Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Электронлă çăмăллăхсем вăй илеççӗ

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР вице-премьерӗ - ТР информатизаци тата çыхăну министрӗ Роман Шайхутдинов Тутарстанри патшалăх тата муниципаллă услугăсен порталӗн «ТР услугисем» çӗнелнӗ мобиллӗ приложенийӗ çинчен каласа пачӗ. Android тата IOS платформасем çинчи çӗнелнӗ приложени версийӗ октябрӗн 26-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçланă. Р.Шайхутдинов пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун мобиллӗ приложени урлă...

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР вице-премьерӗ - ТР информатизаци тата çыхăну министрӗ Роман Шайхутдинов Тутарстанри патшалăх тата муниципаллă услугăсен порталӗн «ТР услугисем» çӗнелнӗ мобиллӗ приложенийӗ çинчен каласа пачӗ. Android тата IOS платформасем çинчи çӗнелнӗ приложени версийӗ октябрӗн 26-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçланă.

Р.Шайхутдинов пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун мобиллӗ приложени урлă 17 патшалăх услугипе усă курма пулать. Вӗсенчен чи усă кураканнисем - ÇКХ, сотовăй çыхăну, ача сачӗшӗн тӳлесси, тухтăр патне çырăнасси.

Çулталăк пуçланнăранпа приложение смартфонсем çине 99775 хутчен хушнă, пӗлтӗрхипе танлаштарсан çакă 1,7 хут нумайрах. Приложенипе усă куракансен шучӗ ӳссе пыни унпа интересленнине кăтартать, çавăнпа та разработчиксем ăна тата та меллӗрех, çăмăлрах тăвас тесе тăрăшаççӗ. Сăмахран, çӗнетнӗ верси киввинчен сервиссенче пусмалли кликсен шучӗ сахалланнипе, уведомленисем хушăннипе уйрăлса тăрать. Çӗнӗлӗхсенчен пӗри - приложенире «Центр уведомлений» пай туни. Унта хваттер счет-фактурисем, çул-йӗр йӗркисене пăснишӗн килнӗ штрафсем çинчен информаци илсе тăма пулӗ. Кунсăр пуçне ӳлӗмрен çул-йӗр правилисене пăснишӗн килнӗ штрафсене телефон урлă кӗрсе тӗрӗслеме пулать. Тепӗр çӗнӗлӗх - ӳлӗмрен çӗнетнӗ приложени урлă Ешӗлвар, Анат Кама тата Çырчалли çыннисен Шкул ачи картин балансне тултарма май пулни. Республика çыннисем Yota тата Tele2 сотовăй çыхăну операторӗсен услугисемшӗн çӗнетнӗ приложени урлă тӳлеме пултарӗç.

Р.Шайхутдинов сăмахӗсемпе, çулталăк вӗçлениччен приложение тутар чӗлхи çине те куçармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев