Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çуртсене октябрӗн 7-10-мӗшӗсенче ăшă параççӗ

Тутарстанра хутса ăшăтмалли сезон октябрӗн 7-10-мӗшӗсенче пуçланма пултарать тесе пӗлтернӗ паян «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Строительство министерствин ÇКХ программисене пурнăçа кӗртессипе ӗçлекен управлени ертӳçи Ильдус Насыров. Унăн сăмахӗсем тăрăх, çанталăк пилӗк кун +8 градусран ăшă мар тăрсан çуртсене ăшă яма пуçлаççӗ. Гисметео прогнозӗпе, çакăн пек температура октябрӗн 7-10-мӗшӗсенче кăна пулмалла-ха....

Тутарстанра хутса ăшăтмалли сезон октябрӗн 7-10-мӗшӗсенче пуçланма пултарать тесе пӗлтернӗ паян «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Строительство министерствин ÇКХ программисене пурнăçа кӗртессипе ӗçлекен управлени ертӳçи Ильдус Насыров.

Унăн сăмахӗсем тăрăх, çанталăк пилӗк кун +8 градусран ăшă мар тăрсан çуртсене ăшă яма пуçлаççӗ. Гисметео прогнозӗпе, çакăн пек температура октябрӗн 7-10-мӗшӗсенче кăна пулмалла-ха.

Хутса ăшăтмалли сезона хатӗрленмелли ӗçсене вара сентябрӗн 15-мӗшӗнче вӗçлеме тӗллев лартнă. Енчен те çанталăк тăрук сивӗтес пулсан шкулсемпе ача сачӗсене тата больницăсене ăшă пама та тытăнӗç. Тӗрӗссипе каласан, çак объектсене çуллен +8 градусран ăшăрах çанталăк тăрсан та маларах панă.

Пурăнмалли çуртри пӳлӗмсенче +18-24, туалетпа кухньăра +18-26, коридорсенче +12-22 градус ăшă тăни нормăран аннине пӗлтермест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев