Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Джас хальхинче Кремльте

(Ирина Трифонова). Июлӗн 27 - августăн 24-мӗшӗсенче Хусан Кремлӗ музыка площадкине çаврăнать, тӗрӗсрех каласан джаз площадкине. Уйăха яхăн кунта XI халăхсен хушшинчи «JAZZ в Кремле» импровизацилле музыкăн фестивалӗ пулать. Сăмах май, вăл Раççейри пилӗк чи лайăх джаз фестивалӗсен шутне кӗнӗ. Тӗрӗссипе, хусансемшӗн çак мероприяти çӗнӗлӗх мар, çуллахи музыка фестивалӗ 2007...

 

(Ирина Трифонова). Июлӗн 27 - августăн 24-мӗшӗсенче Хусан Кремлӗ музыка площадкине çаврăнать, тӗрӗсрех каласан джаз площадкине. Уйăха яхăн кунта XI халăхсен хушшинчи «JAZZ в Кремле» импровизацилле музыкăн фестивалӗ пулать. Сăмах май, вăл Раççейри пилӗк чи лайăх джаз фестивалӗсен шутне кӗнӗ.

Тӗрӗссипе, хусансемшӗн çак мероприяти çӗнӗлӗх мар, çуллахи музыка фестивалӗ 2007 çултанпах иртет, маларах эпир ăна « JAZZ в усадьбе Сандецкого» пек пӗлеттӗмӗр. Хусанти ӳнер искусствин музейне юсав вăхăтне хупнипе концертсене Хусан Кремльне куçарсан, ячӗ те улшăннă, кăçал вăл Пушечный двор сцени çинче иртет. Фестивалӗн XI сезонне тӗнчипех паллă музыка мастерӗсем хутшăнаççӗ. «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире фестивалӗн музыка директорӗ Ольга Скепнер мероприятие хумханса кӗтни пирки пӗлтерчӗ.

- Кăçалхи сезон ыттисенчен уйрăлса тăрӗ. Ку хăнăхнă вырăнтан - Сандецки усадьбинчен куçнипе те çыхăннă. Концертсен шучӗ те сахалрах. Маншăн джаз атмосфери вырăн атмосферипе килӗшӳллӗ пулни пӗлтерӗшлӗ. Хусан Кремлӗнчи сценăна туйма вăхăт кирлӗ пулчӗ. Çавăнпа кăçал пилӗк концертпа çырлахма шутларăм, анчах мӗнле концертсемпе! Фестиваль контентне улăштармастпăр, яланхи пек тӗрлӗ стильсем, вокалпа инструмент тӗрлӗлӗхӗ пулать, - терӗ Ольга Скепнер.

Фестиваль директорӗн сăмахӗсемпе сезон лайăх кӗтменлӗхпе пуçланать, анчах еплерех пулӗ вăл - татса каламарӗ, куракансемшӗн интрига пултăр терӗ.

Пресс-конференцин тепӗр спикерӗ, джаз фестивалӗн режиссерӗ Михаил Волконадский шантарнă тăрăх, куракансемшӗн сюрпризсем нумай пулаççӗ, чылай çӗнӗ ятсемпе паллашма тӳр килӗ. Хăй енчен вăл «Хусан Кремлӗ» Патшалăхăн историпе архитектура тата художествăлла заповедник-музейӗн директорне Зиля Валеевăна йӗркелӳ ӗçӗсенче пулăшнăшăн тав сăмахӗсем каларӗ.

- Сандецки усадьбинчен кайнă хыççăн çул юппинче тăрса юлтăмăр. Ăçта каймалла? Мӗн тумалла? Зиля Валеевапа тӗл пулсан вăл пире ăнланчӗ, Кремльте йышăнма пулчӗ. Ку пирӗншӗн пысăк парне, музыкантсемшӗн уйрăмах. Куракансене кичем пулмӗ, билетсем те йӳнӗ, ларса курма вырăнсем, кофе-чей ӗçес текенсем валли сӗтелсем - йăлт пулаççӗ. Çанталăкӗ темле пулӗ, çапах та çумăртан хăраманнисене пурне те концерта, Хусан Кремльне чӗнетпӗр, - терӗ Михаил Волконадский.

Сезон июлӗн 27-мӗшӗнче Франципе Гвинейăн хăйне евӗр ушкăнӗпе - «Ba Cissoko» концерчӗпе уçăлать. Вӗсем электро-рок, фанк, регги тата Африка кӗввисен хӗрӳ синтезӗпе палăрса тăраççӗ.

- Тыткăнлакан шоу, вӗсен сехет ытла пыракан концертне курнă хыççăн темӗнччен тăна кӗреймерӗм. Европăри фестивальте асăрхарăм вӗсене. Вăйлă туйăмсем çуратрӗ ушкăн. «Кусене Хусана илсе килмеллех», - пулчӗ пӗрремӗш шухăш. Тӗлӗнмелле ритмика, полиметри, тӗрлӗ жанрсем ăнланмалла мар майпа çăмăллăн хутшăнаççӗ вӗсен музыкинче. Хамăр та чăтăмсăррăн кӗтетпӗр вӗсене, - терӗ шухăшӗсемпе паллаштарса Ольга Скепнер.

Августăн 3-мӗшӗнче хусансене, килнӗ хăнасене, чăннипех пысăк парне кӗтет. Фестивальти иккӗмӗш концертра «Голос» шоуна хутшăннă Раççей тата Грузи юрăçине Этери Бериашвилие чӗррӗн итлеме май пулать. Фестиваль директорӗ каланă тăрăх, вăл тӗрлӗ чӗлхепе юрлать.

Ытти музыкантсемпе юрăçсем пирки те нумай ырă сăмах каларӗ фестиваль директорӗ. Августăн 10-мӗшӗнче пианист тата композитор Евгений Борец пултарулăхӗпе паллашма пулӗ. Хăйӗн концерт программин виçӗ пайӗпе паллаштарма хатӗрленет вăл. Унсăр пуçне Константин Гевондян трубачпа тата Диана Поленевăпа унăн квинтечӗпе пӗрле автор композицийӗсене, паллă кӗвӗсен çӗнӗ аранжировкисемпе паллаштарать.

Августăн 17-мӗшӗнче АПШ хăнин мейнстрим-джазӗпе киленме май пулӗ. Шэрон Кларк тӗнчипе паллă джаз вокалистки. Блюз, соул, фанк, госпел стилӗсемпе те çав тери аван юрлать. Тӗнчери чи вăйлă критиксем те ăна мухтаса кăна çыраççӗ. Унпа пӗрле Сергей Васильев йӗркеленӗ трио та юрлать. Концертăн иккӗмӗш пайӗнче çамрăк та талантлă пианистăн Дмитрий Илугдин пултарулăхӗпе паллашатпăр.

Сезон августăн 24-мӗшӗнче Итали саксофонисчӗн Розарио Джулианипе Алексей Подымкин йӗркеленӗ триопа хупăнать. Вӗсем фестивале Хусанти «SDVIG» камера театрӗн музыкăпа театр перформансӗ илемлетӗ. Унăн репертуарӗ шăпах фестивалӗн искусствăсен тӗрлӗ тӗсӗсене хутăштарассипе çыхăннă концепцийӗпе çывăх.

Ольга Скепнер палăртнă тăрăх, хутшăнакансене суйласси çăмăл ӗç мар. Çак ӗçе вăл черетлӗ фестивале ирттерсе янă хыççăнах пуçăнать.

- Ман почта çурăлса кайманни кăна, ют çӗршывсен, Раççей музыканчӗсенчен питӗ нумай çыру килет. Пурне те пăхса тухма, янă ӗçӗсене итлеме вăхăт самай кирлӗ. Хамшăн нумай çӗнӗ ят уçатăп çак тапхăрта. Суйлав ума лартнă задачăсенчен килет. Тӗп тӗллев - çулран-çул концертсене интереслӗрех туса контент тӗрлӗлӗхне упраса хăварасси. Раççейри чаплă музыкантсем пурте тенӗ пек пирӗн патра пулнă, çавăнпа шырав тарăнланса пырать, - терӗ Ольга Скепнер.

Фестиваль музыкăна юратакансемшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Ун историйӗпе маркетинг тӗпчевӗ туса диссертаци çыракансем те пур иккен. Тӗпчеври кăтартусемпе фестиваль тӗнчери джаз, ăна çывăх жанрсемпе ӗçлекен музыкантсене пӗрлештерет, сцена çине çӗнӗ ятсене тухма пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев