Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Экоçуркунне пуçланать, шăкăрч йăвисем хатӗр-и?

Малашне ТР Экологи министерствин сотрудникӗсене çутçанталăка вараланă тӗслӗхсене çийӗнчех вырăна кайса тӗрӗслеме тата меллӗрех пулать. Мӗншӗн тесен апрелӗн 2-мӗшӗнче ирхине (8.20 сехетре) Хусанти Салих Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗ умӗнчи тӳремре ТР Президенчӗ Рустам Минниханов вӗсене çӗнӗ машина уççисене парать. Çак мероприятире Экоçуркунне - 2018 экологи икӗ уйăхлăхне те пуçарӗç....

Малашне ТР Экологи министерствин сотрудникӗсене çутçанталăка вараланă тӗслӗхсене çийӗнчех вырăна кайса тӗрӗслеме тата меллӗрех пулать. Мӗншӗн тесен апрелӗн 2-мӗшӗнче ирхине (8.20 сехетре) Хусанти Салих Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗ умӗнчи тӳремре ТР Президенчӗ Рустам Минниханов вӗсене çӗнӗ машина уççисене парать. Çак мероприятире Экоçуркунне - 2018 экологи икӗ уйăхлăхне те пуçарӗç. Аса илтеретпӗр, кăçал вăл #АЙДАВЫХОДИ лозунгпа иртет, символӗ пурте килӗштернӗ акăш пулать.

Çав кунах кăнтăрла 12 сехетре Дубравная урамӗнчи вăрмана çӳп-çапран тасатӗç. Кунсăр пуçне ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин сотрудникӗсем обществăлла организацисен хастарӗсемпе, вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсемпе пӗрле 20 шăнкăрч йăви çакӗç. (Сăнӳкерчӗк http://sadyrad.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев