, кăмăл та пур, - терӗ каратэ чемпионки. (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев