Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çтерлӗке кӗçех Атăлтах тытма пулӗ

(Ирина Трифонова) Пулăçсен савăнмалли сăлтав ӳсет. Нумай та вăхăт иртмӗ Атăлтах çтерлӗк (стерлядь) пуллине тытма пулӗ. Çапла шантарать Тутарстанри Лайăш районӗнче тин кăна уçăлнă «Биосфера - Фиш» тулли мар яваплăхлă организацин учредителӗ Владимир Малыгин. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Хусантан инçех мар вырнаçнă Лайăшра çӗнӗ проект хута кайрӗ. Унта пулă ӗрчетессипе хуçалăх комплексӗн...

(Ирина Трифонова) Пулăçсен савăнмалли сăлтав ӳсет. Нумай та вăхăт иртмӗ Атăлтах çтерлӗк (стерлядь) пуллине тытма пулӗ. Çапла шантарать Тутарстанри Лайăш районӗнче тин кăна уçăлнă «Биосфера - Фиш» тулли мар яваплăхлă организацин учредителӗ Владимир Малыгин.

Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Хусантан инçех мар вырнаçнă Лайăшра çӗнӗ проект хута кайрӗ. Унта пулă ӗрчетессипе хуçалăх комплексӗн строительстви пуçланчӗ. Йăлтах йӗркеллӗ пулсан, кӗçех çулсерен унта 5 миллион штук çтерлӗк ӗрчетсе илме тивӗç.

Çак тӗллевпе Тутарстана Пулă тытассипе федераллă агентствăн ертӳçин çумӗ Василий Соколов, РФ ял хуçалăх министрӗн пулă тытассипе канашçи Владимир Измайлов килсе çитрӗç. Республика енчен ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов, ТР экономика министерствин, ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин тата ытти чиновниксем хутшăнчӗç.

«Çулталăк каялла ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Атăлçипе Кама регионне пулăпа пуянлатасси пирки задача лартнăччӗ. Эпир çак идейăна пурнăçлама йышăнтăмăр, завод строительствине пуçартăмăр. Проект ăнăçлă пуласса шанатăп, тепӗр 5-6 çултан осетр тӗсне кӗрекен пулăсене Атăлтах тытма пуçлăпăр», - терӗ Владимир Малыгин.

Василий Соколов Тутарстан ку ӗçе мӗнпур яваплăхпа тытăннине ырларӗ. Ун сăмахӗсемпе, халиччен ку енӗпе палăрман регион çӗнӗ проекта тӗплӗ хатӗрленӗ, республика влаçӗсен сӗнӗвӗпе харпăр бизнес килӗшнине те мухтамасăр хăвармарӗ Мускав çынни. «Шанатăп, кӗçех «Тутарстанра туса кăларнă» ятпа пулă продукцийӗ рыноксене тухӗ», - вӗçлерӗ сăмахне Соколов.

ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов хăй енчен проекта пур енлӗн пулăшупа тивӗçтерессине шантарчӗ.

Строительство ӗçӗсен пӗрремӗш черетне 2018 çулти иккӗмӗш кварталта вӗçлеме палăртнă. Çак вăхăтрах çтерлӗк вăлчине пулса çитме сапма хатӗрленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев