Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Десант пики е хӗрсем çарта та ăмăртаççӗ

Раççейри Сылăш десант çарĕсенче пĕрремĕш хут "ВДВ пики" илемпе професст ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ тесе пĕлтерет Оборона министерстви. Унта хĕсметре тăракан хĕрарăмсем хутшăннă. Финала ВДВ-ри разведка, çыхăну, медицинăпа тивĕçтерÿ подразделенийĕсенче, çар оркестрĕнче хĕсмет иртекен пикесем тухнă. Конкурс виçĕ куна тăсăлнă. Çак вăхăт хушшинче унта хутшăнакансен "хĕрарăм интеллекчĕ", "кулинари хирĕçтăрăвĕ", "кутюрье", "пултарулăх",...

Раççейри Сылăш десант çарĕсенче пĕрремĕш хут "ВДВ пики" илемпе професст ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ тесе пĕлтерет Оборона министерстви. Унта хĕсметре тăракан хĕрарăмсем хутшăннă. Финала ВДВ-ри разведка, çыхăну, медицинăпа тивĕçтерÿ подразделенийĕсенче, çар оркестрĕнче хĕсмет иртекен пикесем тухнă.

Конкурс виçĕ куна тăсăлнă. Çак вăхăт хушшинче унта хутшăнакансен "хĕрарăм интеллекчĕ", "кулинари хирĕçтăрăвĕ", "кутюрье", "пултарулăх", "хĕç-пăшал хăвачĕ", "балри королева", "ВДВ илĕртÿлĕхĕ" ятлă тĕрĕслев тапхăрĕсем витĕр тухмалла пулнă.
Конкурса хутшăнакансем пăшал персе ăмăртнă пулсан та, çĕнтерекенсене илем конкурсĕнчи пекех корона, лента, диплом парăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев