Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Эпӗ сасăларăм!» концерт пиншер суйлавçа пуçтарчӗ

Суйлава хутшăннă Хусансемпе хăнасем валли хальхи вăхăтра «Казань-Арена» стадионра эстрада çăлтăрӗсем Валерий Меладзе, Егор Крид, Салават тата Элвин Грей юрлаççӗ. Раççей, Тутарстан тата Пушкăртстан çăлтăрӗсен концертне РФ Президенчӗн суйлавне хутшăнса алла çыхмалли ятарлă сулăсем илнӗ хуть кам та хутшăнма пултарать. Çанталăк ăшах мар пулин те концерт пуçланичченех стадион умне пиншер...

Суйлава хутшăннă Хусансемпе хăнасем валли хальхи вăхăтра «Казань-Арена» стадионра эстрада çăлтăрӗсем Валерий Меладзе, Егор Крид, Салават тата Элвин Грей юрлаççӗ.

Раççей, Тутарстан тата Пушкăртстан çăлтăрӗсен концертне РФ Президенчӗн суйлавне хутшăнса алла çыхмалли ятарлă сулăсем илнӗ хуть кам та хутшăнма пултарать. Çанталăк ăшах мар пулин те концерт пуçланичченех стадион умне пиншер çын пухăннăччӗ ӗнтӗ. Уяв хăнисене сивӗ хăратмасть, вӗсен кунта вӗри чей ӗçсе ăшăнма май пур. Концерта килнӗ кашни çын, аслисенчен пуçласа ачасем таранах, кунта хăйне валли интереслине тупать. Ачасем валли ятарлă шатерсем ӗçлеççӗ. Концерта «Пӗрремӗш каналăн» ертӳçи, пирӗн ентеш Максим Шарафутдиновпа «Четыре татарина» КВН командин пайташӗ Михаил Волконадский ертсе пыраççӗ. Концерт каçхине 22 сехетре салютпа вӗçленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев