Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çулталăк – çур талăк

Иртнӗ çула пӗтӗмлетсе Тутарстанри чăвашсен общество пурнăçне те палăртмасăр иртме çук. Вăхăт сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ пулин те Асра юлмалли пулăмсем сахал пулмарӗç 2016 çулта. Тӗп самантсене асăнса хăварар. Çулталăк улшăнăвӗ Кунта, паллах, Автономин отчетпа суйлав конференцийӗнче ЧНКА Канашӗн председательне делегатсем пӗр саслăн пулса ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Д.А.Самаренкина суйланине кӗртмелле....

Иртнӗ çула пӗтӗмлетсе Тутарстанри чăвашсен общество пурнăçне те палăртмасăр иртме çук. Вăхăт сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ пулин те Асра юлмалли пулăмсем сахал пулмарӗç 2016 çулта. Тӗп самантсене асăнса хăварар.

Çулталăк улшăнăвӗ

Кунта, паллах, Автономин отчетпа суйлав конференцийӗнче ЧНКА Канашӗн председательне делегатсем пӗр саслăн пулса ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Д.А.Самаренкина суйланине кӗртмелле. Çак хевтелӗ çынра нумайăшӗ пирӗн пӗрлхи ӗçӗн çутă пуласлăхне курасшăн, çав шутра ТР Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин та. Çулсерен Нурлатра иртекен Уявра та, асăннă Конференцире сăмах калнă май та, вăл республикăри чăвашсен общество пурнăçӗ çӳллӗ шая çӗкленнине палăртрӗ.

Çулталăк чыславӗ

Ӗлӗкрех П.Хусанкай ячӗллӗ «Чăваш халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» медале ЧНКА Канашӗ йышăннипе çулталăкне пӗрер çынна кăна паратчӗç пулсан, пӗлтӗр çак обществолла наградăна тивӗçнисем пӗр харăс тăваттăн пулчӗç: Н.Н.Сторожев (Алексеевски), В.А.Белов (Элмет), А.П.Молоствов (Аксу), В.А.Тимофеев (Теччӗ). Вӗсене ТР ЧНКА председателӗн должноçӗнчен каяс умӗн ЧР культура министрӗ К.Г.Яковлев парса хăварчӗ.

Çулталăк тӗлпулăвӗ

Вăл Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пулчӗ пулӗ. Халăхăн чун инженерӗсем - çыравçăсемпе поэтсем - март уйăхӗнче ТР ЧНКА çумӗнчи калем ăстисен Союзӗн ӗçӗ-хӗлне сӳтсе яврӗç, вӗсемпе пӗрле чăваш таврапӗлӳçисем те пулни форумăн ӗçне анлăлатса ячӗ. Çыравçăсем литература фончӗ йӗркелесе яма калаçса татăлчӗç. Ку енӗпе ӗçлемелли нумай.

Çулталăк çулçӳревӗ

Тутаратсан чăвашӗсен пысăк делегацийӗ июль уйăхӗнче Крымри «Акатуя» кайса килнине кӗртмелле-тӗр кунта. ТР ЧНКА Канашӗн членӗсем Краснодар крайӗнчи Фанагорияра Аслă Пăлхар патшалăхне никӗслекенсене халалланă барельефа уçнă çӗре хутшăннине те обществолла çулçӳревсен шутне кӗртер.

Çулталăк çитӗнӗвӗ

Март уйăхӗнче «Тутарстанри чăваш пики» ята çӗнсе илнӗ Çӗпрел хӗрӗ Ксения Романова декабрьте Шупашкарта иртнӗ «Раççей чăваш пики» конкурсра çӗнтерме пултарчӗ. Хӗрсен ăмăртăвӗ 6 сехете тăсăлнине пăхмасăрах 3-мӗш курс студенткин хастарлăхӗ, çепӗçлӗхӗ, илемӗ, ăс-хакăлӗ, тата, паллах, тӳсӗмлӗхӗ жюри пайташӗсене туллин тивӗçтернӗ пулмалла.

Çулталăк çитменлӗхӗ

ТР ЧНКА Конференцине малтан палăртнă пек апрель уйăхӗнче, унтан октябрь уйăхӗнче иртменни - К.Яковлев хăй вырăнне лартса хăварнă вăхăтлăх администрацин йӗркелӳ ӗçӗнчи пысăк çитменлӗх. Вăл ушкăн «Чи хитре чăваш ялӗ», «Чи лайăх чăваш шкулӗ» конкурссене пӗтӗмлетеймерӗ. Орден илме - малтан. Сиктӗрме ялӗнче Чăваш отличникӗсен слечӗ те пӗлтӗр, шел пулин те, иртмерӗ.

Çулталăк уявӗ

Пӗрремӗш вырăнсенче, паллах, Нурлатри «Уявпа» Элметри «Учук», Аксури «Чăваш шăпчăкӗ» тата Çӗпрелӗнчи «Акатуй» тăраççӗ. Анчах ытти районсем хăйсем тӗллӗн ирттернӗ праçниксене те айккинче хăварас килмест. Ку чухне Пăвари «Выля хут купăс», Чистайри «Юрла, ташла чăваш çынни!» фестивальсене уйрăммăн палăртмалла. Çапах кӗрхи тӗп чăваш уявӗ Хусанта иртрӗ. Ку вăл халиччен анлăн уявланман çăкăр-тăварлă «Кӗр сăри». Çӗнӗ праçнике йăлана кӗртес тӗллевпе 15 çул тултарнă «Хусан чăвашӗсем» ушкăн хăйӗн юбилейлă концертне те çак уяв шайӗнче ирттерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев