Сувар

Дневник çине «10», «12» паллă та лартаççӗ-и?

Рособрнадзор малашне шкул ачин пӗлӗвне 5 баллă системăпа хаклассине пăрахăçласси пирки шутлать.

Рособрнадзор малашне шкул ачин пӗлӗвне 5 баллă системăпа хаклассине пăрахăçласси пирки шутлать. Кун çинчен ведомствăн ертӳçин çумӗ Анзор Музаев «Известия» хаçата пӗлтернӗ-мӗн. Ун сăмахӗсем тăрăх, пӗлӳ пахалăхне хакламалли системăна Раççейре  улăштарасси пирки ӗç темиçе çул пырать ӗнтӗ. Анчах та хальхи учитель хакламалли çӗнӗ методикăна пӗлменни чăрмантарать-мӗн. Çавăнпа та пысăк улшăнусене вăя кӗртиччен вӗрентекенсем ăсталăхне ӳстермелле имӗш. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

«Пилӗк баллă система вăл – виçӗмкунхи. Сăмах та çук, ăна улăштармаллах»,– тенӗ пӗлӳ хаклавӗн системи пирки Экономика аслă шкулӗн вӗрентӳ институчӗн вӗрентӳ пахалăхӗн мониторинг центрӗн ертӳçи Виктор Болотов та кун пирки. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, вăхăтӗнче 12 баллă хаклав системи çине куçмалли проект та пулнă. Халӗ вара Раççей шкулӗсенче тăватă баллă система кăна, мӗншӗн тесен «1» палла халь лартманпа пӗрех. Ун вырăнне «3+» е «4–» пек паллăсене активлă усă кураççӗ. 

 

Теги: школа
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: