Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 03.07 – 09.07

ТАКА 21.III - 20.IV Çӗнӗ шухăшсем питӗ нумай, вӗсене пурнăçлама вăй та пур пек. Эрне те куншăн ăнăçлă. Мӗн-тӗр çӗннине вӗренсен аван пулать. Ӗçленин кăтартăвӗсем чуна кантарӗç. Çак тапхăрта пурнăçăрăн нумай енӗ çӗнелсе улшăнӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Пурнăçăрта улшăнусем пулаççӗ. Çӗнӗ­лӗхсене хавхаланса кӗтсе илме тăрăшмалла, пӗр вырăнта тăни, вăл...


ТАКА 21.III - 20.IV
Çӗнӗ шухăшсем питӗ нумай, вӗсене пурнăçлама вăй та пур пек. Эрне те куншăн ăнăçлă. Мӗн-тӗр çӗннине вӗренсен аван пулать. Ӗçленин кăтартăвӗсем чуна кантарӗç. Çак тапхăрта пурнăçăрăн нумай енӗ çӗнелсе улшăнӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Пурнăçăрта улшăнусем пулаççӗ. Çӗнӗ­лӗхсене хавхаланса кӗтсе илме тăрăшмалла, пӗр вырăнта тăни, вăл лайăх пулсан та, усă кӳмест. Пурнăç сирӗн кăмăлăра та улăштарӗ, этемӗн пӗр вырăнта тăмалла мар. Çак тапхăр кӗске пулмӗ. Çавăнпа ума тӗллевсем лартса вӗсене пурнăçлас çул çине тăмалла.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере пысăк вăй-хал туятăр, çынсемпе активлăрах хутшăнма пуçлатăр. Кӗске çулçӳревсем пулӗç. Çак кунсенче нумайрах канма ан тăрăшăр, укçăра усăсăр пӗтерме пултаратăр. Професси пӗлӗвне, тӗнчекурăма анлăлатма тăрăшмалла. Çемьене тимлӗх уйăрăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Шалти туйăма итлесен укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене çăмăллăнах татса па­ратăр. Кунта ытларах хăвăра шанса кашни утăма шутласа тумалла. Çемье ыйтăвӗсене ку кунсенче тӗкӗнмелле мар, пӗр-пӗрин хушшинче ăнлану тупайманнипе вăхăтлăха ютшăнма пултаратăр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Пуринчен ытла çак тапхăрта кăнттам лару-тăрусенчен асăрханмалла, вӗсем вара нумай пулӗç. Йывăрлăхсенчен хăпас тесе ыттисемпе пӗрле савăнма тăрăшăр. Çынсемпе ӗçлекенсемшӗн кăткăс вăхăт. Кăмăл сӳрӗк пулнипе кӳрентерме пултаратăр, хăвăра алăра тытăр. Çӗнӗ проектсем пуçарма меллӗ вăхăт мар.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Йăлтах сирӗн аллăрта, кăна хăвăр та пӗлетӗр. Эрне пуçламăшӗнче улталанма е пит тӗрӗсех мар, хăвăршăн çеç усăллă ӗç пуçарма пултаратăр - асăрханăр. Тем пулсан та, эрне вӗçӗ ăнăçлă пулать. Пурнăçри кашни сферăра тăнăçлăх, çемьере телей кӗтет. Ӗçри лару-тăру лайăх та çирӗп.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнере харпăр аталану, вӗренӳ пирки шутлатăр. Юлташсем те кунпа килӗшеççӗ, пулăшма тăрăшӗç. Ушкăнпа çулçӳреве тухни усăллă пулӗ. Кулленхи тӗллевсене пурнăçлама йывăр пек туйăнӗ, пессимизмпа кӗрешӗр. Хăвăра ытларах шанма тăрăшăр, йăлт лайăх пулӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Халӗ епле те пулин йышăну тума, кама-тăр мӗн-тӗр каласа çирӗп­летме вăхăт мар, лăпланăр. Ку вăхăтра мӗн пуррипе çырлахса савăнмалла. Кил ăшшипе туйăмсен çирӗплӗхӗ пур сирӗн. Пӗчченнисен кампа та пулин паллашас шанчăк пысăк. Шăпана хирӗç пымасан йăлт лайăх пулӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта курайман çыннăрсен пуçарулăхӗ ӳсет. Сирӗн çинчен элек сараççӗ. Чи лайăххи ку чухне курмăш-илтмӗш пулни. Юратакансем вара тӗнче пуррине те манма пултараççӗ, çав шутра ӗç çинчен те. Ӗçри лайăх вырăна çухатас мар тесен, асăрхануллăрах пулăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Эрне вӗçленнӗ çӗре çемьере тинех телей тупма, укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатма пултаратăр. Анчах маларах куншăн хăвăрăн туйăмсемпе ӗмӗтсене лайăхрах ăнланма, ăшри тӗнчене тӗпчеме тивет. Ку эрне философипе психологи енчен пӗлӗве ӳстерме ăнăçлă пулать. Чи кирли - эмоцисене çирӗп контрольте тытма вӗренни.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере пуçра пӗртен-пӗр шухăш пулӗ - хăвăртрах отпуска каясси. Шел, ӗмӗте çывăх вăхăтрах пурнăçлама пулмӗ, ӗçсем шутсăр нумай пуçтарăнса кайнă. Çак хӗвӗшӳре кил пирки манса ан кайăр, çывăх çыннăрсене те пулăшу кирлӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере профессире тата çынсемпе çыхăннă ытти ӗçсенче çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Ӗçлӗ çыхăнусем, юратуллă хутшăнусем ăнăçлă пулаççӗ. Ку эрнере малашлăхшăн усăллă контрактсем çирӗплетме пултаратăр. Ӗçпе туйăмсен сферине çыхăнтармашкăн питӗ те килӗшӳллӗ тапхăр. Мӗнпур ыйту лайăх татăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев