Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 03.04 - 09.04

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере чи малтан сывлăх пирки шутламалла, иммунитет çукпа пӗрех. Çав хушăрах эрне пуçламăшӗнчех çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ, ӗçлес вăй-хала çӗнӗ проектсенче тӗрӗслес килӗ. Хăш-пӗрин шалти сисӗм вăйланӗ, пулассине курма та пуçлӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта иртнӗ пурнăçри «мӗлкесем» канăçсăрлантарма пуçлаççӗ: темиçе уйăх е çул...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере чи малтан сывлăх пирки шутламалла, иммунитет çукпа пӗрех. Çав хушăрах эрне пуçламăшӗнчех çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ, ӗçлес вăй-хала çӗнӗ проектсенче тӗрӗслес килӗ. Хăш-пӗрин шалти сисӗм вăйланӗ, пулассине курма та пуçлӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак тапхăрта иртнӗ пурнăçри «мӗлкесем» канăçсăрлантарма пуçлаççӗ: темиçе уйăх е çул тăршшӗпе пурнăçа кичемлетнӗ татса паман проблемăсем, ăнланмалла мар хутшăнусем. Мӗнех, тинех пуçтарăнса кайнă ӗçсене йӗркене кӗртмелле, унсăрăн малашлăх пулмӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Нумайăшӗ çак кунсенче ывăннине туйӗ, анчах канма вăхăт пулмӗ. Эрне пуçламăшӗнченех интереслӗ тӗлпулусем, калаçусем, çулçӳревсем кӗтеççӗ. Тӗнчекурăм палăрмаллах улшăнӗ. Хăш-пӗрисем пурнăçӗнче чи кирлӗ йышăнусем тăвӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Пысăк вăй-хал туйса творчествăпа ӗçлеме пуçлатăр. Уçă кăмăллă пулнипе чуна çывăх çынсемпе паллашатăр. Хăш-пӗрисем интереслӗ çулçӳреве пуçтарăнаççӗ. Эрне варринче васкавлă ӗçсем, укçа-тенкӗпе çыхăннă проблемăсем сиксе тухаççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере хăвăра япăх туятăр, вăй-хал хавшакрах, инфекци мар, шутламасăр каланă сăмах та сире халран ярӗ. Инçе çула тухмалла мар. Çавах та кирлӗ çынсемпе çăмăллăнах пӗр чӗлхе тупма, кăткăс ыйтусене татса пама пултаратăр. Планламан тăкаксем пулаççӗ, шулӗксенчен асăрханăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта харпăр хутшăнусене тимлемелле, ӗçтешӗрсем е мăшăрăр лайăх шухăш парӗç. Çав хушăрах чăрмантарма та пултараççӗ. Ыттисен проблемисене татса пани усăллă та пулӗ. Эрне вӗçӗнче тăкаксем ӳсеççӗ: штрафсем тӳлеме, юлташăрăн проблемисене татса пама тивӗ. Çул çинче асăрхануллă пулăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ӗç питӗ нумай, вӗсем самай вăхăта тата вăй-хала илӗç. Çапах та хăвăра упрама пӗлӗр. Ывăнни нерв системишӗн япăх. Хăвăра кăна шанма пултаратăр, ӗçтешӗрсем те, çывăх çынсем те сирӗн йывăрлăхсене татса пама çунмаççӗ. Ӗçре пуçлăхсемпе хирӗçме пултаратăр. Çемьери ырă хутшăнусене упрама пӗлӗр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ырă эрне, вăй-хал пуррипе, çӗнтерӗве шаннипе хуть мӗнле ӗç те киленӳ кӳрет. Интереслӗ, перспективлă ӗç тупма, укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетме, творчествăлла потенциала пурнăçлама майсем çителӗклех. Калаçса татăлма пӗлменнипе проблемăсем пулма пултараççӗ, юратнă çынпа хутшăнма пăрахас хăрушлăх пур. Итлеме тата илтме пӗлӗр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку вăхăтра харпăр интерессене хӳтӗлеме тивет, çывăх çынсен пулăшăвӗ кирлӗ пулӗ. Çемьери хутшăнусен, тăван енпе çыхăнăвăн пӗлтерӗшӗ актуаллă пулӗ, тăвансене чунтан пулăшатăр. Хăш-пӗрисене шăпа кăткăс лару-тăрăва кӗртсе ӳкерӗ, йывăрлăхсене тивӗçлӗн чăтса ирттерсе яма тăрăшмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелетӗр, çӗнӗ юлташсем тупатăр. Ӗçлӗ çулçӳревсем ăнăçлă та интереслӗ пулаççӗ. Пулăмсен авăрӗнче пулни хăвăра та килӗшӗ. Харпăр пурнăçра та улшăнусем пулма пултараççӗ, халиччен вăрттăнлăхра тытнă япаларан хăрама пăрахатăр. Ӗçре е килте ăнланманлăхсем пулӗç, тирпейлӗ пулăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Сывлăх пирки шутламалла. Ытти енчен лайăх эрне. Шалти сисӗм пулăшнипе перспективлă проектсем тупма, суту-илӗве лайăхлатма, инвестицисемпе ӗçлеме пултаратăр. Канма тăрăшăр, ӗçре ăмсанакансем, сăмах саракансем тупăнӗç. Вăхăтлăха çын куçӗнчен «çухалсан» лайăхрах пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Пурнăçра çӗнӗ тапхăр пуçланать, умра интересли нумай. Эрнен пӗрремӗш çурри уйрăмах лайăх пулӗ, шалти сисӗме итлесен хăвăр тӗллев патне чи кӗске çул тупатăр. Тупăшăра ӳстерме пулăшакан çӗнӗ проектсем тупатăр. Эрне варринчен вара хăш-пӗр çынсемпе хутшăнусене сахаллатсан лайăхрах пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев