Сувар

Эпир вӗт тăвансем, пӗр халăх

Мартăн 18-мӗшӗнче çӗршывра Крыма Раççей Федерацийӗн йышне кӗртнине паллă турӗç. Виçӗ çул иртсе кайрӗ унтанпа. Мӗн улшăнчӗ-ха çак хушăра Крым Республикинче? Чи пысăк проектсен шутне Керч проливӗ урлă кӗпер хывма пуçланине кӗртмелле пуль. Ку енӗпе скептиксем нумай, уйрăмах политиксем хушшинче. «Кӗпере халӗ те туса пӗтермен, çулсем мӗнле пулман, çаплипех çук,...

Мартăн 18-мӗшӗнче çӗршывра Крыма Раççей Федерацийӗн йышне кӗртнине паллă турӗç. Виçӗ çул иртсе кайрӗ унтанпа. Мӗн улшăнчӗ-ха çак хушăра Крым Республикинче? Чи пысăк проектсен шутне Керч проливӗ урлă кӗпер хывма пуçланине кӗртмелле пуль. Ку енӗпе скептиксем нумай, уйрăмах политиксем хушшинче. «Кӗпере халӗ те туса пӗтермен, çулсем мӗнле пулман, çаплипех çук, коррупципе айăпланнисем çав тери нумай, 2014 çулчченхи пурнăçпа танлаштарсан, нимӗн те улшăнман», - теççӗ вӗсем. Хирӗçле шутлакансем те пайтах.

«Раççейшӗн ку чăнах та гео­политика триумфӗ-ши?» - тесе ыйту лартакансем те пур. Политика наукисен кандидачӗн Иван Преображенскийӗн шухăшӗпе, Крым хăй ирӗкӗпе кӗмен Раççей йышне. Крыма Раççей шутне илнине палăртма вăл «аннексия» сăмахпа усă курать. Ку вăл пӗр патшалăх тепӗр патшалăха хăй йышне пӗр енлӗн йышăну туса вăйпа илни. Ун сăмахӗсемпе, Мускав Крыма илсе хăй умне темиçе тӗллев лартнă. Вӗсенчен пӗри çурма утравăн паянхи статусне тӗнче сообществине йышăнтарма тăрăшнипе çыхăннă. Анчах кӗтни пулмарӗ, Раççейӗн чи шанчăклă союзникӗсем те шăпăрт тăчӗç. Çавăн хыççăн ЕС çӗршывӗсем Раççее хирӗç санкцисем йышăнса пӗтерчӗç. Хӗвеланăçри политиксемпе обществăлла лидерсен шухăш-кăмăлне çавăрма лартнă задача та пурнăçланаймарӗ. Анчах кирлех-и ку хăй тӗллӗнлӗхлӗ çӗршыва? Анăçри политика элитине пӗр енӗпе кăна ӗнентерме пултарнă - çурма утрава Украинăна тавăрса пама çине тăрсан та ăна тума çăмăл пулмӗ. Преображенский Хӗвелтухăç Украинăри вăрçă Крым Раççей шутне кӗнӗ хыççăн пуçланнă тенипе вара нимле те килӗшме çук. Имӗш çапла майпа Раççей тӗнче сообществин тимлӗхне Крымран «хăпăтма» шутланă. Анчах пурте пӗлетпӗр, Украинăри вăрçăллă лару-тăру самай маларах пуçланчӗ. Политиксен Крым пирки шухăшӗ икке пайланчӗ. Пӗрисем ыррине курнă чух, теприсем япăххине палăртаççӗ. Объективлă пăхас пулсан, Крым Республикин экономики хăй тӗллӗн хальлӗхе аталанаймасть, ресурссем çук. Шăпах çакă хумхантарать те хăш-пӗрне. Унти халăх пурнăçне лайăхлатас тӗллевпе Раççейри ытти регионсене финанслассине чакарнине эффективлă хатӗр теме çук теççӗ. Ку енӗпе ӗçлемелӗх пур.
Апла-и, капла-и - Крым пи­рӗн - историе пăхас пулсан та. Ман шутпа, Анăç Крыма Раççей шайӗнче курас теменнинчи чи паллă сăлтавӗ çӗршывăмăрăн ахаль те анлă çӗрӗсем сарăлнипе çыхăннă. Раççейӗн геополитики вӗсене килӗшмест. Мӗн кӗтмелли пур, енчен те ӗлӗк-авал­танах вӗсем пирӗн çӗрсене ăмсанса пурăннă пулсан.
Иртнӗ çулхи июль уйăхӗн пуçламăшӗнче мана та Крымра пулса курма, ахаль çынсен пурнăçӗпе паллашма май пулчӗ. Чи малтан çынсем хăйсене Раççей шутӗнче мӗнле туйни интереслентерчӗ. Нумайăшӗнчен кун пирки ыйтса пӗлтӗм. Çамрăксенчен ытларахăшӗ кă­мăлсăр пулни сисӗнчӗ. Кăна вӗсем уççăн пӗлтермесен те пит-куçӗнчен, ыйтуран пăрăннинчен пӗлме пулчӗ. Сăлтавӗ - Украина шутӗнче юлса Евросоюза кӗме тӗмсӗлни. Çак ӗмӗт татăлни вӗсене хурлантарать. Крым тутарӗсем тесен, хирӗç калаçакан пӗр çынна та курма пулмарӗ. Пурте хавхаланнă, хамăр Тутарстанран килнине пӗлтерсен кучченеçсем парса тултарчӗç. «Эпир вӗт тăвансем, пӗр халăх», - хӗпӗртесе калаçрӗç вӗсем.
Севастополе паромпа каçнă чухне пӗр питӗ те интереслӗ çынпа паллашма тӳр килчӗ. Эпӗ журналист пулнине пӗлсен, хăй хушаматне кăтартмалла марри пирки пӗлтерчӗ. Сергей патшалăхăн тинӗс çар флотӗнче тăнă, халӗ отставкăна тухнă, çар званийӗ те унăн пысăк. Çапах ыйтăва вăл уççăн хуравларӗ.
- Мӗнле шутлатăр, мӗн пулатчӗ паян крымсемпе, енчен те Украинăра юлнă пулсан? Калатăп: вăрçă. Ун çумӗнче Донбаспа Донецкри лару-тăру темех мар пек курăнатчӗ. Паян эпӗ сирӗнпе юнашар Севастополе паромпа мирлӗн каçман пулăттăм, Раççей турисчӗсем те пулмастчӗç. Ун вырăнне эпӗ Крым вăрманӗсенче пытанса автоматпа чупнă, çапăçнă пулăттăм. Çемьене Раççее ăсатнă пулăттăм, пирӗн тымарсем çавăнтан. Тен, паян кунччен пурăнаймăттăм та. Акă мӗн кӗтетчӗ пире. Паллах, Крымра урăхла шутлакансем те пур, вӗсем ытларах украинсем. Ӗмӗртен кунта пурăннăскерсене хăваласа кăлармастăн вӗт, килӗ кунта вӗсен. Çапла, Евросоюза кӗме ӗмӗтленнисем те пулнă. Паллах, кăмăлсăр çӳреççӗ. Анчах ку иртет. Ырă улшăнусем халех курăнаççӗ. Тата пурте пӗр шухăшлă пулаймаççӗ, кашкăр та ав, темле лайăх çитерсен те, вăрманаллах пăхать, ку норма, - пӗтӗмлетрӗ хăй шухăшӗсене Сергей.
Крым хулисем хальлӗхе чăнах та Раççейрисемпе танла­шай­маççӗ. Украина унта нимӗн те туман. Анчах çавах та совет тапхăрӗнчи киносенчи сăнсене курма кăмăллă пулчӗ, темле чуна çывăх пулса кайрӗ. Майӗпен кунта та пурнăç майлашăнса пырать. Вӗрентӳ, медицина, ытти учрежденисене юсаса çӗнетнине паян хыпар хатӗрӗсенчен те куратпăр. Халăх та Раççее таврăннишӗн хӗпӗртенӗ, ку вара чи пӗлтерӗшлӗ аргумент.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: