Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çулсем хӗллене хатӗр

Тутарстанри федераллă, регион тата муниципаллă шайри çулсене хӗллехи вăхăта пӗтӗмпех хатӗрлесе çитернӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче ноябрӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ брифингра ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министрӗ Ленар Сафин пӗлтерчӗ. Министр сăмахӗсемпе, тӗп подряд организацийӗсем патшалăх контракчӗсене вăрăм вăхăта çирӗплетнӗ: регион шайӗнчи çулсемпе 3 çуллăха, федераллă çулсемпе 5,5 çуллăха. Ку...

Тутарстанри федераллă, регион тата муниципаллă шайри çулсене хӗллехи вăхăта пӗтӗмпех хатӗрлесе çитернӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче ноябрӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ брифингра ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министрӗ Ленар Сафин пӗлтерчӗ. Министр сăмахӗсемпе, тӗп подряд организацийӗсем патшалăх контракчӗсене вăрăм вăхăта çирӗплетнӗ: регион шайӗнчи çулсемпе 3 çуллăха, федераллă çулсемпе 5,5 çуллăха. Ку подрядчиксене мӗнпур ӗçсене вăхăтлă пурнăçлама май парать, хӗллехи тапхăр пирки каласан -пăра ирӗлтерекен материалсене маларах туянма тата транспорт паркне вăхăтлă çӗнетме. Çулсене хӗллехи вăхăтра тытса тăрасси çăмăл мар, кунта опыт кирлӗ. Тутарстанра паллă подряд организацийӗсен шутне «Татавтодор» УАО, «Татнефтедор» тулли мар яваплăхлă общество, «Алексеевскдорстрой» УАО тата «Каздорстрой» УАО кӗреççӗ. Вӗсен кăтартăвӗсемпе çулсем хӗллехи вăхăта 100 проценчӗпех хатӗр. Кӗркунне вăхăтӗнче автотрассăсем çинчи шăтăк-путăксене юсанă, çул хӗррисене тирпейленӗ, ас­фальт­сăр çулсене тикӗсленӗ, пăр ытларах шăнакан хăрушă çул участокӗсене палăртас тӗллевпе вăхăтлăха 1204 штук «Пăрлак çул» паллă вырнаçтарнă тата ытти ӗçсене тунă.
Пăртан сыхлакан материалсене те çителӗклӗ хатӗрленӗ: федераллă тата регион шайӗнчи çулсене пăхса тăма 52 базăра пӗтӗмпе тăвар - 12 пин тонна, хăйăрпа тăвар хутăшӗ - 387 пин тонна. Ятарлă техника валли 67 ăшă стоянка, дежурнăйсем валли тата рабочисене канмашкăн 59 пункт йӗркеленӗ.
Хӗллехи вăхăтра чи хăрушши - çанталăк кӗтмен çӗртен улшăнни. Чи пысăк инкек - пăрлă çумăр. Нумай пулмасть кăна-ха чăтса ирттертӗмӗр. Ун чухне васкавлă майпа федераллă, регионри çулсене хупрӗç. «Кун пек чухне çула тухмалла мар, авари пулас хăрушлăх ӳссе каять. Çавăнпа тем пек каймалла пулсан та килте ларса ирттермелле. Паллах, çанталăк пăсăличчен çула тухнисене трасса çинчен илме çук. Çавăнпа та пирӗн метеостанцисем радиоканалсем урлă водительсемпе çыхăнса асăрхануллă пулма, çул çинчи кану вырăнӗсенче çанталăка ирттерсе яма ыйтаççӗ. Тата çул çинчи лару-тăрупа маларах паллашма сӗнетпӗр, пирӗн сайт­ра онлайн-режимпа трассăсен кашни участокне кӗрсе пăхма пулать», - терӗ Ленар Сафин.
Республикăра ку енӗпе пурӗ 26 метеостанци ӗçлет. Юр тасатакан техника пирки калас пулсан, вӗсем пурӗ 1077 единица, çавсенчен 392-шӗ комбинациллӗ çул-йӗр машини, 106 ротор, 136 автогрейдер, тепӗр 500-шӗ экскаваторсем, бульдозерсем, тракторсем. Унсăр пуçне кăçал 46 çӗнӗ техника туяннă. Пурне те ГЛОНАСС системипе çыхăнтарнă.
Тутарстанри автоçулсен пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗ 38 пин те 111 километрпа танлашать, вӗсенчен 1064 километрӗ федераллă пӗлтерӗшлӗ, 13380 километрӗ - регион, 23667 километрӗ вырăнти пӗлтерӗшлӗ. Вӗсене тытса тăрасси çулталăкне 3,5 миллиард тенке ларать, çав шутран 60 проценчӗ хӗллехи вăхăта тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев