Сувар

Эрех ăçта сутнине кала – укçа параççӗ

Закона пăсса алкоголь сутнине пӗлтернӗшӗн Тутарстанра пӗлтӗр 120 çынна пурӗ 303 пин тенкӗ укçа тӳленӗ. Кăçал вара çапла майпа 95 çын 358 пин тенкӗ «ӗçлесе» илнӗ. Аса илтеретпӗр, закона пăсса эрех сутассипе кӗрешме республикăра халăха та явăçтарчӗç. Çак тӗллевпе 2016 çулхи май уйăхӗнче эрех сутнине пӗлтернӗшӗн граждансене укçа-тенкӗпе хавхалантарма йышăнчӗç....

Закона пăсса алкоголь сутнине пӗлтернӗшӗн Тутарстанра пӗлтӗр 120 çынна пурӗ 303 пин тенкӗ укçа тӳленӗ. Кăçал вара çапла майпа 95 çын 358 пин тенкӗ «ӗçлесе» илнӗ.

Аса илтеретпӗр, закона пăсса эрех сутассипе кӗрешме республикăра халăха та явăçтарчӗç. Çак тӗллевпе 2016 çулхи май уйăхӗнче эрех сутнине пӗлтернӗшӗн граждансене укçа-тенкӗпе хавхалантарма йышăнчӗç. Хыпарсене ТР патшалăх услугисен порталӗнче «Халăх контролӗ» пайӗнче хăвармалла. Çак мел эффективлă пулнине кура кăçал бюджетран уйăракан укçан суммине 2 миллион тенке (пӗлтӗр 1 миллион пулнă) çитерчӗç.

Премин сумми закона пăснă тӗслӗхрен килет. Енчен те закона пăсса алкоголь сутакан уйрăм çын е предприниматель енӗпе пӗлтернӗ хыпар тăрăх административлă протокол çыраççӗ-тӗк, пӗлтерекене пин тенкӗ параççӗ. 10-100 литр эрехе туртса илеççӗ е лицензисӗр эрех сутни тӳрре килет-тӗк, 2 пин тенкӗ тӳлеççӗ.

Реклама

Енчен те пӗлтернӗ хыпар тăрăх уголовнăй ӗç пуçарсан, 100 литртан ытла алкогольлӗ продукцие туртса илсен, хыпарлакана 3 пин тенкӗ параççӗ. «Халăх контрольне» пӗлтернӗ хыпар тăрăх республикăра хальлӗхе уголовнăй ӗç пуçарман-ха, 100 литртан ытларах эрех туртса илнӗ тӗслӗх вара пулнă.

Сăмах май, эрех ăçта сутнине пӗлтернӗ чух сăнӳкерчӗк пулмаллах. Ку хыпарлаканшăн тӗп услови. «Халăх контрольне» килнӗ хыпара ТР Госалкогольинспекцийӗн сотрудникӗсем планпа пăхăнман тӗрӗслев йӗркелесе тӗрӗслеççӗ. Информаци тӳрре тухсан, хыпар авторне укçа тӳлеççӗ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: