Сувар

Çӗрӗ ятăмăр

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Сурхури - чăвашсен юратнă йăлисенчен пӗри. Ăна ӗлӗк раштав уйăхӗнче туса ирттернӗ. Хӗллехи вăрăм каçсен кичемлӗхне çапла майпа пусарнă. Тӗрлӗрен ăнлантараççӗ йăла-йӗркен ятне. Уйрăммăн çырсан «Сурхурие» хура (начарри, япăххи) çине сур тенӗ пек те, сурăх ури пек те ăнланма пулать. Ман шутпа, иккӗмӗшӗ тӗрӗсрех, ячӗ юмăç...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Сурхури - чăвашсен юратнă йăлисенчен пӗри. Ăна ӗлӗк раштав уйăхӗнче туса ирттернӗ. Хӗллехи вăрăм каçсен кичемлӗхне çапла майпа пусарнă. Тӗрлӗрен ăнлантараççӗ йăла-йӗркен ятне. Уйрăммăн çырсан «Сурхурие» хура (начарри, япăххи) çине сур тенӗ пек те, сурăх ури пек те ăнланма пулать. Ман шутпа, иккӗмӗшӗ тӗрӗсрех, ячӗ юмăç янисен пӗр тӗсӗнчен тухса кайма пултарнă - пулас мăшăр мӗнле пулассине пӗлес шутпа хӗрсем витене тухса сурăх урине тытнинчен. Шуррине тытрăн-тăк, упăшка сарă, хурине тытсан, пулас мăшăр хура каччă пулма пултарать. Хăш-пӗр çӗрте çак йăлана нартукан тесе те палăртаççӗ. Сурхури вăхăтӗнче юмăç янă. Уявччен виçӗ кун маларах икӗ хӗр ял çурчӗсене çаврăнса тухса хӗр çитӗнекен килсенчен салатпа кӗрпе пуçтарнă. Сăра вӗретсе пăтă пӗçерме. Пӗр-пӗр пушă çуртра кайран пăтă пӗçернӗ, каçпа вара унта çамрăксем пуçтарăннă.

Паянхи кун авалхи уявсен йăла пӗлтерӗшӗ çухалса пырать. Пирӗншӗн вăл ытларах наци культурин пайӗ пек интереслӗ. Çамрăксене те вӗсене тытса пыма ирӗксӗрлеме çук. Çапах та аслăраххисем авалхи йăла-йӗркесене çитӗнекен ăрăва парса хăварма майне шыраççӗ, фольклор шайӗнче те пулин.

Январӗн 12-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче «Салам» ансамбль Сурхури йӗркелесе ирттерчӗ. Авалхи йăла-йӗркен вăрттăнлăхӗсемпе «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗн яш-кӗрӗмне паллаштарчӗ. Аталансемсӗр пуçне мероприятие Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн ачисем те пынăччӗ. Паллах, ытларах çын килессе шаннăччӗ. Шел пулин те, ку енӗпе Хусан чăвашӗсем активлă мар, чăваша ăна килти ӗçсене пăрахса тухса кайма йывăртарах пулмалла. Тепӗр тесен, парне паракан çӗре халăх нумай пуçтарăнать.

Апла пулин те, пуçтарăннисен кăмăлӗ пӗрре те хуçăлмарӗ. Малтанласа сурхурие журналист куçӗпе пăхса кăна хак пама шутланăччӗ те. Хам та сисмерӗм, хутшăнакансен йышне кӗрсе кайрăм. Тӳрех калатăп, мероприяти çав тери ырă атмосферăра иртрӗ, Сурхури постановка е спектакль евӗр мар, чăн пурнăçри пек йӗркеленчӗ. Вăл çӗрӗ янипе пуçланчӗ. Çамрăксене малтан ырлăх-сывлăх сунса Лидия Ярослав кӗтсе илчӗ. Сурхури çинчен кӗскен каласа пачӗ. Вара çӗрӗ ярасси пуçланчӗ. Шывне те пӗр ахаль ăсса килме юрамасть иккен, хăйӗн йӗрки пур. Çак ӗçе «Салам» ансамблӗн ертӳçи Светлана Садыковăпа ТР ЧНКА ӗçтăвком председателӗн çамрăксен политикипе çумӗ Артем Носков пурнăçларӗç. Вăййа Светлана Вениаминовна хăйех ертсе пычӗ. Эпир пурте хамăрăн çӗрӗсене хывса кăкшăма ывăтрăмăр. Саламсем юрлама пуçларӗç, кашни сыпăк хыççăн кăкшăмран çӗрӗ туртса кăларчӗç. Йăла тăрăх, çӗрӗ хуçине юрăра мӗн çырнă - малашлăхра çавă кӗтет иккен. Чăвашсен авалхи юррисем философилле шухăшлă темелле, çамрăксемшӗн нумайăшӗ ăнланмаллах мар. Ваттисем çавсене тӗплӗн ăнлантарса пычӗç. Юрă кӗвви илемлӗ, саламсемпе пӗрле вӗсене хамăр та хавхалансах юрларăмăр.

Унтан çамрăк хӗрсем хăйсен шăпине пӗлес шутпа юмăç яма пуçларӗç. Çăматă та ывăтрӗç, çӗрӗ памалла та вылярӗç. Çак йăлапа çыхăннă апата та пӗçерме манман саламсем, пăрçа ăшаласа, йăва пӗçерсе килнӗ. Кучченеç пурне те килӗшрӗ. Сурхури пӗрле чей ӗçнипе, ăна кашни çул ирттерме калаçса татăлнипе вӗçленчӗ. Çак мероприятирен çамрăксен халăхăмăрăн культури патне чӗрӗ интерес пурри палăрчӗ. Пысăк тав «Салам» ансамбле çакăн пек лайăх мероприяти йӗркеленӗшӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: