Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Депутат чăвашсенчен тӗлӗннӗ

(Людмила Ильгузина) РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Хайруллин нумай пулмасть Анат Камăна ӗçлӗ визитпа кайсан 34-мӗш номерлӗ гимнази-интерната та çитсе курнă. 250 ача вӗренекен, Тутарстан Республикинчи пӗртен-пӗр чăваш гимназийӗпе депутат суйлав кампанийӗ вăхăтӗнчех интересленме пуçланă. Ун чухнех вăл çак вӗренӳ заведенийӗн ертӳçипе Галина Анатольевна Ляховăпа паллашнă. - Эпир, чăваш халăхӗ,...

(Людмила Ильгузина) РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Хайруллин нумай пулмасть Анат Камăна ӗçлӗ визитпа кайсан 34-мӗш номерлӗ гимнази-интерната та çитсе курнă.

250 ача вӗренекен, Тутарстан Республикинчи пӗртен-пӗр чăваш гимназийӗпе депутат суйлав кампанийӗ вăхăтӗнчех интересленме пуçланă. Ун чухнех вăл çак вӗренӳ заведенийӗн ертӳçипе Галина Анатольевна Ляховăпа паллашнă.

- Эпир, чăваш халăхӗ, Айрат Назиповича унăн ӗçӗнче яланах тӗрев парса тăнă, малашне те ăна пулăшсах тăрăпăр. Пире вăл пурнăç çине еплерех пăхни кăмăла каять. Эпир хамăр çинчен каласа парас, хамăр мӗнле пурăннине кăтартас терӗмӗр. Пӗлтӗрех палăртса хунă çак тӗлпулăва питӗ кӗтрӗмӗр эпир, - терӗ Галина Анатольевна.

Пӗрремӗш класра вӗренекенсем ăшшăн саламланă хыççăн А.Хайруллина вырсарни шкулӗнчен пуçланнă шкулăн историйӗпе паллаштарчӗç. Паянхи кун гимнази никӗсӗнче кунти чăвашсен пӗтӗм обществин тата театрăн ӗçӗ йӗркеленсе пыни пирки каласа пачӗç.

Шкул ачисемпе калаçнă май, депутат вӗсем тарăн пӗлӳ илнине çеç мар, хăйсен тăван чӗлхипе культурине питӗ тӗплӗн вӗреннине те курса ӗненчӗ. Палăртса хăварас пулать, гимнази этнокультура компоненчӗллӗ шкулсем валли хатӗрленӗ вӗренӳ планӗпе ӗçлет, Чăваш патшалăх университечӗпе тачă çыхăну тытать, республика шайӗнчи тата регионсен хушшинчи олимпиадăсене хутшăнса пысăк результатсем кăтартать, наукăпа тӗпчев ӗçӗ илсе пырать.

Педагогсем тата депутата шкулта çирӗпленнӗ ырă йăла - ачасем ашшӗ-амăшӗпе, вӗрентекенсемпе пӗрле идейăсен банкне пуçтарни пирки каласа пачӗç. Çав идейăсене пӗрле пурнăçа кӗртни кашнинех шкул пурнăçӗнче хăйне кирлӗ пек туйма май парать.

Айрат Назиповича гимназири Н.А.Атряскин ячӗллӗ музейри экспозицисемпе те паллаштарчӗç.

Патшалăх Думин депутачӗ пирӗн вăхăтра тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ паракан наци шкулӗн кирлӗлӗхне палăртрӗ. «Эсир хăвăр тăвакан ӗçе çав тери юратса, пысăк оптимизмпа пурнăçланинчен тӗлӗнетӗп. Маттурсем! Сирӗн хастарлăхăр çав тери савăнтарать», - тесе ырланă ентешсене Айрат Хайруллин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев