Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрне пӗлтерӗшлӗ кунсемпе пуян

Сентябрь, 30 Хӗвел: тухать - 5.45, анать - 17.22, кун тăршшӗ - 11.37. Уйăх: тухать - 15.22, анать - 23.59. Халăхсен хушшинчи куçаруçă кунӗ. Раççейре интернет кунӗ. Уйăх календарӗпе - 11-мӗш кун. Тăвансемпе, юлташсемпе тӗл пулса калаçма ăнăçлă кун. Çак кун çуралнă: Вера Васильева (1925). Октябрь, 1 Хӗвел: тухать -...

Сентябрь, 30

Хӗвел: тухать - 5.45, анать - 17.22, кун тăршшӗ - 11.37. Уйăх: тухать - 15.22, анать - 23.59.

Халăхсен хушшинчи куçаруçă кунӗ.

Раççейре интернет кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 11-мӗш кун. Тăвансемпе, юлташсемпе тӗл пулса калаçма ăнăçлă кун.

Çак кун çуралнă: Вера Васильева (1925).

Октябрь, 1

Хӗвел: тухать - 5.47, анать - 17.19, кун тăршшӗ - 11.32. Уйăх: тухать - 15.53.

Халăхсен хушшинчи ватăсен кунӗ.

Халăхсен хушшинчи музыка кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери вегетарианство кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 12-мӗш кун. Вăхăта пӗччен ирттермелле мар, кăмăллă компанире канни аванрах.

Çак кун çуралнă: Олег Ефремов (1927 - 2000), Нина Усатова (1951), Чулпан Хаматова (1975), Антал Назул (Анатолий Ерусланов) (1932 - 1987), Елена Иовлева (1952).

Октябрь, 2

Хӗвел: тухать - 5.49, анать - 17.17, кун тăршшӗ - 11.28. Уйăх: тухать - 16.19, анать - 1.06.

Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунӗ.

Халăхсен хушшинчи врач кунӗ.

Халăхсен хушшинчи социаллă педагог кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 13-мӗш кун. Карьерăра çитӗнӳсем тума аван кун.

Çак кун çуралнă: Евгений Сидихин (1964).

Октябрь, 3

Хӗвел: тухать - 5.50, анать - 17.14, кун тăршшӗ - 11.24. Уйăх: тухать - 16.43, анать - 2.18.

Раççейре ОМОН кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 14-мӗш кун. Яваплă суйлав тума, шăпан малашлăхне татса пама лайăх кун мар.

Çак кун çуралнă: Армен Джигарханян (1935).

Октябрь, 4

Хӗвел: тухать - 5.52, анать - 17.11, кун тăршшӗ - 11.19. Уйăх: тухать - 17.05, анать - 3.34.

Пӗтӗм тӗнчери чӗрчунсен кунӗ.

Раççейре Космос çарӗсен кунӗ.

Раççей МЧСӗн гражданла оборонин кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 15-мӗш кун. Ӗçре унччен тунă йăнăшсене тӳрлетме ăнăçлă вăхăт халь.

Октябрь, 5

Хӗвел: тухать - 5.54, анать - 17.09, кун тăршшӗ - 11.15. Уйăх: тухать - 17.27, анать - 4.52.

Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ.

Раççей уголовнăй шырав ӗçченӗсен кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 16-мӗш кун. Хутшăнусемпе çыхăннă ыйтусене пат касса татса пама ан васкăр.

Çак кун çуралнă: Инна Чурикова (1943), Александр Михайлов (1944).

Октябрь, 6

Хӗвел: тухать - 5.56, анать - 17.06, кун тăршшӗ - 11.10. Уйăх тулать (21 сехет те 38 минутран): тухать - 17.49, анать - 6.12.

Пӗтӗм тӗнчери йăл кулă кунӗ.

Страховщик кунӗ.

Уйăх календарӗпе -17-мӗш кун. Ку кун çул çӳреме, юлташсемпе тӗл пулма, çӗнӗ информаци илме ăнăçлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев