Сувар

«Дубравная» метро станцийӗ уçăлмасть-ха

Республика тата хула кунне (августăн 30-мӗшӗ) «Казметрострой» УАО хусансене çуллен пӗрер çӗнӗ станци хута ярса савăнтараканччӗ. Иккӗмӗш çул ӗнтӗ çакăн пек çӗнӗлӗх курăнмасть. «Дубравная» станцие те акă, пӗлтӗрех хула кунне уçасси пирки шавлатчӗç, шел те, пассажирсем кӗтсе илеймерӗç. Кăçалхи хула кунне те хусансене кун пек парне пулмасть-ха. «Казметрострой» УАО генеральнăй...

Республика тата хула кунне (августăн 30-мӗшӗ) «Казметрострой» УАО хусансене çуллен пӗрер çӗнӗ станци хута ярса савăнтараканччӗ. Иккӗмӗш çул ӗнтӗ çакăн пек çӗнӗлӗх курăнмасть. «Дубравная» станцие те акă, пӗлтӗрех хула кунне уçасси пирки шавлатчӗç, шел те, пассажирсем кӗтсе илеймерӗç.

Кăçалхи хула кунне те хусансене кун пек парне пулмасть-ха. «Казметрострой» УАО генеральнăй директорӗ Марат Рахимов «Татар-информ» агентствăн журналистне: «Ума ун пек тӗллев никам та лартман. Пирӗн хамăрăн ӗç тата финансировани графикӗ пур. Йăлтах лайăх пулсан, планпа çӗнӗ станцие кăçал çулталăк вӗçӗнче хута ямалла»,- тесе хуравланă. Ун сăмахӗсем тăрăх, хальхи вăхăтра станцире шалти ӗçсем вӗçленмен-ха.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: