Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çуратнă та пăрахнă

Çакăн пек преступление августăн 25-мӗшӗнче Хусан хулинче тунă. «Васкавлă пулăшăвăн» 6№ подстанцийӗ умне тин кăна çуратнă ачана пакетра килсе хунă. Çак факт енӗпе следовательсем уголовнăй ӗç пуçарнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пӗчӗк хӗрпӗрчи çут тӗнчене 2-3 сехет маларах кăна килнӗ пулнă-ха, çавăнпа кăвапине те касман. Амăшӗ шеллемен тесе те калама...

Çакăн пек преступление августăн 25-мӗшӗнче Хусан хулинче тунă. «Васкавлă пулăшăвăн» 6№ подстанцийӗ умне тин кăна çуратнă ачана пакетра килсе хунă. Çак факт енӗпе следовательсем уголовнăй ӗç пуçарнă.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пӗчӗк хӗрпӗрчи çут тӗнчене 2-3 сехет маларах кăна килнӗ пулнă-ха, çавăнпа кăвапине те касман. Амăшӗ шеллемен тесе те калама çук, вăл ачана хăмăр тӗслӗ мамăк шальпа чӗркенӗ. Ачана тӳрех ача çуратмалли çурта илсе çитернӗ, хальхи вăхăтра ачан пурнăçӗшӗн хăрушлăх çук.

Иртен-çӳренсем каланă тăрăх, пакета чечеклӗ вăрăм юбкăллă хӗрарăм килсе хунă. Хальхи вăхăтра следстви пырать.

ТР Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн материалӗсем тăрăх Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев