Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 06.03 - 12.03

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Ку эрне бизнесшăн лайăхах мар, шутламан тăкаксем сиксе тухӗç. Творчествăпа çыхăннă ӗçсем вара ăнаççӗ, лайăх тупăш тума пултаратăр. Амбициллисен профессире çитӗнӳсем пулӗç, хăш-пӗрисен должноçпа ӳсме май пур. ТАКА 21.III - 20.IV Çак вăхăтри укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ маларах пурнăçланă ӗçсенчен килет. Ку эрнере пӗр-пӗр проект пурнăçлассинчен тытăнса тăмалла,...

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрне бизнесшăн лайăхах мар, шутламан тăкаксем сиксе тухӗç. Творчествăпа çыхăннă ӗçсем вара ăнаççӗ, лайăх тупăш тума пултаратăр. Амбициллисен профессире çитӗнӳсем пулӗç, хăш-пӗрисен должноçпа ӳсме май пур.

ТАКА 21.III - 20.IV
Çак вăхăтри укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ маларах пурнăçланă ӗçсенчен килет. Ку эрнере пӗр-пӗр проект пурнăçлассинчен тытăнса тăмалла, йăнăшсемпе çухатусем пулма пултараççӗ. Хăш-пӗрисем ӗç вырăнне улăштарма шутланă-тăк - тăхтама тивет, лайăхрах вăхăта кӗтӗр.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çителӗклӗ пурнăç лару-тăрăвӗ профессилле статусран, автори­тетран, специалист е пуçлăх пул­тарулăхӗнчен килет. Оратор та­ланчӗ пуррисем карьера енӗпе ӳсӗç. Хăвăртан аслăрах тăвансем е витӗмлӗ çынсем пулăшăвӗпе усă куратăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере тăкаксем тупăшран ытларах. Профессилле пӗлӗве ӳстерме, ют чӗлхене вӗренме, командировкăсене опыт пухма кайма ăнăçлă вăхăт. Хăш-пӗрисем наукăра çитӗнӳсем тăвӗç. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсене, çулçӳревсене çитес эрнене хăварсан лайăх­рах пулӗ.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсенче ытларах ыттисене шанма тивӗ. Ку чухне сире еткер, страховка, налогсемпе кредит, пӗрлехи пурлăх ыйтăвӗсем хумхантарӗç. Ку ӗçсене васкамасăр, асăрханса пурнăçламалла. Маларах планласа хунă пулсан, ăнăçу сирӗн енче пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ӗçлӗ пуçарусен эрни, анчах ыттисенчен иртсе кайма тăрăшмалла мар. Ку ӗçре чăрмавсем кӳрӗ - суд тавлашăвӗсем таранах. Çавна пула тăкаксем пулма пултараççӗ. Ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелени усăллăрах пулӗ. Тавлашуллă ыйтусене суда каймасăр татса пама тăрăшмалла.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере ӗç нумай, чылайăшӗ хушма тупăш шыранипе çыхăннă. Ăнăçу сирӗн енче пулӗ, хăш-пӗри ӗç вырăнне улăштарса пурлăх лару-тăрăвне лайăхлатӗ. Кредитпа, страховкăпа çыхăннă ыйтусене татса пама тивӗ.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Çак тапхăрта хăвăра ирӗклӗ туйма пăрахнипе тата харпăр хаклав чакнипе кăна укçа-тенкӗ пирки шутлама тытăнатăр. Усăллă паллашусем йӗркелеме, клиентсемпе заказчиксем тупма çав тери лайăх вăхăт. Анчах тавлашусенчен асăрханăр, пысăк çухатусем тӳсме пултаратăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Кăткăс тапхăр, уйрăмах укçа енчен. Ӗçре те пысăк çитӗнӳсем тăваймастăр, çавăнпа тупăш кӗтмелли çук. Килти ӗçсем карьерăран ытларах шухăшлаттарӗç. Çапах телейлӗ самантсем те пайтах пулӗç.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере теветкеллӗ финанс ӗçӗсене пуçармалла мар, хаклă япаласем туянассинчен те хăвăра чарăр. Ачасемпе çыхăннă тăкаксем те пысăк пулӗç. Çак кунсенче кăмăлпа уçă пулни йӗркелӳ ӗçӗсене пурнăçлама пулăшӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринчи çулçӳревсем ăнăçлă пулаççӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта чылай вăрттăнлăхсене пӗлетӗр. Витӗмлӗ çынсем пулăшнипе профессири тӗллевсене пурнăçлатăр. Хăвăра кирлине илес тесен, пуçлăхсемпе ырă хутшăнусем йӗркелеме тăрăшăр, кăнттам пулмалла мар. Хăвăр сăмахăр çине тăнипе тăвансемпе, пуçлăхсемпе хирӗçме пултаратăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере вичкӗнлӗх ӳсет, çавна май нумай пулăм мӗнпе вӗçленессине калама пултаратăр. Нумайă­шӗ интеллектуаллă активлăх ӳснипе ӗçсене ăнăçлă вӗçлет. Суя хыпар илме пултаратăр. Ытлашши хăюллă проектсенчен асăрханмалла, юридици енӗпе проблемăсем пулӗç.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев