Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Елена Лядова: «Рольсене ăнсăртран суйламастăп»

Çак актрисăпа çывăхрах паллашсан вăл вылянă киносене малтанласа тӳрех аса та илеймерӗм. Сăнран пит улшăнман пулсан та кӗлеткипе палламалла мар улшăннă - çӳхелнӗ. Сăмах Елена Лядова çинчен пырать. Интервью пама пит юратсах каймасть, çавăнпа журналистсенчен пăрăнма тăрăшать. Çавах та унпа пӗр чӗлхе тупма пултартăм. Харпăр пурнăçӗ çинчен калаçма юратманнипе сăмах...

Çак актрисăпа çывăхрах паллашсан вăл вылянă киносене малтанласа тӳрех аса та илеймерӗм. Сăнран пит улшăнман пулсан та кӗлеткипе палламалла мар улшăннă - çӳхелнӗ. Сăмах Елена Лядова çинчен пырать. Интервью пама пит юратсах каймасть, çавăнпа журналистсенчен пăрăнма тăрăшать. Çавах та унпа пӗр чӗлхе тупма пултартăм. Харпăр пурнăçӗ çинчен калаçма юратманнипе сăмах ытларах ӗç пирки пулчӗ. Чăннипех те, актриса чуна çийӗнчех тыткăнлама пултараканскер, ытларах тӗлӗнтерет - ӗçченлӗхӗпе, ăнăçулăхӗпе.

Елена Лядова - театрпа кино актриси, «Ника», «Золотой орел» премисен виçӗ хутчен лауреачӗ, чи лайăх хӗрарăм ролӗшӗн Мускав кинофестивалӗн парнине тивӗçнӗ (2015), «ТЭФИ» премине те илме пултарнă (2016). Профессие вăл чун туртнипе килнӗ, мӗн ачаранах сцена çине куракансем умне тухма ӗмӗтленнӗ.

- Эп пӗлнӗ тăрăх, эсир Щепкин училищинчен вӗренсе тухнă.

- Çапла, тӗлӗнмелле лайăх курсчӗ пирӗн, ушкăнра эпир 21-ӗнччӗ. 2002 çулта вӗренсе пӗтертӗмӗр те Санкт-Петербургпа Мускав театрӗсене «парăнтарма» тухса кайрăмăр. Манпа пӗрле вӗреннисем Современникра, МХТра, ТЮЗра ӗçлеççӗ, нумайăшӗ Питӗрте. Кинора эпир виççӗн - Алла Юганова, «Сибирочка» сериалтан пӗлме пултаратăр ăна, «Юнона и Авось» мюзиклта тӗп рольте вылять, Тимофей Требунцев, часах проката вăл тӗп рольте вылянă «Монах и бес» кинофильм тухать. Ыттисем пурте тенӗ пек театрта. Щепкăна пӗтернӗ хыççăн мана Пысăк Драма театрне чӗнчӗç, темшӗн хăяймарăм, Мускавра юлтăм, анне, тăвансем çакăнта пурăнни те витӗм кӳчӗ пуль. Çамрăксен театрӗнчен пуçларăм хамăн карьерăна. Ăна Генриетта Яновскаяпа Кам Гинкас ертсе пыратчӗç. Малтанласа хама кунта вăхăтлăх кăна тесе шутларăм, анчах сисмерӗм те театра юратса пăрахрăм, тӗлӗнмелле энергетика унта. Питӗ нумай премьерăна хутшăннă, вунă çул ӗçлерӗм ТЮЗра. «Золотой петушок», «Счастливый принц», «Роберто Зукко», «Трамвай Желание» постановкăсенче вылянă.

- Кинона еплерех лекрӗр?

- 2002 çулта паллă режиссерпа, Алексей Ефимович Учительпе, тӗл пулса паллашрăмăр. Вăл пур çӗрте те актерсене шырать, театрăн аслă шкулӗсене, постановкăсене çӳрет. Çӗнӗ «сăнсем» шырать. Çапла майпа мана та тупрӗ. Алексей Учитель кинопа «тӗллентерсе» ячӗ те ӗнтӗ. «Космос как предчувствие» киноран пуçланчӗ ман çул. Пӗрремӗш партнерсем хушшинче Евгений Миронов, Ирина Пегова, Евгений Циганов пулчӗç. Иккӗмӗш роле Андрей Прошкинăн «Солдатский Декамерон» киновӗнче вылярăм.

- 40-е яхăн кинокартинăра ӳкерӗннӗ эсир. Европăри çамрăк режиссер та чӗннине илтнӗ, вăл Лос-Анджелесра эмигрантсем çинчен кино ӳкересшӗн пулнă. Çакăн пек лайăх сӗнӳрен мӗншӗн пăрăнтăр, Голливуда кайма килӗшмерӗр?

- Мӗнле калас, çемьери лару-тăрăва пула. Пурнăç опычӗ тăрăх калама пултаратăп: ăçта çуралнă - çавăнта кирлӗ пулнă тенинчен лайăхраххи çук. Эпӗ çăмăллăнах ӗçе те, куракансене те пăрахса тухса каяймастăп. Майлашăнса пыракан хутшăнусенчен те уйрăлаймастăп. Темле пулать-ха унта инçетре? Пӗлменлӗх мана кăштах хăратать те.

- Хăвăр сăмахăрсенчен çемье сирӗншӗн чи хакли, уйрăмах аннӗрпе туслă.

- Аттепе анне кинопа çыхăнман. Атте çар çынни, анне обществăлла апатлану инженер-технологӗ пулсан та мана актер профессине вӗренме чармарӗç. Кинофестивальсене эпӗ ялан аннепе тата шăллăмпа çӳретӗп. Çемье маншăн - йăлт. Хамăн çитӗнӳсене те пӗтӗмпех аннешӗн тăватăп. Тавах вӗсене мана ăнланнăшăн. Кăçал шăллăм та шкула ылтăн медальпе вӗçлесе эпӗ вӗреннӗ Щепкин училищине вӗренме кӗчӗ. Ăна килӗшессе иккӗленместӗп.

- Выляма тивнӗ рольсене епле йышăнатăр? Мӗнлерех йӗр хăвараççӗ вӗсем сирте, характерăрта?

- Эпӗ хам ӗçе, профессие парăнса ӗçлекен çын. Çак яваплăха çирӗп туятăп. Рольсене ăнсăртран суйламастăп. Кашни манра мӗнле те пулин йӗр хăваратех, пӗр-пӗр темăпа шухăшлаттарать, хамра çӗннине курма пулăшать. Рольсене мана, Елена Лядовăна, мӗн çинчен те пулин шухăшлатармаллисене суйлатăп.

- Елена, эсир «Пепел» кинокартинăра тӗп рольте вылянă, партнерсем те паллă актерсем. Кинова пăхсан роль сире çăмăллăнах парăннă пек туйăнать. Çапла-и ку?

- Унта мана Вадим Перельман режиссер чӗнчӗ, Америкăра ăна лайăхрах та пӗлеççӗ. Унăн «Дом из песка и тумана» картинине Оскара та тăратнă пулнă. Раççее Перельмана вăрçă çинчен телесериал ӳкерме чӗнсе илнӗ. Арçын ролӗсене Владимир Машковпа Евгений Миронова çирӗплетнӗ те пӗр пӗчӗк эпизода хӗрарăм актрисăна шыраççӗ. Вадим списока кӗртнӗ кашни актрисăпа паллашнă хыççăн черет ман пата çитрӗ, калас пулать, Раççей актерӗсене вăл начар пӗлет. Эпизодра ăна килӗшрӗм-тӗр, вара вăл мана тӗп ролех çирӗплетрӗ. Çулсем иртсен каллех чӗнсе илчӗ, халхинче ТНТ валли «Измены» сериалта ӳкерӗнтӗм.

- Сире Андрей Звягинцевпа та ӗçлеме тӳр килнӗ.

- Андрей хăйне евӗр автор, унăн харпăр тӗнче моделӗ, хутшăнусем. Çавăнпа унпа савăнсах ӗçлеме килӗшрӗм. Кинокартинăри тӗп тема çынсене юратма килӗшменнипе, чунра Турă çуккипе çыхăннă.«Левиафанра» выляса ман çынсене юрату пурнăçра чи кирлине калас килчӗ. Юрату пулмасан Турă та çӗр çинчен пăрахса каять, эпир вара тӗпсӗр шăтăка чăматпăр. Героиня çак ăнлав патне çитиччен кăткăс çул утса тухать. Юрату, Турра шырани çинчен çав кино.

- Нумай роле эсир хăвăртан хушнă пек туйăнать. Кун пирки режиссерсемпе тавлашма тӳр килмест-и?

- Эп хуть хăçан та хамран мӗн-тӗр хушатăпах, пӗр роль те шаблонти пек юлмасть. Ялан мӗн те пулин улăштаратăп, текста та, паллах, режиссерпа канашламасăр мар. Хăш чухне темӗнччен ӳкӗте кӗртме тивет, хирӗçиччен мар ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен эп хам роле пӗр тӗрлӗ куратăп, режиссершăн вăл пысăк картинăри пӗчӗк пăнчă пек пулма пултарать. Çавăнпа кăштах тӗс кӗртме тăрăшатăп. Сăмахран, «Левиафанра» пӗр сцена пур, унта Дмитрий Мускава тухса каять. Манăн героиня вара тусӗпе ӗçре тӗл пулать. Сценарипе вӗсем тантăшӗпе Дмитрий тухса кайни, хӗрарăм ун хыççăн кайма хатӗрри пирки калаçмалла. Анчах, ман шутпа, сăнарăн кунта калаçăва хутшăнмасан лайăхрах, мӗншӗн тесен калаçсан шалти туйăмсене элек шайне антарнă пек, çынна çӗнӗрен çуралма чăрмантармалла мар. Куракансене, тен, ăнланмалла мартарах пуль, анчах маншăн ку кирлӗччӗ.

Кино пăхнă чух çын сăнарта хăйне куртăр е палланă лару-тăрăва туйтăр тесе тăрăшатăп. Ун чухне тин этем чӗри патне çул тупма пулать.

- Кинона пула эсир театра хăварнă. Яланлăха-и е таврăнма шутлатăр?

- Театр - актершăн иккӗмӗш кил тенипе килӗшсех каймастăп. Кашни ăна хăйле виçет. Кашнин хăйӗн пурнăç шкулӗ, университечӗ, ку аталану çулӗ. Актер опытне театрта пуçтартăм, мӗнле калас, вăл мана хама ирӗклӗрех туйма пулăшрӗ. Кино та маншăн шутсăр хаклă, пысăккăн ӳкернине, экран урлă парăнакан хăйне евӗр энергетикăна юрататăп. Кинематограф тӗлӗнмелле искусство, кино пӗлтерӗшӗ килтен те пысăкрах. Çак професси маншăн, чăннипех те кил пулчӗ теме пултаратăп.

- Сирӗншӗн кам авторитет? Актерсенчен кама ытларах палăртатăр?

-Кумирсем пур тесе калаймастăп. Ман шутпа, кашнин пӗр-пӗринчен вӗренмелӗх пур. Талантлă çынсенчен вӗренме тăрăшатăп, вӗсене авторитет теме пулать. Андрей Звягинцев, сăмахран, хăй те актертан тухнă. Çавăнпа пире лайăх ăнланать, унăн режиссерла задачисем актер чунӗнчен капланса тухаççӗ. Андрей актерсене шанать. Çапах та кастингсене те вăрах ирттерет, çур çула та тăсăлаççӗ хăш чухне. Вăл хăй шухăшне куракансене çитерме пултаракансене шырать. Сăмах май, Андрейпе эпӗ «Левиафанчченех» паллашнăччӗ. «Изгнание», «Нью-Йорк, я тебя люблю» картинăсенчи тӗп сăнарсене вырăсла сасăлатма хутшăннăччӗ. Çакăн пек режиссерпа ӗçлеме тӳр килни вăл телей, калаçмалли те пайтах, шухăшлаттараканни те пур.

- Елена, эсир ăнăçуллă çын, карьера шутланă пек пулса пырать. Ăнăçу пуçа çавăрмасть-и?

- Ăнăçу маншăн шалти туйăмсене тивӗçтернипе çыхăннă. Енчен те шалта пушă пулсан, ку мана савăнăç кӳмест, ырату кăна. Эсир мана паллă çынсем шутне кӗртсен те. Туйăмсемпе тулли чухне кăна эпӗ телейлӗ, çавăн чухне тин ăнăçăва туятăп. Суймасăр каласан, урамра палласа илни савăнтарать, ăна профессирен уйăрса илеймӗн.

- Малашне хăвăра режиссер ӗçӗнче тӗрӗслесе пăхма шутламан-и?

- Кун пек амбицисем манăн çук. Ӗçленӗ чух çак процеса кăштах хутшăнма тивсен те ун пирки шутламастăп, çавах та эпӗ актриса. Режиссер ӗçӗ - кăткăс ӗç.

- Эсир киносенче те, сериалсенче те ӳкерӗннӗ. Сирӗн шутпа, мӗнпе уйрăлса тăраççӗ вӗсем?

- Пӗрремӗшӗнчен, производство енчен. Кинофильм ӳкерме пӗр вăхăт, телесериала тепӗр вăхăт кирлӗ. Ак, Достоевскиех илер. Унăн «Братья Карамазовыне», сăмахран, пӗр кинона шăнăçтарма çук, шухăшне сериалта кăна уçма пулать. Телесериалсене пурне те юрăхсăр теме çук. Кунта йăлтах режиссерпа актерсен, ӳкерекенсен ушкăнӗн пултарулăхӗнчен килет. Ӗç енӗпе, чăнах та, уйрăмлăхсем пур. Пӗр ӗç кунне илер. Телесериал валли 15 минутлăх сцена ӳкеретпӗр пулсан, унти 12-15 минут усăллă, ку пӗтӗмпех сериала кӗрет. Илемлӗ кинора васкавлăх çук. Сценăна нумайран та 5 минут ӳкереççӗ. Укçаллă режиссерсем репетици тума та пултараççӗ, тепӗр кун тин ӳкерме тытăнаççӗ. Кунта роль пирки тарăнрах шутлама, партнерсемпе калаçма вăхăт пур, сериалта вара ытларах сюжет хыççăн каятпăр, ку иккӗмӗшӗнчен.

- Сирӗн сăмахăрсемпе, лайăх актер хăй çинчен манса теприне çул уçма тăрăшмалла. Ун чухне тин вӗсем çăлтăр пек çиçме пултараççӗ.

- Телее, пурнăçра мана чи лайăх актерсемпе ӗçлеме тиврӗ. Никам çинчен те япăх калаймастăп. Женя Миронов, Ира Пегова, Володя Капустин, Владимир Вдовиченков (мăшăрӗ. -Авт.), Алексей Серебряков, Ира Розанова, Константин Хабенский, Владимир Машков - пурте тӗлӗнмелле çынсем! Вӗсем пысăк юратăва тивӗç.

- Паллах, ӗнтӗ сирӗн пушă вăхăт сахал. Май килсен ăна мӗнле ирттеретӗр?

- Театр училищинче вӗреннӗ май, кино историне пире вӗрентмен. Çавăнпа вăхăт тупăнсанах кинематографипе кăсăкланатăп, Совет тапхăрӗнчи киносене юрататăп. Хальхи вăхăтра Франци режиссерӗсен Француа Трюффопа Жан Люк Годар ӗçӗсемпе кăсăкланатăп. Тавах мăшăрăма Володьăна, вăл ВГИК пӗтернӗ те мана кино историйӗпе савăнсах паллаштарать, ик эрнере пӗрре «Миминона» пăхатпăр, Георгий Данэлиян, Эльдар Рязанов ӗçӗсем кăмăла каяççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев