Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çулталăк кӗнеки

Николай Сорокинăн «Вечная Волга» виçӗ пайран тăракан романӗ чăваш литературине варкăш çил пек килсе кӗчӗ. Автор унта Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан чăваш хресченӗсен пурнăçне çутатса парать, 1907 çултан пуçласа 2007 çул таранччен. Роман пӗрремӗш страницăранах тыткăнлать, ăна вуласа пӗтермесӗр те алăран ярас килмест. Чăннипех те çапла. Чăваш литературинче тахçантанпах çакăн пек...

Николай Сорокинăн «Вечная Волга» виçӗ пайран тăракан романӗ чăваш литературине варкăш çил пек килсе кӗчӗ. Автор унта Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан чăваш хресченӗсен пурнăçне çутатса парать, 1907 çултан пуçласа 2007 çул таранччен. Роман пӗрремӗш страницăранах тыткăнлать, ăна вуласа пӗтермесӗр те алăран ярас килмест.

Чăннипех те çапла. Чăваш литературинче тахçантанпах çакăн пек сулмаклă хайлав пулманччӗ. Юлашки вăхăтра пӗр кунлăх калавсем çыракансем йышланса кайрӗç. Вулатăн та çийӗнчех манса каятăн, чуна та тивмест, пуçра та юлмасть. Авторсем ытларах сюжет йӗрне уçса пама тăрăшаççӗ. Сăнарсен психологине те, шухăш-туйăмне те уçса параймаççӗ, çак ене тӗкӗнсен те çиелтен, шаблонла каларăшсемпе çырса кăтартаççӗ. Хăш чухне çыравçă мӗн тӗллевпе çырнине тӗшмӗртсе аптратăн. Мӗн каласшăн пулнă вăл обществăна, халăха? Тӗслӗх парасшăн пулнă-и е асăрхаттарас тенӗ? Авторсен чухăн тавракурăмӗ те хайлава йӳнетет, шанмастăн кун пек калав-романсене. Диалогсем те айван пулса тухаççӗ - каллех шанмастăн. Чылайăшӗ «çырмалла вӗт, апла çырас» тесе çырнă пек туйăнать, теприсем шучӗшӗн хăваланă пек. Николай Сорокинăн романӗ урăх япала. Вулама пуçласанах хама çак шухăш çинче тытрăм: автор нушаланса çырман, калăн ун çине сăмах çумăрӗ çунă. Ун хайлавӗсенче чӗрӗлсе тăнă сăнарсем, тӗрӗсрех каласан, çывăх çыннисем çӳлтен каласа хавхалантарса тăнă пек. Автор сăнарсен характерне, психологине тарăн уçса панине кура пуçра вӗсен сăнӗсем çăмăллăнах калăпланаççӗ. Çутçанталăка та туллин сăнарлать вăл, вăрман кашланине, кайăксем чӗвӗлтетнине, курăк шăршине те туятăн, куратăн, илтетӗн. Пӗтӗмлетсе каласан, чăваш хресченӗн пурнăçӗпе кун-çулне туллин куратăн, историри трагедилле пулăмсем вӗсенче еплерех йӗр хăварнине тата мӗн витӗр тухма тивнине те. Паллах, хăш-пӗр вулакан унта çырнипе килӗшмессе те пултарать, сăмахран, коммунистсем хуçаланни пирки. Ман шутпа, ку тавлашмалли япала мар. Кашнин хăйӗн шухăшӗ. Ку романа пӗрре те йӳнетмест, авторăн хăй шухăшне сăнарсем урлă кăтартма ирӗк пур. Николай Михайловича теприсем романра трагеди çав тери нумай тесе айăплама пултарӗç. Ăна Раççей оппоненчӗ, американец тесе айăплакансем те пулнă. Ун сăмахӗсемпе, ку пачах та апла мар. Вăл тăван çӗршыва, халăха чунтан юратакан çын. Анчах Раççей çынни тӗлӗнмелле пуян та тулăх патшалăхра пурăнсах чухăн пурăнни ăна кулянтарать, тарăхтарать. Çак тӗрӗсмарлăха сирес тесен активлă пулса кӗрешмелле тет вăл. Алла хӗç-пăшал тытса революци тума чӗнмест, çук. Вăл обществăри юхан-сурансене тупма, влаçпа усă курса халăха хирӗçле ӗçсем тума чарма калать, хăрама пăрахса тӗрӗс пурăнма чӗнет.
Николай Сорокин хăй романне вырăсла çырнă. Паллах, вулакансен ăна чăвашла та вулас килет. Çавăнпа чă­вашла куçарма та шутланă. Хăй каланă тăрăх, роман ятне нумайччен шыранă, «Волга» тени тӳрех çуралнă, анчах мӗнле Атăл? Кунта нумайччен пуçне ватнă. Темиçе теçетке хут листи çырса пӗтернӗ хыççăн тинех «Вечная» сăмах килнӗ. Автор шучӗпе, унăн пӗлтерӗшӗ анлă. Пӗрремӗшӗнчен, хронологи енчен те вырăнлă, романри ӗçсем шăлт пӗр ӗмӗр тăршшӗне вырнаçаççӗ. Тепӗр енчен, этем ӗмӗрӗ кӗске, туслă та юратса пурăнас вырăнне хаклă вăхăта пӗр-пӗринпе харкашса, тем пайласа ирттеретпӗр, унтан та хăрушăрах - вăрçăсенче. Автор вара Атăлтан, çутçанталăкран вӗренесчӗ, вӗсен мăнаçлă танлăхне кура хамăрăн та чыслă пуласчӗ, илемлӗ пурăнасчӗ тет. Çын айванлăхӗ пирки тарăн кулянса çырать вăл.
Çак кунсенче Николай Сорокинăн романӗн чăвашла варианчӗн - «Аттеçӗм Атăл» хайлавăн хăтлавӗ пулчӗ. Малтанласа вăл декабрӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Наци библиотекинче, унтан декабрӗн 10-мӗшӗнче авторăн тăван ялӗнче Аслă Ăнăра пулчӗ.
Шупашкарти хăтлава илем­лӗ литературăна хак­лакансем - писательсемпе поэтсем, культурăпа искусство ӗçченӗсем, ас­лă шкулсен преподавателӗсемпе студенчӗсем пуç­тарăнчӗç. Мероприя­тие уçнă çӗре ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Константин Яков­лев килни хăтлав шайне ӳстерчӗ. Константин Геннадиевич Николай Сорокина чăваш халăхӗшӗн виçесӗр пысăк ӗç тунăшăн тав турӗ. Министр сăмахӗсемпе, чăваш литературинче чăваш халăхӗн XX-XXI ӗмӗрсенчи пурнăçне сăнлакан роман сахал, уйрăмах чăн пулни çинче никӗсленнисем.
Николай Сорокин виçӗ пайран тă­ра­кан романа мӗнле çырма пуçлани, шухăшӗ еплерех çурални пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ăна çырма вăл çур ӗмӗр каяллах шутланă, анчах 60 урлă каçсан тин ӗмӗтне пурнăçлама пултарнă. Хăйлава чăвашла куçарма Юрий Сементер сӗннине те палăртса хăварчӗ. Редакцие килсен кун пирки вăл хавхаланса калани халӗ те асра. «Тӗлӗнсе каймалла, анчах хамăн романа чăвашла вуласан кăна аннен чӗрӗ сассине илтрӗм», - тесе каланăччӗ вăл. Ак мӗнлерех вăл тăван чӗлхен вăйӗ. Романа куçаракансенчен пӗри Валерий Туркай та ăна пысăк хак панă, ун сăмахӗсемпе, Сорокинăн романӗ ӗмӗрлӗхе чăваш литературинче юлать, Никифор Мраньккан, Илпек Микулайӗн, Александр Талвирăн вилӗмсӗр хайлавӗсемпе юнашар. Пӗтӗмпе романа чăвашла куçарма виççӗн ӗçленӗ, иккӗшне асăнтăмăр, Римма Прокопьева, журналист тата писатель - виççӗмӗш.
Паллах, хăтлав, ытти мероприятисем пекех чăваш ташши-юррисӗр иртмерӗ. Хăнасене Чăваш патшалăхӗн симфонин академи капеллин солисчӗ Вячеслав Вахтеркин тата Хусантан ятарласа кайнă «Салам» юрă ансамблӗ савăнтарчӗç.
Тăван ялӗнче пулнă хăтлав та çӳллӗ шайра иртнӗ. Ентешӗсем Николай Сорокина чи хаклă хăна вырăнне хурса кӗтсе илнӗ. Кун пирки вăл питӗ те ăшшăн аса илсе каласа пачӗ. Тăван тăрăхӗнчен çакăн пек пултаруллă çыравçă тухни вӗсене, паллах, савăнтарать. Ялта пурăнакансен нумайăшӗн йăхӗ кӗнекере çырăнса юлнă-çке-ха. Паллах, ентешӗсем те парăмра юласшăн пулман. Вӗсем Аслă Ăнăра пуху ирттерсе постановлени те йышăннă. Унта вӗсем «Вечная Волга» тата «Аттеçӗм Атăл» романсене пысăк хак парса вӗсене Тутарстан Республикин Г.Тукай ячӗллӗ патшалăх премине пама ыйтса çырнă. Роман çак премие тивӗç пулнине хăйсен сăмахӗсемпе çирӗплетнӗ. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов патне те çак ыйтупа тухнă.
Тепӗр пысăк парне те тума шутланă аслăăнăсем. Теччӗ районӗн ӗçтăвкомне Аслă Ăнă ял хутлăхӗнчен Теччӗ хулин пӗр урамне «Вечная Волга» роман ятне пама ыйтса çыру çырнă. Ăна уçнă çӗре Николай Сорокина хăйне чӗнме сӗннӗ. Çакна пӗр саслăн пулса йышăннă.
Тӗрӗсех калаççӗ, ырă ӗç тепӗр ырă ӗç çуратать. Çак вăчăра нихăçан та ан татăлтăр. Чăвашсен пурнăçӗ илемлӗн малалла та сыпăнса пытăр. Николай Сорокина вара малашне те пире çӗнӗ романсемпе, повеçсемпе савăнтарма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев