Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Дмитрий Никитина ТР Президенчӗн Тавӗ!

ТР Президенчӗ Р.Минниханов паян Хусан Кремлӗнче «КАМАЗ-мастер» командисене патшалăх наградисене пачӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Аса илтеретпӗр, июлӗн 7-22-мӗшӗсенче иртнӗ «Пурçăн çул» халăхсем хушшинчи гонка-раллире тиевлӗ машинăсен зачетӗнче пьедестала йăлтах тутарстансем йышăнчӗç. Пӗрремӗш вырăна Дмитрий Сотников, иккӗмӗш Антон Шибалов, виççӗмӗш Айрат Мардеев командисем тухрӗç. Кунсăр пуçне пирӗн тиевлӗ машинăсем марафонра...

ТР Президенчӗ Р.Минниханов паян Хусан Кремлӗнче «КАМАЗ-мастер» командисене патшалăх наградисене пачӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Аса илтеретпӗр, июлӗн 7-22-мӗшӗсенче иртнӗ «Пурçăн çул» халăхсем хушшинчи гонка-раллире тиевлӗ машинăсен зачетӗнче пьедестала йăлтах тутарстансем йышăнчӗç. Пӗрремӗш вырăна Дмитрий Сотников, иккӗмӗш Антон Шибалов, виççӗмӗш Айрат Мардеев командисем тухрӗç. Кунсăр пуçне пирӗн тиевлӗ машинăсем марафонра çӗнӗ двигателе тата автоматикăлла передачăсен коробкине тӗрӗслерӗç. Çӗнӗлӗхсем тӗрӗслеве ăнăçлă иртрӗç.

Çырчалли командине черетлӗ çӗнтерӳпе таврăннăшăн ТР Президенчӗ Р. Минниханов Руслан Ахмадеевпа Айрат Беляев штурмансене, Дмитрий Сотников пилота «Республика умӗнчи паллă ӗçсемшӗн» орден медалӗпе, Антон Шибалов пилота «Тава тивӗçлӗ ӗçшӗн» медальпе наградăларӗ. Айрат Мардеев пилота, Дмитрий Свистунов механика тата Ильдар Шайсултанов водитель-испытателе «ТР транспорчӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ят пачӗ.

Паллах, çакăн пек хăватлă техника тăвакансем те Президент тимлӗхӗсӗр юлмарӗç, вӗсене те хисеплӗ ятсем, Тав çырăвӗсем кӗтрӗç.

Пирӗн ентешпе Дмитрий Никитинпа Ильнур Мустафин механиксем вара ТР Президенчӗн Тавне тивӗçрӗç. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев