Сувар

Елабугӑна симӗс нӑрӑ тапӑннӑ

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнӑшӑн Елабуга ҫыннисем чухлӗ савӑнаканни республикӑра ҫук пуль. Вӗсем кăçал хулана симӗс нăрă ройӗ (шпански шăнисем) тапăннипе тарăхса çитнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Нӑрӑсем сирень çулçине çиеççӗ-мӗн. Тӗме çаратнисӗр пуçне таврана усал шăршă сараççӗ. Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, алăпа тытмасан вӗсем çын сывлăхӗшӗн хăрушă мар. Перӗнсен кӑна наркăмăш кăлараççӗ. Усал...

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнӑшӑн Елабуга ҫыннисем чухлӗ савӑнаканни республикӑра ҫук пуль. Вӗсем кăçал хулана симӗс нăрă ройӗ (шпански шăнисем) тапăннипе тарăхса çитнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Нӑрӑсем сирень çулçине çиеççӗ-мӗн. Тӗме çаратнисӗр пуçне таврана усал шăршă сараççӗ. Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, алăпа тытмасан вӗсем çын сывлăхӗшӗн хăрушă мар. Перӗнсен кӑна наркăмăш кăлараççӗ. Усал шăршă вара вӗсен каяшӗсенчен тухать.

Шел те, нăрăсене хулара наркăмăшлă препаратсемпе сапма юрамасть, çын сывлăхӗшӗн хăрушă. Çавăнпа елабугăсен хальлӗхе нăрăсем вӗҫсе кайиччен чăтмах тивет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: