Сувар

Эрнелӗх гороскоп 05.06 - 11.06

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере авторитетлă çын пулăшу пама пултарать. Тӳлевсӗр путевка е фондсенчен пулăшу илме тăрăшса пăхăр. Кирлӗ ыйтусене пӗччен лайăхрах та татса паратăр. Мăшăрăрпа хирӗçнӗ пулсан халь килӗштеретӗр. Пӗлмен çынсемпе çула ан тухăр. Канмаллисенче романтикăлла тӗлпулăва хатӗрленӗр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Кăмăл-туйăмсем савăк, пурнăçра çӗнӗ тапхăр пуçланнă...

Реклама

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере авторитетлă çын пулăшу пама пултарать. Тӳлевсӗр путевка е фондсенчен пулăшу илме тăрăшса пăхăр. Кирлӗ ыйтусене пӗччен лайăхрах та татса паратăр. Мăшăрăрпа хирӗçнӗ пулсан халь килӗштеретӗр. Пӗлмен çынсемпе çула ан тухăр. Канмаллисенче романтикăлла тӗлпулăва хатӗрленӗр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Кăмăл-туйăмсем савăк, пурнăçра çӗнӗ тапхăр пуçланнă пек туйăнать. Çынсене пӗр ахалех пулăшма тăрăшăр. Ку вăхăтра ӗçсем мӗнпе вӗçленессине пӗлсе тăраслăх вăйланать. Экстрасенс пултарулăхӗ пур çынпа паллашма пултаратăр. Йăнăшас темесен, мӗн-тӗр туяннă чухне лайăх шухăшлăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере чи йывăр ыйтусене татса пама шанăç пур. Йышăнусене шалти туйăмсене тӗпе хурса тăвăр. Медосмотр тухни усăллă пулӗ. Тăкаксене чакарса сахаллипе килӗшме хăнăхăр. Эрне варринче хăвăртан аслăрах çынпа паллашса романтикăлла хутшăнусем йӗркелеме пулӗ. Çемьеллисен ачисен воспитанине тимлӗх уйăрмалла.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта моральпе этика критерийӗсен йӗркеленӗвӗ пирки шутлани хăвăра, çынсене лайăхрах ăнланма пулăшӗ. Асамлă вăй пур çынпа паллашни малашне уçăрах пулма вӗрентӗ. Юлташсен пӗлтерӗшӗ ӳсет. Вӗренме аван вăхăт. Тăвансемпе çемьене ытларах тимлӗх уйăрăр, пулăшăр. Власть çыннисенчен аяккарах тăрăр, канмаллисенче кирлӗ информаци илетӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Хăюллă йышăнусем тума вăй-хал çитет. Тӗллевсене пурнăçлама теветкелленекенсен ăнăçу пулӗ. Статуспа хăвăртан çӳллӗрех çынпа юратуллă хутшăнăва кӗме пултаратăр. Халиччен пурнăçланасса шанманни çӗнтерӳ пулса тăрӗ. Пӗр вăхăтрах темиçе ӗç тума пултаратăр. Авантюрăсене ан хутшăнăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Арлă-арăмлисемшӗн ырă эрне, хутшăнусем çывăхланаççӗ. Пӗчченнисем качча тухма е авланма шутлӗç. Çак тапхăрта тунă ӗçлӗ килӗшӳсен малашлăхӗ пысăк. Ку вăхăтра интеллект шайӗ çӳллӗ пулӗ, мӗн чухлӗ уçăрах пулатăр, çавăн чухлӗ пысăкрах çитӗнӳсем тăватăр. Эрнекун чăрмавсем пулӗç, канмаллисем юратушăн лайăх.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрнере темле йывăр ыйтăва та стандартлă мар йышăнусемпе татса параятăр. Юсав ӗçӗсем пуçласси пирки шутлăр. Савнисемшӗн çав тери лайăх вăхăт. Вӗренекенсене те ăнать, экзаменсене çăмăллăн паратăр. Эрнекун ята ярасран асăрханăр. Ӗçрен командировкăна яма пултарӗç.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Юрату эрни, савнисем мăшăрланма шут тытӗç, арлă-арăмлисен туйăмӗсем вăйланӗç. Туй тума лайăх эрне. Пӗчченнисен унта-кунта тухса çӳреме тăрăшмалла. Вăрттăн пӗлӳ уçăлма пултарать. Укçăра çухатас темесен азартлă вăйăсем ан выльăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Хуçалăх ӗçӗсем мала тухаççӗ. Юсав пуçарма, сӗтел-пукан туянма пултаратăр. Çан-çурăма пиçӗхтерни сыв­лăхшăн усăллă пулӗ. Эрнекун мăшăрпа çемье ыйтăвӗсемпе калаçу пуçармалла мар, пӗр-пӗрне ăнланмасăр хирӗçме пултаратăр. Канмаллисене ачăрсемпе ирттерӗр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Ку эрнене çулçӳревсенче, канура е хăналанса ирттеретӗр. Экзаменсем тытма, квалификацие ӳстерме аван вăхăт. Ăмăртусенче çӗнтерме пултаратăр, уйрăмах пурнăçра активлисем. Ӗçри вырăнăра çирӗплететӗр е должноçпа ӳстерме пултараççӗ. Япалăрсене çухатас­ран асăрханăр, тимлӗрех пулăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере çемье ыйтăвӗсене тимлӗх уйăрмалла, килтисене пулăшмалла. Кил-çуртăра тирпейлӗр, кирлӗ япаласем туянăр. Пурнăçӗ спортпа çыхăннисен çитӗнӳсем пулӗç. Вӗренме, квалификацие ӳстерме аван вăхăт. Азартлă вăйăсене ан хутшăнăр, укçăра çухатма пултаратăр. Канмаллисене çулçӳревре ирттерме тивӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Паллашусемпе çыхăнусем йӗркелемелли тапхăр. Çынсемпе тимлӗ пулсан хăвăр валли те нумай ыррине тупатăр. Ыттисен проблемисене татса пама тивни усса кайӗ - усăллă çыхăнусем йӗркелетӗр, опыт пухатăр. Аслисем çинчен ан манăр. Тăванăрсемпе хирӗçес темесен эрнекун вӗсемпе ыйтусене сӳтсе ан явăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: