Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрех черкки чуна пăвать

Ӗлӗк ӗçекен çынран тӗлӗнетчӗç, халӗ - ӗçменнинчен», - тенине нумай ватă çынран илтме пулать. Çапла, майӗпен эрех ăшне путатпăр. Паянхи кун çав хаяр шӗвекпе этем шкул саккинчен пуçласах туслă. Чăвашстат пӗлтернӗ тăрăх, кӳршӗ республикăра çулталăк пуçланнăранпа авăн уйăхӗччен 300 яхăн çын эрех-сăра ӗçсе вилнӗ. Ытарлă каласан, пӗр ял пӗтнӗ. Çулталăк...

Ӗлӗк ӗçекен çынран тӗлӗнетчӗç, халӗ - ӗçменнинчен», - тенине нумай ватă çынран илтме пулать.

Çапла, майӗпен эрех ăшне путатпăр. Паянхи кун çав хаяр шӗвекпе этем шкул саккинчен пуçласах туслă. Чăвашстат пӗлтернӗ тăрăх, кӳршӗ республикăра çулталăк пуçланнăранпа авăн уйăхӗччен 300 яхăн çын эрех-сăра ӗçсе вилнӗ. Ытарлă каласан, пӗр ял пӗтнӗ. Çулталăк вӗçленнӗ тӗле хисепӗ тата та ӳсет.
Лайăх пурнăçран иртӗхетпӗр çав ӗçкӗпе. Тăр кăнтăрлах урам тăрăх упаленетпӗр. Ӗçекен çын çине пăхма та хăрушă. Пичӗ-куçӗ шыçăннă, хăçан мунча кӗнине, вӗри апат çинине, таса вырăн çинче çывăрнине те маннă пулӗ вӗсем. Ӗçкӗçсем çемьен çăкăр çимелли юлашки укçипе е килти япаланах сутса çуттине туянаççӗ. Çакăн пек ӳкерчӗке кашни хулара, кашни ялта курма пулать. Çулланнă çынсем кашни кунах ӳсӗр çӳренинчен тӗлӗнместпӗр те ӗнтӗ. Халӗ вара çамрăксем те тăр кăнтăрла вăтанмасăрах мухмăрлă-сухмăрлă çӳреççӗ.
Ялта юлнă çамрăксенчен час-часах çакăн пек каланине илтме пулать: «Пурнăç кичем, ирӗксӗрех эрех ӗçме вӗренетӗн». Каçхине вара клуба каяс вырăнне лавккана е вăрттăн эрех сутакан патне çул такăрлаççӗ. Нивушлӗ тӗнчене эрех-сăра анчах илем кӗртет? Хальхи вăхăтра кăнтăрла парта хушшинче ларакан ача каçхине ӳсӗр çӳренинчен те тӗлӗнмелле мар. Çула çитмен-ха - эрех черккипе туслашма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Сыв­лăха физкультурăпа тата ӗçпе пиçӗхтерсе çирӗплетесси вара асра та çук.
Çамрăк хӗрарăм ӗçкӗпе аташ­нине мӗнле ăнлантармалла-ши? Нумайăшӗн мăшăрӗсем Мускава укçа ӗçлеме тухса каяççӗ те - вӗсемшӗн вара улах пурнăç пуçланать. Ик алла пӗр «ӗç» - эрех черкки. Акă пӗр пӗлӗш каласа пани халь те пуçран тухмасть. Вăтăр çулти хӗрарăм иккӗри ачине эрехле сутса хăварнă. Яваплă органсем ачине шыраса тупнă, хӗрарăмран амăшӗн прависене туртса илнӗ.
Арçынпа пӗр тан çеç мар, ытлашшипех ӗçет чылай хӗрарăм. Ӗçкӗ-çикӗре арçынни мăшăрне çавăтса килнине те час-часах курма пулать. Хӗрарăм - кил-йыш, çемье тыткăчи тетчӗç. Халӗ вара?
Эрех темле ăссăрла ӗç те ту­тарттарать. Ӳсӗр пулнăран пут­са, çакăнса, çунса вилеççӗ, машинăпа çапăнаççӗ, ытлашши ӗçнипе хăшӗ-пӗрин чӗри чăтаймасть... Çапла вара черккене пула пайтах çын вилет.
Нуша, хуйхă-суйхă курнă çын­сем те эрехре çăмăллăх шыраççӗ. Пӗр черкке хыççăн иккӗ, ...тăваттă. Урăх ӗçместӗп тесе калама именетпӗр. Эрехӗ вара пиртен те юлать. Паянхи кунччен никама та пулăшайман та, сиплеймен те вăл. Пурнăçăн кукăр çулӗпе анчах илсе кайнă.
Хаксем ӳссе пынăçемӗн эре­хӗ те хакланать. Хакӗ ӳсни пӗр хăнăхнă çынна хăратмасть-çке. Чăвашсем 40-50 çул каялла сăрапах туй, ӗçкӗ-çикӗ, ниме ирттернӗ. Халӗ вара эрехне ыйтса ӗçетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев