Сувар

Диктант чӗлхе сумне ӳстерет

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс чӗлхипе пӗтӗмӗшле диктанта кăçал 76 çӗршывран пурӗ 230000 çын хутшăннă. Ют çӗршывсене илес пулсан, диктант çырма чи нумай площадкăсем Америкăра йӗркеленӗ, иккӗмӗш вырăнта Германи, ун хыççăн Китай, Казахстан тата ытти çӗршывсем пыраççӗ. Раççейре лидерсен шутӗнче - Мускав, кунта диктанта 20 пин çын çырнă, Санкт-Петербургра 10...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс чӗлхипе пӗтӗмӗшле диктанта кăçал 76 çӗршывран пурӗ 230000 çын хутшăннă. Ют çӗршывсене илес пулсан, диктант çырма чи нумай площадкăсем Америкăра йӗркеленӗ, иккӗмӗш вырăнта Германи, ун хыççăн Китай, Казахстан тата ытти çӗршывсем пыраççӗ. Раççейре лидерсен шутӗнче - Мускав, кунта диктанта 20 пин çын çырнă, Санкт-Петербургра 10 пин çын вырăс чӗлхипе хăйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, виççӗмӗш вырăнта хула-пуçаруçă - Новосибирск, унта 7 пин çын акцие хутшăннă. Тутарстанра 26 муниципаллă районтан пурӗ 4053 çын диктант çырнă. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 553 çын нумайрах. Хусанта - 1910 çын, вӗсенчен 74-шӗ ăна «5-лӗх» çырнă.

Кун пирки «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Обществăлла палатин пайташӗ, ТР вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗн çумӗ Ирина Александровская пӗлтерчӗ.

Унăн сăмахӗсемпе, çулсерен отличниксен шучӗ ӳссе пырать, иртнӗ çулсенче вăл хутшăннисен 2,5 проценчӗпе танлашнă пулсан, кăçал 4 процента çитнӗ.

  • Ку çынсем акцие хатӗрленнине кăтартакан факт. Пӗтӗмӗшле диктанта хăшӗсем кашни çул хутшăнаççӗ. Паллах, мероприятие вӗсем кӗтеççӗ, хăйсен пӗлӳлӗхне ӳстерес тӗллевпе хатӗрленеççӗ.

Ирина Александровская шучӗпе, диктанта мӗнле çырасси ăна вулаканӗнчен те нумай килет. Х(П)ФУра кăçал ăна ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева вуланă, Хусанти Туслăх Çуртӗнче - ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Анастасия Исаева. Пӗтӗмпе вара республикăра 58 площадка ӗçленӗ. Диктант тексчӗ пирки: ăна хула-пуçаруçă суйлать иккен. Новосибирск кăçал Гузель Яхинăн «Зулейха открывает глаза» романӗн кӗске пайне суйласа илнӗ. Ирина Александровская шучӗпе, хальхи писательсен хайлавӗсене суйласа илни питӗ те тӗрӗс пулăм.

  • Пӗтӗмӗшле диктант пирки калаçнă чухне сахалăшӗ çакна тимлет. Акцие вара, тӗрӗссипе, вулав интересне вăйлатассишӗнех йӗркелеме шутланă. Диктант çырнă хушăра романăн е повеçӗн кӗске пайӗпе паллашнă хыççăн, паллах, ăна пӗтӗмпех вуласа тухас интерес вăранать. Классиксемсӗр пуçне хальхи писательсен ӗçӗсене кӗртни паянхи литературăпа паллашма пулăшать. Ку питӗ тӗрӗс, - терӗ Ирина Алексеевна.

Хусанти вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ каланă тăрăх, Туслăх Çуртӗнче йӗркеленӗ площадкăна Наципе культура автономийӗсен пайташӗсем те активлă хутшăнаççӗ. Китай, Иран, Венгри, Нигери, Иордани, Египет çӗршывӗсен представителӗсем те вырăс чӗлхипе хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслесе пăхма шутланă. Паллах, вӗсем валли хăйне уйрăм, çăмăлрах текст хатӗрленӗ. Ӗлӗкрех СССР шутне кӗнӗ республикăсен çыннисем вара хăйсене Раççей çыннисемпе тан тӗрӗсленӗ.

  • Апла пулсан, вырăс чӗлхи вӗсемшӗн интереслӗ, ăна вӗренеççӗ, кирлӗ тесе шутлаççӗ. Диктантпа ют çӗршывсем те кăсăкланнипе акци халăхсен хушшинчи пулса тăчӗ, - терӗ Ирина Александровская.

Экспертсем палăртнă тăрăх, диктант çулсерен орфографипе чарăну паллисен йышăннă правилисене тивӗçтерсе пырать, маларах текстсенче автор паллисем виçесӗр нумай пулнă. Паллах, ку диктант çырассине кăткăслатать. Ирина Александровская шучӗпе, кăçал пӗр предложени кăна чăннипех те йывăр пулнă, ыттисем вырăс чӗлхин йышăннă йӗркисенчен тухман.

Пӗтӗмӗшле диктанта йӗркелекенсем çитес çул унта тата та нумайрах çын хутшăнасса кӗтсен, Тутарстанра 5 пин çын таран пуçтарăнасса ӗмӗтленеççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: