Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çӗр ӗçченӗн кăçал Май уявӗ пулмасть

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса пырать. Апла пулин те ку хăрушă мар, мӗншӗн тесен республика çуракине лайăх хатӗрленнӗ. Мӗслӗм, Сарман, Заинск, Нурлат районӗсенче, тӗслӗхрен, çурхи культурăсене акма та тухнă. Çураки ӗçӗсем республикăра май уявӗсенче пуçланассине пӗлтерчӗ. М.Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, республикăн уй-хирӗсенче кӗрхи...

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çуркунне кая юлса пырать. Апла пулин те ку хăрушă мар, мӗншӗн тесен республика çуракине лайăх хатӗрленнӗ. Мӗслӗм, Сарман, Заинск, Нурлат районӗсенче, тӗслӗхрен, çурхи культурăсене акма та тухнă. Çураки ӗçӗсем республикăра май уявӗсенче пуçланассине пӗлтерчӗ.

М.Ахметов пӗлтернӗ тăрăх, республикăн уй-хирӗсенче кӗрхи культура калчисем лайăх хӗл каçнă. Çӗрти нӳрӗк те хальлӗхе çителӗклӗ. Республикăри районсенчен çурри кӗрхи культурăсемпе нумай çул ӳсекен курăка апатлантарма тухнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев