Сувар

Егорăн ӗмӗчӗ – Япони!

(Ирина Трифонова). Ирландире августăн 15-22-мӗшӗсенче ачасем хушшинче 14-мӗш тӗнче первенстви тата хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен «сётокан» дисциплинипе халăхсен хушшинчи ăмăртăвӗ иртрӗç. Унта 80 çӗршыв сборнăйӗ хутшăннă. Çавăнтан пирӗн чăваш ачи Егор Елисеев пысăк çитӗнӳпе, 3-мӗш вырăн илсе таврăнчӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш теçеткене кӗни те чаплă та, кунта вара призлă вырăн. Сăмах май,...

(Ирина Трифонова). Ирландире августăн 15-22-мӗшӗсенче ачасем хушшинче 14-мӗш тӗнче первенстви тата хӗвелтухăç кӗрешӗвӗсен «сётокан» дисциплинипе халăхсен хушшинчи ăмăртăвӗ иртрӗç. Унта 80 çӗршыв сборнăйӗ хутшăннă. Çавăнтан пирӗн чăваш ачи Егор Елисеев пысăк çитӗнӳпе, 3-мӗш вырăн илсе таврăнчӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш теçеткене кӗни те чаплă та, кунта вара призлă вырăн. Сăмах май, унăн аслă тетӗшӗ Никита 9-мӗш вырăн йышăннă, ку та пысăк çитӗнӳ.

Паллах, тӗнче шайӗнчи мероприятисене хутшăнни никамшăн та ахаль иртмест. Кунта тӗнчекурăм та улшăнать, опыт та, пӗлӳ те ӳсет. Мӗн панă-ха вăл пирӗн Егора? Кун пирки хăйӗнпе курса калаçрăмăр.

- Егор, чи малтан ӗнтӗ эпир санпа мăнаçланнине, саншăн савăннине пӗлтерес килет. Мӗнлерех туйăмсемпе таврăнтăн Ирландирен?

- Туйăмсем нумай, тӗрлӗрен. Паллах, çав тери савăнтăм. Раççейрен эпир пӗтӗмпе 50 ачаччӗ, кашни категорире 3-4-шар çын. Пӗрле пире интереслӗччӗ

- Ăмăрту умӗн хумхантăн-и?

- Çук. Тӗрӗсрех каласан, пӗрремӗш çаврăмра хама лăпкă тытрăм, хумханнине туймарăм. Хамăн вăя шаннипе пулӗ. Иккӗмӗш çаврăмра вара хытах пăлхантăм - кумитэне японеца хирӗç тухнипе.

- Апла вӗсем саншăн тӗп соперниксем пулчӗç?

- Çапла. Японецсемпе пӗрремӗш хут тӗл пултăм. Халиччен пӗр ăмăртура та курман. Вӗсем çав тери вăйлă, уйрăмах катапа. Питӗ хăвăрт, кăра, çиçӗм пек. Çакна та асăрхарăм: 14 çулти японецсем питӗ çӳллӗ, кӗçӗнреххисем вара вӗтӗ, анчах пурпӗрех вăйлă.

- Хӗвелтухăç кӗрешӗвӗн тӗсӗсем ытларах Японире пулса кайнине шута илсен, вӗсене выляса яма намăс мар. Японецпа кӗрешме ăна пурте пултараймаççӗ. Хăвшăн мӗнле пӗтӗмлетӳсем турăн, соперникунтан мӗнле тӗслӗх илтӗн?

- Килӗшетӗп. Японеца çӗнтерме тата нумайрах ӗçлемеллине ăнлантăм. Паçăр каларăм-ха вӗсем катапа вăйлă тесе. Кумитэре вара аплах мар. Кунта ытларах ытти çӗршыв ачисем çӗнтерчӗç. Чемпионатра тăватă татами çинче ăмăртусем харăс пулса пычӗç. Пӗрин çинче японецпа чилиец кумитэне тухрӗç, чилиец çӗнтерчӗ

- Кӗрешӳ вăхăтӗнче тренерăн пулăшма ирӗк пур-и?

- Каласа тăма пултарать. Японеца хирӗç тухсан вăл мана лайăх канашсем пачӗ, çитменлӗхсене асăрхаттарса тӳрлетме пулăшрӗ.

- Ăмăртусем мӗнле хулара пулчӗç? Атьсемпе ăçта пурăнтăр?

- Лимерикра, илемлӗ хула вăл. Пире студентсем пурăнакан комплекса вырнаçтарчӗç. Ирландин тӗп хулинче Дублинра та пулса куртăмăр. Вăл мана Лимерикран ытларах килӗшрӗ. Хулан паллă вырăнӗсем нумай, пăхса çӳреме интереслӗ.

- Çӗнӗ юлташсем те тупрăн пуль?

- Аха, Мускав ачисемпе çывăх паллашрăм. Вӗсем иккӗшӗ те ман пекех 3-мӗш вырăн илчӗç.

- Иккӗмӗш вырăна Чăваш Ен ачи тухрӗ. Пӗлнӗ тăрăх, эсӗ унпа татами çинче пӗрре мар тӗл пулнă, ялан çӗнтернӗ. Хальхинче мӗн чăрмантарчӗ?

- Шупашкарта эпӗ ăна шав çӗнтереттӗм. Кумитэре хама кăшт çемçетрӗм пуль, балсене çухатас мар тесе теветкелленме те шутламарăм. Тан пытăмăр унпа, хушма вăхăт парсан вăл тата 1 балл выляса илчӗ те çӗнтерчӗ.

- Егор, эсӗ чăннипех те пысăк çитӗнӳ турăн. Çитес ăмăртусем хăçан пулаççӗ? Умна мӗнле тӗллевсем лартатăн?

- Чи çывăх ăмăртусем Тутарстанра пулӗç. Ун пирки питех хумханмастăп. Хирӗç кӗрешекенсене лайăх пӗлсе çитнӗ. Унта çӗнтерсен Раççейри тапхăра хутшăнмалла пулать. Раççей сборнăйне кӗрсе Европа чемпионатне хутшăнма ӗмӗт пур. Анчах манăн чи пысăк тӗллев Японири ăмăртусене хутшăнасси. Унта тӗнче чемпионачӗ тепӗр виçӗ çултан пулать. Мӗнпур спортсмен унта кайма ӗмӗтленет.

- Японие каясси пирки пӗрре те иккӗленместпӗр. Сан пултарулăх пур, Темиçе кунран ак шкула каймалла. Хатӗр-и эс? Ытти ачасем каннă вăхăтра çăвӗпех ăмăртусене хатӗрленнине пӗлетӗп, спорт лагерӗнче те нумай вăхăта ирттертӗн.

- Хатӗр (кулать). Чăнах та, килте сахал пултăм. Пӗр лагерь вӗçленнӗ хыççăн теприне кайрăм. Киле, çемьене, уйрăмах аннене, питӗ тунсăхларăм.

- Егор, маттур эсӗ. Сана малашне те çӗнтерӳсем, ăнăçу сунатпăр.

- Тавтапуç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: