Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 04.09 - 10.09

ТАКА 21.III - 20.IV Хăвăра ытларах шанма тытăнатăр, вăй-хал та, пултарулăх та ӳсет. Шухăшсем ӗç, укçа-тенкӗ тавра явăнаççӗ. Тăрăшни харама каймӗ, материаллă лару-тăрăва çирӗплетме пулӗ. Нумайăшӗ карьерăра çитӗнӳ тăвӗ, хăш-пӗрисем паллă çын пулса тăрӗç. Çапах хăвăра шеллеме те пӗлӗр, канма вăхăт тупăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере ӗç пуçлама...

ТАКА 21.III - 20.IV
Хăвăра ытларах шанма тытăнатăр, вăй-хал та, пултарулăх та ӳсет. Шухăшсем ӗç, укçа-тенкӗ тавра явăнаççӗ. Тăрăшни харама каймӗ, материаллă лару-тăрăва çирӗплетме пулӗ. Нумайăшӗ карьерăра çитӗнӳ тăвӗ, хăш-пӗрисем паллă çын пулса тăрӗç. Çапах хăвăра шеллеме те пӗлӗр, канма вăхăт тупăр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере ӗç пуçлама тăхтамалла, лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Сывлăхăра тимлӗр, веществосен ылмашăнăвӗ пăсăлма пултарать. Ытлашши ывăнса çитнипе стресран нумайрах çисе, туртса е ӗçсе хăтăлма тăрăшатăр. Паллах, ку йӗрсӗр иртмӗ. Çавăнпа эмоци лару-тăрăвне йӗркелеме тăрăшмалла.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Материаллă ыйтусене татса пама мӗнпур вăй-хала хуратăр. Бизнеспа инвестици ӗçӗсем ăнсах каймасан, камшăн-тăр ӗçлени тупăшлă пу­лӗ. Аварилле лару-тăрăва е урăх сăлтава пула мӗн-тӗр çухатма пултаратăр. Укçа ыйтăвӗсене татса парас тесе пуçăра ан çухатăр. Ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеме ăнăçлă вăхăт, хăш-пӗрисем юратса пăрахӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку эрнере укçа-тенкӗ пуринчен ытларах интереслентерет. Çӗнӗ идейăсемпе проектсем çуралма пултараççӗ. Вӗсене пурнăçлайсан малашне лайăх тупăш илме пуçлатăр. Уйрăмах творчествăпа ӗçлекенсене ăнать.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Вăй-хал сахалрах пулнипе пуçланă ӗçсене те вӗçлейместӗр. Сывлав системин чирӗсем амаланма пултараççӗ. Ал-урана хуçасран упрăр. Углевода ытлашши çиекенсем мăнтăрланма пултараççӗ. Юратура улталанма пултаратăр, мӗнрен-тӗр хăрани вара самай хавшатӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Энерги нумай пулӗ, çак тапхăрта йăлт пӗлсе тăма тăрăшатăр. Бизнес йӗркелеме, инвестицисем хывма, укçана куçман пурлăха куçарма çав тери ăнăçлă вăхăт. Интеллект сферинче хӗвӗшӳ палăрать, ӗмӗтсем хыççăн кайса улталанас­ран, тимлӗхе çухатса йăнăшасран, шулӗксенчен асăрханăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Пуяс шухăш аптратма пуçлать. Ку эрнере çынсемпе нумай хутшăнатăр. Çул çӳресе нумай тăкак­ланма тивет, илемлӗ, анчах ним тума та кирлӗ мар япаласем туянатăр. Хăш-пӗри хăйне пуян кăтартас тесе çапла хăтланӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Сывлăхӗ çирӗп пулнисен те ку эрнере хăйсене япăхрах туйма пултараççӗ, хăшӗсен ăруран куçакан чирсем палăрма тытăнаççӗ. Лимфа системипе апат хуранӗ айванрах. Килти ӗçсене пурнăçласа нумай вăй-хал пӗтеретӗр. Çын хушшине сахалрах тухса çӳрӗр, хӗвӗшӳ энергие аркатма пултарать.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Харпăр тупăша ӳстерес текенсемшӗн ырă вăхăт пуçланать. Ан­лăн шутлама тăрăшăр, шăпа пар­нелекен вариантсенчен ан пăрăнăр. Творчествăпа, философипе, тӗпчевсемпе ӗçлекенсемшӗн ăнăçлă эрне. Çемьере хирӗçӳ тухма пултарать. Ӗçпе кил хушшинчи шайлашăва упрамалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Творчествăшăн ăнăçлă эрне, уйрăмах журналистикăра е литературăпа ӗçлекенсемшӗн. Суту-илӳ ӗçӗ аван каять, ӗçлӗ çулçӳревсем йышланаççӗ. Куçман пурлăхпа йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççӗ. Эрне вӗçӗнче укçа ӗçлесе илес енӗпе оригиналлă шухăшсем çуралаççӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Сывлăх пӗрремӗш вырăнта пулӗ, çурăм шăмми, çӳхе пыршă аптратма пултарать, чӗре системине те çирӗплетмелле. Тӗрӗс апатланма тăрăшăр. Сывлав гимнастикине туни усă кӳрӗ. Сиенлӗ хăнăхусене пăрахăçламалла.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта интереслӗ майпа канас килӗ, азарт вăранать. Укçăра çухатас темесен теветкелленмелле мар, бюджета тӗрӗслесех тăрăр. Шутламасăр питӗ хаклă япала туянса кайран ӳкӗнетӗр. Паллашма, ӗçлӗ çыхăнусем, юратуллă хутшăнусем йӗркелеме çав тери ырă тапхăр. Шăпа парнипе усă курма тăрăшăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев