Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Экоçуркуннере» çӗнтернисене парне кӗтет

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра экологипе санитари икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ. ТР экологи министрӗ Александр Шадриков ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, икӗ уйăхлăхра кăçал çӗнӗлӗхсем пулаççӗ. Вӗсенчен пӗри - экологи ыйтăвне студентсене явăçтарни. Малашне юраман вырăнта çӳп-çап пăрахнине асăрхасан студентсем те сăн ӳкерсе «Халăх контрольне» ярса пама пултараççӗ. Чи активлисене «Чи...

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра экологипе санитари икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ. ТР экологи министрӗ Александр Шадриков ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тăрăх, икӗ уйăхлăхра кăçал çӗнӗлӗхсем пулаççӗ. Вӗсенчен пӗри - экологи ыйтăвне студентсене явăçтарни. Малашне юраман вырăнта çӳп-çап пăрахнине асăрхасан студентсем те сăн ӳкерсе «Халăх контрольне» ярса пама пултараççӗ. Чи активлисене «Чи хастар ВУЗ, чи хастар ССУЗ», «Чи хастар студент» номинацире парне кӗтет.

«Экоçуркунне - 2018» конкурса республикăри организацисемпе предприятисем, учрежденисем кăна мар, çемьесем те хутшăнӗç. Аса илтеретпӗр, конкурс икӗ тапхăрпа иртет, пӗрремӗшӗ - районсенче, иккӗмӗшӗ республикăра. Паллах, хастаррисене кунта та парне кӗтет. Комисси экоçуркуннене хутшăннă чи лайăх шкула, садике, предприятие тата çемьене палăртать. Чи лайăх çемьене, тӗслӗхрен, Крыма канма каймашкăн путевка парӗç.

Тепӗр çӗнӗлӗх вăл - экологи икӗ уйăхлăхне хастар хутшăнакан муниципаллă районсене ача-пăча вăйă площадки парнелени.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев