Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эпир хатӗр!

Тин кăна «Татар-информ» ИАра Конфедерацисен Кубокӗ умӗнхи хатӗрленӳ ӗçӗсен пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ вӗçленчӗ. Унта хутшăннă ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ А.М. Мингулов пӗлтернӗ тăрăх, Хусан çак пысăк спорт мероприятине веçех хатӗр. Июлӗн 2-мӗшӗччен пыракан Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче хулара 2000 пине яхăн волонтер ӗçлет. Вӗсенчен 1260-шӗ - стадионсенче. Болельщик паспортне...

Тин кăна «Татар-информ» ИАра Конфедерацисен Кубокӗ умӗнхи хатӗрленӳ ӗçӗсен пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ вӗçленчӗ. Унта хутшăннă ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ А.М. Мингулов пӗлтернӗ тăрăх, Хусан çак пысăк спорт мероприятине веçех хатӗр. Июлӗн 2-мӗшӗччен пыракан Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче хулара 2000 пине яхăн волонтер ӗçлет. Вӗсенчен 1260-шӗ - стадионсенче.

Болельщик паспортне илсе ӗлкӗрейменнисен те пăшăрханмалли çук. Ăна хулари Бауман урамӗнчи 44/8-мӗш, Четаев урамӗнчи 10-мӗш çуртсенче тата матч кунӗсенче стадион умӗнчи павильонсенче илме пулать. Ку Паспортпа ăмăртăва кӗме кăна мар, хулари обществăлла транспортпа (пурӗ 65 автобус, 6 трамвай, 11 троллейбус маршручӗ) çӳреме тата матчсем иртекен хуласене поездпа тӳлӗвсӗрех кайма пулать.

Çул çӳрекенсене пӗлсе тăма: Матчсем пуçланас умӗн 4 сехет маларах обществăлла тата ытти транспорта çӳреме чараççӗ, матч вӗçленнӗ хыççăн икӗ сехетрен çулсене уçаççӗ.

Хусанта иртекен матчсен, транспорт расписанийӗсемпе, объектсен адресӗпе, культура программипе тата ытти информаципе тӗплӗнрех www.kzn2018.com сайтра паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев