Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Дмитрий Самаренкин:«Экономикăна тӗпрен улăштарма вăхăт çитнӗ»

Мӗнлерех пулнă иртнӗ çул Тутарстанри пысăк компанисемшӗн, мӗнле плансемпе вӗсем 2017 çула кӗтсе илеççӗ? Акă мӗн интереслентернӗ республикăри экспертсене. Бизнес представителӗсемпе пӗрле 2016 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсене «Бизнес-онлайнра» тума пуçланă. Ятарлă ыйтăма хутшăннă çынсене журналистсем виçӗ ыйту панă: 1. 2016 çулта мӗнле пулăм сирӗн компанишӗн чи пӗлтерӗшли пулчӗ? Мӗнпе асра юлчӗ иртнӗ...

Мӗнлерех пулнă иртнӗ çул Тутарстанри пысăк компанисемшӗн, мӗнле плансемпе вӗсем 2017 çула кӗтсе илеççӗ? Акă мӗн интереслентернӗ республикăри экспертсене. Бизнес представителӗсемпе пӗрле 2016 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсене «Бизнес-онлайнра» тума пуçланă. Ятарлă ыйтăма хутшăннă çынсене журналистсем виçӗ ыйту панă:

1. 2016 çулта мӗнле пулăм сирӗн компанишӗн чи пӗлтерӗшли пулчӗ? Мӗнпе асра юлчӗ иртнӗ çул?

2. Компанин 2017 çула тунă планӗсем? Мӗн шухăшлаттарать тата мӗне шанатăр?

3. Сирӗн шутпа мӗн кӗтет 2017 çулта отрасле, çӗршыва, республикăна?

Çак ыйтăма хутшăнакансен шутӗнче ЧНКА председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин та пулнă. Ун шухăшӗсемпе «Сувар» хаçатăн сайтне вулакансене те паллаштарас терӗмӗр.

- Килти арестра ларакан экс-министр Улюкаев каланă пек эпир чăнах та «Тӗпне çитрӗмӗр». Ун пирки вăл 2014 çултанпах калама пуçларӗ. Ман шутпа, 2016 çулта эпир тем тесен те çав шăтăкран тухма пуçларăмăр, тӗрӗсрех каласан, малалла шума тытăнтăмăр. Ман шутпа, çӗршыв экономикине тӗпрен улăштарма вăхăт çитнӗ. Чӗр таварпа нефтьрен кăна килмелле мар пирӗн лару-тăру. Раççейре пӗтӗм тӗнчери халăх шутӗнчен 2 проценчӗ пурăнать, çутçанталăк пуянлăхӗ вара 40 процент таранах. Çакăн пек пуян çӗршыв чухăн пурăнма пултараймасть. Ман шутпа, хальлӗхе пирӗн ăс çитеймест-ха унпа тӗллевлӗ усă курма. Çавăнпа та кашни регионăн харпăр аталану программи пулмалла, регион ертӳçисен, министерствосемпе ведомствосен пуçлăхӗсен пысăк яваплăхлă пулмалла. Пирӗн нефть, газ, вăрман, ылтăн, тимӗр тата ытти те пур - тирпейлеме пӗлместпӗр.

«Нэфис» тӗслӗхӗнче эпир еплерех ӳсни уççăн курăнать. 1998 çулта компанин укçа-тенкӗ çаврăнăшӗ 57 миллион тенкӗпе танлашнăччӗ, çакă эпир Вахитов ячӗллӗ Хими комбинатне тулашри управлени урлă кӗнӗ вăхăтра пулчӗ. Сăмах май, вăл панкрута тухассин процедурине иртнӗ çӗршыври пӗрремӗш предприяти пулчӗ. Ман асра ăнăçлă тӗслӗх урăх çук. Пӗр çулталăкран эпир хими комбиначӗпе хуçаланма пуçланăранпа шăпах 20 çул çитет. Çак вăхăтра туса кăларакан продукцин калăпăшне ӳстернипе укçа-тенкӗ çаврăнăшӗ пин хут та ӳсрӗ темелле.

Çӗршывăмăрта ăнăçлă компанисем çук мар. Пирӗн йăлтах начар тесе критиклесе нăйкаса ларас вырăнне отрасльти чи лайăх ӗçлекенсен тӗслӗхӗпе малалла аталанма тăрăшмалла. Маншăн лайăх тӗслӗх вăл - «Лукойл» компанипе Сбербанк ӗçӗ. Вӗсен ертӳçисем хăйсен командипе çине тăрса ӗçлени пысăк çитӗнӳсем патне илсе çитернӗ. «Магнит» компанирен те тӗслӗх илмелли пур. Сăмах май, вăл тӗнчери инновацилле ӗçлекен компанисен рейтингӗнче 46-мӗш вырăн йышăннă. Раççейӗн урăх пӗр компанийӗ те унта кӗреймен. Тутарстанра та республика ертӳçисем ппромышленность производствине питӗ пысăк тимлӗх уйăраççӗ. «Таиф», «Нижнекамскнефтехим», «Казаньоргсинтез» еплерех ӗçленине пурте куратпăр. Хамăр предприяти пирки каласан, çулсерен туса кăларакан продукцин калăпăшне 20 процента ӳстерме тăрăшатпăр. Иртнӗ çула эпир питӗ лайăх кăтартусемпе вӗçлерӗмӗр. 2017 çулти планпа ӳсӗме 40 процент чухлӗ ӳстересшӗн. Патшалăхăн Пахалăх паллине 3 хутчен илме пултарни те пире хавхалантарать. «Контрольная закупка» телекăларăмра темиçе хутчен çӗнтерни те савăнтарать, паллах. Ку эпир тӗрӗс çулпа утнине çирӗплетет.

Начарри пирки нумай калаçаççӗ, манăн вара ырри çинчен кăна калаçас килет, мӗншӗн тесен эпӗ - оптимист. Хампа ӗçлекенсене те хавхалантарма тăрăшатăп. Мӗн тенӗ-ха Трамп (вăл икӗ хутчен йăлт çухатса çӗнӗрен ура çине тăма пултарнă) ăна: «Енчен те татах та нимсӗр юлас пулсан мӗн тăватăр?» - тесе ыйтсан? Трамп вара залра ларакансем çине пăхса: «Биржа тăратăп», - тенӗ. Зал ахăлтатса кулса янă. «Акă мӗншӗн эпӗ кунта, эсир вара çавăнта», - тенӗ вăл».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев