Сувар

Эрнекун каçхине е Хусан чăвашӗсем ташлама юратаççӗ

Тутарстанăн тӗп хулинчи «Корстон» кану центрӗнче чăваш дискотеки пулнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ, Хусан çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ тепӗр ташă каçӗ пуласси çинчен хыпарлать. Декабрӗн 8-мӗшӗнче эрнекун чăваш çамрăкӗсем «Империал» кану центрӗнче пухăнӗç. Çак кун каччăсемпе хӗрсене савăнтарма Алексей Московский хăй килсе çитӗ Хусана. Тӗлпулăвăн партнерӗсем питӗ нумай пулнипе вăл çав...

Тутарстанăн тӗп хулинчи «Корстон» кану центрӗнче чăваш дискотеки пулнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ, Хусан çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ тепӗр ташă каçӗ пуласси çинчен хыпарлать. Декабрӗн 8-мӗшӗнче эрнекун чăваш çамрăкӗсем «Империал» кану центрӗнче пухăнӗç.
Çак кун каччăсемпе хӗрсене савăнтарма Алексей Московский хăй килсе çитӗ Хусана. Тӗлпулăвăн партнерӗсем питӗ нумай пулнипе вăл çав тери хаваслă иртет. Ташă каçне йӗркелекенсем Инстаграммра - #хусанпати #аванпатихусанта хэштегсемпе пӗлтерӳсем кăларса тăраççӗ, парнесем, билетсем вылянтараççӗ. РТ ЧНКА Ӗçтăвкомӗнче масăллă мероприятисемпе ӗçлекен Алексей Наумов сăмахӗпе Хусанти чăваш дискотекисене çулталăкри чи савăнăçлă чăваш мероприятийӗ теме пулать.

Реклама

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: