Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Днепр çинчи паттăрлăх

Ринат АРХИПОВ ДНЕПР ÇИНЧИ ПАТТĂРЛĂХ Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче çуралнă Арсентий Карташева (1925-1943), 69-мӗш гварди стрелковăй дивизин 208-мӗш стрелковăй полкӗн сержантне, 1943 çулхи октябрьте Старое Липово хутора илессишӗн пынă çапăçура хăйӗн ӳчӗпе тăшман амбразурине хупласа Александр Матросовăн паттăрлăхне тепӗр хут пурнăçланăскере халалланă. Вăрçăччен те пулнă паттăр Пур ӗçре те вăл...

Ринат АРХИПОВ

ДНЕПР ÇИНЧИ ПАТТĂРЛĂХ
Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче çуралнă Арсентий Карташева (1925-1943), 69-мӗш гварди стрелковăй дивизин 208-мӗш стрелковăй полкӗн сержантне, 1943 çулхи октябрьте Старое Липово хутора илессишӗн пынă çапăçура хăйӗн ӳчӗпе тăшман амбразурине хупласа Александр Матросовăн паттăрлăхне тепӗр хут пурнăçланăскере халалланă.

Вăрçăччен те пулнă паттăр
Пур ӗçре те вăл ăста.
Чи ăста механизатор,
Тупмăн лайăххи ялта.

Тракторпа куллен ӗçленӗ,
Ашшӗшӗн те, хăйшӗн те.
Вилнӗ хучӗ ашшӗн килнӗ…
Хуйхăраç килте пурте.

«Халь фронтра вӗт вырăн манăн!» -
Амăшне Арçук калать.
Хăй ирӗкӗпе ăсаннă -
Тăшмана вăл хăвалать.

Шелсӗр фашиста тустарнă:
«Ак, аттешӗн ил, тăран!»
Юнӗпе çӗре шăварнă:
«Тасалсам ман çӗршывран!»

43-мӗш кӗрленӗ -
Днепр вутра выртать ӗнсе.
Çыранра тăшман тӗпленнӗ
Чакнăçем тискерленсе.
Пур приказ: паян каçкӳлӗм
Леш енне каçса çитме…
Паянах-тăк, пулӗ ӳсӗм -
Лар часрах сулла, кимме.

Çырана хумсем çапаççӗ,
Шăхăрать пульли, снаряд…
Фашистсем, çук, чараймаççӗ,
Малаллах шăвать отряд.

Тăшмансем ялтан тараççӗ,
Ял çынни те курăнмасть.
Мăрьесем анчах тăраççӗ,
Чӗррисем - пӗр çын тăмасть!

Йынăшать такам асаплăн -
Пусăра çынсем тулли…
Купалнă хунă çапă…
Чӗчӗ ачисен вилли!

Ах, Тур-Тур, ачан мӗн айăп?!
Хӳтӗлевсӗр пепкесем…
Кутăн фашиста çакайăп
Штык çине ăна илсе!

Вырăн çук ылхан эшкершӗн
Тамăк вӗсене - çатма!...
Ак, чăрмав пирӗннисемшӗн -
Дзот пуçланă хӗм сапма!

Вилӗм кашнинех кӗтмест-и?
Хурçăран вӗт мар эпир!
Гранатсем илет Арсентий:
«Ирӗк парăр, командир!»

Шурӗ кайрӗ вăл пӗр сассăр -
Пулемет тӗкпе пемест.
Вунă метр - хушă ансăр -
Тӗл çавах лектереймест!
Сумккăра пӗтет граната,
Амбразур тухать ума.
Пӗр минут та, пӗр самант та
Вăхăт çук шухăшлама.

Кăкăрпа хуплать кӗç харсăр
Дзот пырне, сасси çӗтет.
Кăшкăрса «Ура!» чăрмавсăр
Взвод каллех мала вӗçет.

…Çурçӗр çилӗ, кӗр ултавӗ
Вилтăпри таврашӗнче.
Эс, Арсентий, лăпкă çывăр,
Усала çӗнтерӗ ырă,
Çак илемлӗ çӗр çинче!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев