Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗр кӗтес те тимлӗхсӗр юлмӗ

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов паян ирхине Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗ умӗнчи тӳремре ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин 16 сотрудникне çӗнӗ машина уççине пачӗ. Çапла вара вӗр-çӗнӗ 12 «Шевроле Нива», 2 «Лада Приора», УАЗ тата Polaris мотовездеход республикăри Экологи министерствин Хусанти, Пăвари, Чистайри, Çырчаллинчи, Арскпа Элметри, Азнакайри, Анат Камăри...

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов паян ирхине Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗ умӗнчи тӳремре ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин 16 сотрудникне çӗнӗ машина уççине пачӗ. Çапла вара вӗр-çӗнӗ 12 «Шевроле Нива», 2 «Лада Приора», УАЗ тата Polaris мотовездеход республикăри Экологи министерствин Хусанти, Пăвари, Чистайри, Çырчаллинчи, Арскпа Элметри, Азнакайри, Анат Камăри уйрăмӗсене кайрӗç.

Çакона пăсса çутçанталăка вараланă тӗслӗхсене халӗ экологсен çийӗнчех тӗрӗслеме май пуррине ТР Президенчӗ Р.Минниханов та палăртрӗ. «Кунта чи кирли - закона пăснине шута илни. Росприроднадзор çак системăра ӗçлес кăмăл пуррине пӗлтерчӗ. Ку тӗрӗс. Сирӗн пӗрлехи ӗçӗр лайăх кăтарту тăвӗ. Республикăн экологи хăрушсăрлăхӗ енӗпе пуçарусене малашне те пулăшса пырăпăр. Экологи тасалăхӗ вăл - сывлăх никӗсӗ. Юлашки вăхăтра çак ыйтăва федераци, республика, муниципалитет шайӗнче нумай тимлӗх уйăраççӗ. Республикăра экологи сăнавӗн çирӗп системине йӗркеленӗ. Паллă ӗнтӗ, ку сисема хальхи технологипе ӗçлет. Мобильлӗхсӗр, ятарлă хатӗрсемсӗр ыйтусене татса пама çав тери йывăр»,- терӗ вăл хăйӗн саламлă сăмахӗнче.

Аса илтеретпӗр, паян республикăра экоçуркунне экологи икӗ уйăхлăхӗ те пуçланчӗ. Вăл кăçал #айдавыходи лозунгпа иртет.

Икӗ уйăхра республика территорийӗн экологипе санитарине лайăхлатас енӗпе ӗçлӗç. Тӗп пусăм юраман вырăнта тунă çӳп-çап куписене тупса палăртасси пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев