Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Халӗ «Сувара» депутат та вулать

«Татмедиа» АО республикăра «Çырăнтару парнеле» акцие пӗр çул кăна йӗркелемест, унта кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççӗ. Ку е вăл должноçри çынсем хăйсем килӗштернӗ кăларăмсене пӗр-пӗр организацие çырăнса парса парнелеççӗ. Паян акци ниçта та мар, Патшалăх Канашӗнче иртрӗ. Çапла вара çакăн пек ырă ӗç тума депутатсен те май пулчӗ. Патшалăх Канашӗнче...

«Татмедиа» АО республикăра «Çырăнтару парнеле» акцие пӗр çул кăна йӗркелемест, унта кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççӗ. Ку е вăл должноçри çынсем хăйсем килӗштернӗ кăларăмсене пӗр-пӗр организацие çырăнса парса парнелеççӗ. Паян акци ниçта та мар, Патшалăх Канашӗнче иртрӗ. Çапла вара çакăн пек ырă ӗç тума депутатсен те май пулчӗ.

Патшалăх Канашӗнче иртнӗ акцирен «Сувар» хаçат та юлмарӗ. Мӗн тесен те республикăра шучӗпе виççӗмӗш шутланакан чăвашсен интересӗсене хӳтӗлекен чăваш-депутатăмăрсем Патшалăх Канашӗнче çук мар-çке. Чăн та, вӗсенчен хальхинче пӗр Валентин Паймухина кăна курма май пулчӗ. Ентешӗмӗр акцирен пăрăнса иртмерӗ, «Сувар» хаçатăмăра савăнсах çырăнчӗ. Чăн та, пӗр-пӗр организаци-предприятие мар, хăйне парне турӗ вăл. Ура! Хаçат (тӗрӗсрех республикăри чăвашсем) мӗнле пурăннине, мӗнпе сывланине тинех пӗр депутат та пулин кашни эрнерех паллашма пултарать. (Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев